Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗсӗк парта чӗриклетсе илчӗ те, тӑрнаккай пек вӑрӑм ураллӑ тӑсланкӑ Урсэкие партӑсем хушшипе кафедра еннелле утрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Парта хушшинче Фомапа ҫуммӑн ларакансенчен пӗри, — лара-тӑра пӗлмен пӗчӗкҫеҫҫӗ ача, хуп-хура йӑлтӑркка шӑши куҫлӑскер, — сиксе тӑнӑ та, партӑсен хушшипе ӑҫта килчӗ унта тӗкӗнсе, пуҫне вӑр-вар вылятса, мала тухнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кэукайпа юнашар парта хушшине кӗрсе ларсан, Чочой партӑна шикленкелесе пӑхкаласа тухрӗ: ӑҫтан пӗлен, темскер пур ку тӗлӗнмелле сӗтел ӑшӗнче.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ачасем пикенсе ҫырнӑ вӑхӑтра, Лена партӑсем хушшинче уткаласа ҫӳренӗ чух, Миша ерипен, анчах ҫине тӑрсах Чижика парта хӗррине тӗксе кӑларчӗ.
Миша килчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Тёма ҫав самантрах парта ҫине сиксе улӑхать, Вахнова «ҫутӑлтарса» илет, унтан, партӑсем тӑрӑх чупса тарать.Тёма быстро вскакивает на скамью и, «треснув» Вахнова, мчится от него по скамьям.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Партӑсем виҫӗ рет; вӗсен хушшинче вӗренекенсем арҫынсем, хӗрарӑмсем, ҫамрӑксем хӗсӗнсе лараҫҫӗ; алӑк патӗнчи ҫӳллӗ мар парта ҫинче кӑна пӗр вырӑн ҫеҫ пушӑ — Игнат Савельевич Хворостянкин ку хутра та кая юлнӑ иккен.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ларакан парта ещӗкӗнчен бутылкӑсем урайне тухса ӳкрӗҫ те партӑсем хушшипе кусса кайрӗҫ.Из ящика его парты выпали на пол и покатились по проходу бутылки.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах Ким пичче Баин-Цаганск ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен калама пуҫласан, вӑйлӑ аллисемпе сӗтеле хӑвӑрт ҫӗклесе хӑй умне хӑяккӑн лартсан, ҫакӑ вӑл — юханшывӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ, партӑсем ларакан ҫӗрте — пирӗн ҫар вырнаҫнӑ, кашни парта — танк, кунта пирӗн командовани вӑй пухать, ак кунтан, сӗтел хыҫӗнчен шыв хӗрринелле японцӑсем упаленсе килеҫҫӗ тесен (Ким пиччен пӳрнисем сӗтел хыҫӗнчен курӑнчӗҫ), — ытарайми кӑтартуллӑ каласа панине юратнипе хӑнан пур айӑпне те каҫарчӗ Светлана.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл малти партӑсем тӑрӑх ачасем ҫине пӑхса тухрӗ, унтан камран ыйтас-ши тесе куҫӗсемпе шырарӗ те, кӗске аллине, куҫӗсем сӑмси кӑкӗ ҫумӗнчех ларнӑ пирки сарлака питлӗ курӑнакан, кулма юратакан, иртӗнчӗк Дима Кленов ученик ларакан парта еннелле тӑсрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ашкӑнакан Федотка, Давыдова каллех хӑй еннелле пӑхтарас тесе, хуллен партӑна шаккаса илчӗ, Давыдов ун ҫине тимлемесӗр пӑхсан, Федотка парта хыҫӗ ҫине мӑнаҫлӑн сӗвенсе, сылтӑм аллине йӗм кӗсйине чикрӗ, унтан алпа пемелли граната — «лимонка» туртса кӑларса, ӑна каллех кӗсйине хӑвӑрт чикрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Санька парта хушшине ларчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫӗкленчӗ, парта хушшинче юпа пек хытса тӑчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аван та-ҫке, парта кантӑк патӗнче чух урамрине пӗтӗмпех курма пулать.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах хӗрача, парта хушшине ларсан, чавсисене сарса кӑкӑрӗпе ҫырӑва хупласа хучӗ.Но девочка, сев на парту, выставила острые локотки и грудью прикрыла письмо.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шкула кайнӑ чух та ун патне ан кӗр, парта хушшине те пӗрле ан лар!» — тесе кӑшкӑрса хӑварчӗ.И в школу за ней не заходи и за одну парту вместе не садись!»
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Парта чӳрече умӗнче ларать, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ял еннелле ҫуркунне вӑрттӑн-вӑрттӑн шӑвӑнса пынине, тӳпемрех вырӑнсенче юр ула сӑнлӑн курӑннине, уй-хирти юр тӗксӗмленнине, ҫырмара шыв хӑпарнине Санька Коншаковран малтан никам та асӑрхама пултараймасть.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алешӑн вырӑнӗ — чи кайри парта хушшинче.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Варринчи ретри пӗрремӗш парта хушшинче ун вырӑнӗ пуш-пушах.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Унтан эс Иванкина парта ҫумне «ҫыпӑҫтартӑн», унтан доска умӗнче хӑвна кӑтартрӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Паян эсӗ, Женя, иккӗмӗш хут Юра вырӑнне лекрӗн: малтан парта хушшинче, унтан хваттерте.— Вот и получается, что ты, Женя, дважды Юрку заменил. Сначала за партой, а потом и в квартире.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив