Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫрӗ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самолет кукӑр-макӑр ҫутӑ хӑю пек курӑнса выртакан Атӑл урлӑ вӗҫсе каҫрӗ.

Самолет пересекает извилистую блестящую ленту Волги.

Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Завьялов алӑк урати урлӑ каҫрӗ те вӑрӑм пушӑ коридора кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл васкасах ҫул урлӑ каҫрӗ, хытӑ утса ҫав хӗрарӑмран иртсе кайрӗ те лешӗ сисиччен ӑна питрен пӑхса илме тӑрӑшрӗ…

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун хыҫҫӑн, ҫынсем сисмен чухне, Кӑпшар ҫырми урлӑ каҫрӗ те вӑрман ҫумне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Петя хӑяхсем витӗр чӑштӑр-чаштӑр тутарса тухрӗ те шап-шурӑ чулсем хушшипе юхакан шыв урлӑ сиксе каҫрӗ, ик-виҫӗ ҫул каярах ҫеҫ лартнӑ хунав вӑрман еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑпшар ҫырми енче кӑна хӳме урлӑ такам ҫӑтӑр-ҫатӑр тутарса каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви ҫырма урлӑ каҫрӗ те, сукмакпа кӑштах вашмӑкла утсан, пӗчӗкҫӗ ӗшнене тухрӗ, унтан сасартӑк ҫан-ҫурӑм сӳ-ӳ! кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл ҫӳллӗ картлашкапа хӑпарчӗ те пӑлтӑра выльӑх-качка кӗрсе каясран алӑка хӑяккӑн хунӑ пӗчӗк сак урлӑ каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пилӗк ҫӳллӗш вӗрлӗк карта урлӑ Славик алпа тытмасӑрах сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫула тухма пуҫтарӑннӑччӗ ӗнтӗ — пирӗн пата урам леш енчен пӗр ватӑ хӗрарӑм каҫрӗ те хӑнана чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Каҫрӗ те пӗр ирхине Микка ҫырма леш енне, Пухвир ятлӑ ывӑлӗн хапхи-крыльцине янратса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Шӑпах ыраш пуҫ сӑхнӑ вӑхӑтра таврӑнчӗ те ик-виҫ кунтан Микка патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пычӗ ҫав, унран юлмасӑр пычӗ Павӑл, каялла урай урлӑ каҫрӗ, Хлихха умнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Киле таврӑнма тухсан (эх, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ, хӗрнӗ пуҫ ӑссӑр пуҫ ҫав вӑл!), тӳрӗ ҫулпа утас вырӑнне каҫрӗ кайрӗ Павӑл ҫырма леш енне, ӗне фермине ҫитсе кӗчӗ, Пӳртре Чӗкеҫ пӗчченех чӑлха ҫыхса ларать, Павӑла курсан, тӗлӗнсе пӑхрӗ те вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хуллен ҫеҫ утрӗ тимӗрҫӗ, анчах тем вӑхӑтра кантӑр пусси урлӑ каҫрӗ, Акивер хӗррине пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ферма хапхинчен Чӗкеҫ тухрӗ те, ҫӑмӑллӑн утса, кӗпер урлӑ каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫапла шутласа, Путене калинккене шӑлтӑр-шалтӑр уҫрӗ те картиш урлӑ таплаттарса каҫрӗ, кӗлете кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӑна итлесе, Тимуш кӳршӗ патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ ун патне хӑй каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑрҫа куҫӗ япӑххипе каяйманскер, халь вӑл Тимушпа Укаҫа аякранах паллама пултарчӗ те, качакине типнӗ армутирен кӑкарса, шӑлаварне тавӑрса, ҫырма урлӑ каҫрӗ, ҫӳллӗ ҫыран хӗррине йӑпӑртатса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех