Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрремӗш сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрремӗш (тĕпĕ: пӗрремӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куравра пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Йоко пӗрре мар Джон ун ҫине тимлӗх уйӑртӑр тесе самай тӑрӑшнӑ.

После первой встречи на выставке Йоко неоднократно пыталась добиться внимания Джона.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

«Марий йогын» (улӑхри мари Марий йогын — «Мари юхӑмӗ») ятлӑ пӗрремӗш ҫармӑс подкастне тӑваканӗ, «Контактра» халӑх тетелӗн интерфейсне ҫармӑс чӗлхи ҫине куҫараканӗ.

Создатель первого марийского подкаста «Марий йогын» (луговомар. Марий йогын — «Марийский поток»), основной переводчик интерфейса социальной сети «ВКонтакте» на марийский язык.

Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87

1935 ҫулта Лемез-Тамак тулли мар вӑтам шкул (каярахпа Мечетлӗ районӗнчи вунӑ ҫул вӗрентекен пӗрремӗш шкул) уҫӑлнӑ.

В 1935 открылась Лемез-Тамакская неполная средняя школа (впоследствии первая в Мечетлинском районе школа-десятилетка).

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Пӗрремӗш хут официаллӑ асӑннӑ вӑхӑт — 1795 (пиллӗкмӗш ревизи юмахӗ).

Дата первой официальной фиксации — 1795 (пятая ревизская сказка).

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Пӗрремӗш шахтӑсене этрусксем тунӑ, кайран, пирӗн эрӑччен 480 ҫул хыҫҫӑн, тимӗр тӑприне римлянсем кӑларнӑ.

Первые шахты были созданы этрусками, затем, после 480 до н. э. железо добывали римляне.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

1926 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Йорк герцогӗпе унӑн арӑмӗн пӗрремӗш ача, Елизавета принцесса, ҫуралнӑ.

21 апреля 1926 года у герцога Йоркского и его жены родился первый ребёнок – дочь, принцесса Елизавета.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче унӑн ҫыранӗсем патӗнче икӗ пысӑк тинӗсри ҫапӑҫу пулса иртнӗ (Гельголанд бухтинчи ҫапӑҫу).

В Первую мировую войну у его берегов состоялись две большие морские битвы (Сражение в Гельголандской бухте).

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи июнь кунӗсем ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Пӗрремӗш курс пӗтерсен, Петр Петрович каникула Шупашкара килсе кайнӑ, пӗчӗк Зойӑпа пӗрле урайӗнче упаленсе ҫӳренӗ, нихҫанхинчен хаваслӑрах пулнӑ, сӗрме купӑспа Алябьевӑн «Шӑпчӑк» кӗввине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Унӑн кӑҫал вуннӑмӗш класран вӗренсе тухнӑ пӗртен-пӗр хӗрӗ Зоя пӗрремӗш хут ӗҫ укҫи илнӗ те амӑшӗ валли кӗрен чечеклӗ, кӗске ҫанӑллӑ кӗпе туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ун хыҫҫӑнах Нюрнберга куҫса кайрӑм, унтан мана пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине Российӑпа ҫапӑҫма тытса ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Кунсӑр пуҫне эпӗ пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче те Российӑра тыткӑнра пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ирӗклӗ ҫӗршывӑн пӗрремӗш шурӑмпуҫне куртӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫӗнтерме вӑя хурар, юлташсем! — ҫапла пулчӗ унӑн пӗрремӗш сӑмахӗ, тӑван яла таврӑнсан.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Аллӑ пилӗк ҫулхи ҫынна фронта мӗнле янӑ-ши — ҫакна никам та пӗлмест, анчах июнь вӗҫӗнчех унтан пӗрремӗш ҫыру килнӗ: Балти тинӗс флочӗ, Кронштадт…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫсе кайнӑ кун Егор Петрович хӑйӗн вырӑнӗ ҫумӗнчех чалӑшшӑн тӑракан туйине ҫурмаран хуҫса кӑмака умнелле пенӗ те чӗлӗм тивертсе янӑ, вара тайкалана-тайкалана урама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑтӑрмӗш ҫулсенче ҫав коммуна никӗсӗ ҫинче колхоз туса хунӑ, унӑн пӗрремӗш председателӗ пулма каллех Егор Петровича суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«…Каҫарӑр, эпӗ фронта кайиччен киле те кӗрсе тухаймарӑм, — ҫырнӑ вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне пӗрремӗш ҫырура.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех