Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫрӗ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Узин лавкка сӗтелли урлӑ савӑнсах сиксе каҫрӗ, лавккан хуҫалӑх уйрӑмне кӗчӗ, кунта тӑвӑртарах, ҫавах та хӗрарӑм алли тӑрӑшнипе пула таса та хӑтлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

«Вӑл урам урлӑ каҫрӗ те «Шупашкар» универмагпа гастроном хушшипе иртрӗ, вара малосемейка текен тӑхӑр хутлӑ ҫурт умне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Таксист урам урлӑ каҫрӗ те машинине чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑратас мар тесе, Кирей Элимене перӗнмесӗр ун урлӑ каҫрӗ, шӑппӑн утса кухньӑна кайрӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑксене тӗплӗн хупса хӑварчӗ, сас-чӗв Элиме хӑлхине ан кӗтӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Камай пускиле Паймен патне каҫрӗ, вӑл вӑрманта пӗренесем тиеме пулӑшӗ пулӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хӑвӑрт каҫрӗ вӑл ҫырма урлӑ, такам васкатнӑ пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт утрӗ сивӗре.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑнсӑртран ура шуса кайса шыва чӑмас мар тесе, васкамасӑр утса каҫрӗ ун урлӑ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтерук сулса янӑ пуртӑ ун пуҫӗ урлӑ шӑхӑрса каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха картиш алӑкӗ урлӑ кашкӑр пек сиктерсе каҫрӗ те ыйткаласа ҫӳрекен пынине курсан: «Акӑ ӑҫта вӑл телей!» — тесе, урхамахне ун ҫинелле тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӳречерен пӑхма та ӗлкӗреймерӗ — урхамах картиш алӑкӗ урлӑ сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑлӑнӑр-ӑр! — Богданов тепӗр енне каҫрӗ те урӑхла сасӑпа кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пантей алӑк урати урлӑ пӗчӗк ачалла упаленсе каҫрӗ, ҫенӗкрен тулалла ҫӑмхалла кусрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кӗтерук инке вара, ҫамрӑк чухнехи пекех, хӳме урлӑ вӑш-ваш сиксе каҫрӗ те килнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Кӗтерук инке чӑтса тӑраймарӗ, хӳме урлӑ каҫрӗ те Маюксен чӳречи умне йӑпшӑнса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Раман тепӗр енчи пӳлӗме каҫрӗ, асӑрханса чӳрече каррипе сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман сассине илтсе-ши, юнашар пӳлӗмрен рабочком председателӗ Тарин каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве татса кайнӑ хыҫҫӑн касӑлса юлнӑ шырлан урлӑ сиксе каҫрӗ те чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пӳрте кӗместпӗр, — вӗрлӗк карта урлӑ каҫрӗ Тамара, — пӗве хӗрринче ларӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр кунхине шкултан таврӑнсан Тамарӑсен мӑнаккӑшӗсем патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр кунхине, яла таврӑнсан, кӳрше тесе, Дубовсем патне каҫрӗ ҫавӑскер.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех