Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрремӗш сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрремӗш (тĕпĕ: пӗрремӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли пысӑк залӗнче Чӑваш Республикин Елчӗк муниципалитет округӗн Депутатсен пухӑвӗн пӗрремӗш суйлавӗн депутачӗсен черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета ҫирӗплетрӗҫ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... d1%80ec-3/

Кунта шӑнкӑравсем йышӑннипе пӗрлех Надежда Алексеевнӑн больницӑра та час-часах пӗрремӗш пулӑшу пама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

1987 ҫулта Брянскра иртнӗ СССР чемпионатӗнче 1500 метр дистанцире кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ, ҫав вӑхӑтрах Мускаври Знаменски пӗртӑванӗсен Мемориалӗнче чи пӗрремӗш пулнӑ.

На чемпионате СССР 1987 года в Брянске на дистанции 1500 метров получил серебро, в то время как на Мемориале братьев Знаменских в Москве был лучшим.

Афанасьев Сергей Германович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%84%D ... 0%B8%D1%87

Тӗнче шайӗнче пӗрремӗш хут 1983 ҫулхи сезонра, совет сборнӑйӗн йышне кӗрсен, Швехатри юниорсен Европа ӑмӑртӑвӗнче палӑрнӑ, унта 3000 метра чупса тухса кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ.

Впервые заявил о себе на международном уровне в сезоне 1983 года, когда вошёл в состав советской сборной и выступил на юниорском европейском первенстве в Швехате, где стал серебряным призёром в беге на 3000 метров.

Афанасьев Сергей Германович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%84%D ... 0%B8%D1%87

Пӗрремӗш хут мӑшӑрлансан Владимир ывӑлӗ ҫуралнӑ.

В первом браке сын Владимир.

Васильева Евлалия Ивановна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0

1963–1978 ҫҫ. — Чӑваш АССРӗн ҫӗр ӗҫӗпе вӑрлӑх ӗрчетес ыйтусемпе ӗҫлекен ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлес тата туса илес министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.

В 1963-1978 гг\. — первый заместитель министра производства и заготовок сельскохозяйственной продукции Чувашской АССР по вопросам земледелия и семеноводства.

Васильева Евлалия Ивановна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0

ХАКЛАВ Наталия АНДРЕЕВА, Патӑрьел муниципалитет округӗнчи детутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул директорӗ: - Пирӗн алӑра паян астӑвӑм кӗнеки ҫеҫ мар, ӗмӗрлӗхе халӑх хушшинче упранакан чӗрӗ палӑк.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Пӗрремӗш вырӑна 14-16 ҫулсенчи «Дети Батыра», иккӗмӗшне 4-5 ҫулсенчи «Крутышки», виҫҫӗмӗшне 5-7 ҫулсенчи «Милашки» тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллисем – Патӑрьелсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50247-k-ta ... pat-relsem

Самир Ибетов пӗрремӗш, Дмитрий Ефремов иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Медальсемпе таврӑннӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50248-meda ... -tavr-nn-2

Унта «Паттӑр» спорт шкулӗн воспитанникӗ Ильшат Купкенов 55 килограмлӑ виҫепе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшсан ҫитӗнӳ пулатех // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50251-t-r- ... pulatekh-2

Кристина Ивановапа (3000 метра) Валерия Гаврилова (800 метра) каллех пӗрремӗш, Андрей Тарасов (5000) иккӗмӗш, Виктор Алексеевпа (800) Михаил Киргизов (5000) виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем палӑрнӑ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50252-c-m- ... sem-pal-rn

Валерия Гаврилова 1500 метра чупса, Кристина Иванова тата Максим Чемеров чӑрмавсемпе 2000, Андрей Тарасов 3000 метра хыҫа хӑварса, Анастасия Васильева йӗтре тӗртсе, диск ывӑтса пӗрремӗш, Анна Суворова 400 метра, Ангелина Макарова 1500 метра, Филипп Сидоров, Маргарита Кошелева чӑрмавсемпе 2000 метра чупса иккӗмӗш, Людмила Ершова чӑрмавсемпе 2000 метра чупса виҫҫӗмӗш, Алексей Викторов 400 метра парӑнтарса тӑваттӑмӗш, Артем Савинов финалта 100 метра чупса ҫиччӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем палӑрнӑ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50252-c-m- ... sem-pal-rn

Ку ӗҫ пӗр чарӑнмасӑр, канмалли кунсемсӗр, ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах пӗрремӗш вырӑнта ачасем вӗт.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Пӗрремӗш тренерӗ — Моисеев Виталий Тимофеевич.

Первый тренер — Моисеев Виталий Тимофеевич,

Баранова Джамилия Эдуардовна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0

Унта Александр Николаевӑн амӑшӗпе ашшӗ — Галина Николаевнӑпа Николай Нефалимович, тӑванӗсем, юлташӗсем, ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн руководителӗн пӗрремӗш заместителӗ Владимир Степанов, РФ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чикӗ хуралӗн Управленийӗн сотрудникӗ Виталий Рупышев, РФ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн начальникӗн заместителӗ Сергей Баранов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патшалӑх фончӗн регионти филиалӗн руководителӗ Елена Зайцева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин, ЧР Пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен Управленийӗн начальникӗ Петр Куприн, Тихвински Турамӑш турӑшӗ ячӗллӗ Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтеснерти шкула Александр Николаевич Николаев аслӑ лейтенантӑн ятне парассипе торжествӑлла мероприяти иртрӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12014-k-tesn ... iyati-irtr

Нумаях пулмасть вӗсем ача-пӑча центрне ҫӳреме пуҫланӑ, часах пӗрремӗш класра вӗренекенсем пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Ку вӑл шкулчченхи ачалӑхпа сывпуллашни ҫеҫ мар, пулас шкул пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш утӑм та.

Куҫарса пулӑш

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Сӑмах май, вӗсем пӗрремӗш хут мар музея экскурсие кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

«Пирӗн организацие диспансеризаци вырӑнтах ирттерме пӗрремӗш хут килчӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсемшӗн ку питӗ меллӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен медицина учрежденине кайса тӗрӗсленме вӑхӑт нумай кирлӗ. Кун пек мероприятисем сывлӑха упрама тата ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ», — уҫать шухӑшне почта начальникӗ Маргарита Индюкова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

«Мобильлӗ бригада диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне кӗрекен ӗҫсене ҫыннӑн ӳсӗмне кура пурнӑҫланӑ: функционаллӑ тата лаборатори диагностики ирттернӗ, ҫав шутра анализсем те илнӗ, куҫӑн шалти юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, врач-терапевт консультаци панӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫыннӑн йывӑр чир пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пек пациентсене диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне яратпӑр. Ҫавӑн пекех ӗҫлекенсене флюорографи тата маммографи меллӗ вӑхӑтра тухма май паратпӑр. Почта ӗҫченӗсене чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тесен мӗн тумалли, гипертони кризӗ, ҫивӗч коронарлӑ синдром тата пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ тӑрук пӑсӑлсан мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памалли ҫинчен каласа панӑ», — пӗлтерет больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех