Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унпа пӗр парта хушшинче ларан-ҫке, сан юрать ун патне кайма.
Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578
Ачасем Анна Ивановнӑна чечексем парнелерӗҫ те парта хушшине ларчӗҫ.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
Парта хушшине студентсемпе пӗрле пирӗн ӗҫтеш Регина Кубайкина та ларчӗ.
«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969
Халь эпӗ парта хушшинче лармастӑп.
А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ан тив, пирӗн патӑмӑрта пыйтӑсем ҫӑварӗсене улӑм пӗрчи хыпса ҫӳренине хӑй куҫӗпе куртӑр! — малалла калама хӗтӗртрӗҫ Пантелемона хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан кӳршисем, ӑна чавсисемпе тӗрткелесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Дудэу кашкӑр ҫури пек ҫӑмӑллӑн ури ҫинче тепӗр еннелле ҫавӑрӑнчӗ те хӑй ларакан парта патнелле кайма тӑчӗ.Повернувшись с легкостью волчка вокруг собственной оси, Дудэу двинулся было к своей парте.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Апӑр-тапӑрусене парта хушшинчен илсех тух.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Надзиратель Пенишорӑна сак патне ҫитичченех куҫӗпе ӑсатрӗ, унтан пӗрремӗш парта патне йӑпшӑнарах утса пычӗ те ун ҫумне чавсаланчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Малти парта хушшинче ларакан Пенишора ура ҫине тӑчӗ, унтан тетрачӗсене хӑвӑрт пуҫтарчӗ те, надзиратель сиввӗн пӑхнинчен шикленнипе васкамасӑр алӑк патнелле утрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вара вӑл парта хушшине лӑпланса кӗрсе ларчӗ те хӑйӗн жилечӗ ҫумӗнче ҫакӑнса ҫӳрекен сад ӗҫӗнче усӑ курмалли пӑхӑр сӑнчӑрлӑ ҫӗҫҫине туртса уҫрӗ, касмалли енӗпе пуҫ пӳрнери чӗрнине хырса пӑхса, кӑранташне шӗвӗртме пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аллине йӗм кӗсйине чиксе, вӑл, никамран та хӑраман пек, Доруца ларакан хыҫалти парта патне хӑйӗн кукӑр урисемпе тапӑлтатса утса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Доруца! — ҫаннинчен туртрӗ ӑна хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан юлташӗ, пуҫӗпе кӑштах уҫӑлса тӑракан алӑк еннелле кӑтартса.— Доруца! — потянул его за рукав сосед по парте, указывая головой на приоткрывшуюся дверь.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тата, астӑватӑн-и, пирӗн класра манпа юнашар парта хушшинче пысӑк хура куҫлӑ хӗрача ларатчӗ?
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӗлӗнмелле, эпир унпа приготовительнӑй класра пӗр парта хушшинче юнашар ларнӑ пулин те, пӗр-пӗрне ытла ҫывӑх пӗлмен пулас, ҫапах шухӑш-ӗмӗтпе пӗр-пӗрне питӗ ҫывӑх пулнӑ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Семенов ҫав самантрах сӑвӑ кӗнекине парта ӑшне персе чикрӗ те ун вырӑнне Кӗҫтук умне «закон божий» кӗнекине уҫса хучӗ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл Ивановпа пӗр парта хушшинче ларатчӗ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хатӗрленӳ класӗнче Константин Ивановпа юнашар, пӗр парта хушшинче, кам ларатчӗ?
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Митя лӗрр! йӗрсе ячӗ, питне аллипе хупласа, парта ҫине ӳпӗнчӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Коля, парта хушшинчен тухса, сӗтел умне чӗркуҫленсе ларчӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Коля пуҫне тата ытларах уснӑ, куҫҫулӗсем парта ҫине тумлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.