Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эс кашӑкпа апат ҫиетӗн, йывӑҫ тымарӗ пулӑшнипе ҫӗр апатне туртса пурӑнать.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
— Чуста ҫаврашкине ил те унта кашӑкпа фарш хур.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Лайӑх ҫи, — тет ашшӗ, ҫунса хытнӑ ҫӗрулми турамӗсене йывӑҫ кашӑкпа пусса.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Умӗнчи пӗчӗк шӑллӗ, иккӗ-виҫҫӗри «чӗпӗ», ҫӑварне ҫӑвӑр курак евӗр кап карать, пиччӗшӗ ӑна кашӑкпа хӑйма сыптарсах тӑрать, унӑн ҫӑварӗ пушаннӑ-пушанман кулачӑ татки хыптарать, хӑй те шӑллӗпе пӗрлех ҫиет.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ашшӗ-амӑшӗн пилӗсӗр-ирӗкӗсӗр, саккунсӑр-мӗнсӗр пӗрлешнӗ-чӑмӑртаннӑ ҫемье проводницӑран икӗ алюмини курка туянчӗ, пӗр станцинче, столовӑйне апата кӗрсен, икӗ кашӑкпа пӗр чашӑк ҫаклатса тухрӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Кашӑкпа чӑх яшкине те ҫиме пултарчӗ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Праски инке чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ те сӗтел ҫине икӗ кашӑкпа икӗ вилка хучӗ, квас тултарнӑ кӑкшӑмпа стакан лартрӗ, пукан хыҫне чӑлт-шурӑ алшӑлли ҫакрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Вӑл, ман пекех чӳречерен пӑхса, чейне кӗмӗл кашӑкпа вӑрах, чӗнмесӗр пӑтратать, шӑплӑхра ҫӳхе куркана янратать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Йывӑҫ кашӑкпа самаях сивӗннӗ шӳрпе шерплеттерсе сыпнӑ май Савантер кӑмака ҫумӗнче ҫӑпата хуҫакан пӗлӗшӗ енне ҫаврӑнчӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑвалӑхра (вуллисем, салтака ӑсанакан ҫамрӑксем пек, пӗр-пӗринпе таччӑн-таччӑн «ытамлашнӑ») тин ҫеҫ пӗр ушкӑн вӗтӗ кайӑк лӑпкӑн-савӑккӑн чӗв-чӗв-чӗв савӑшатчӗ, халӗ вӑл, хӑрушлӑх ҫуйӗ туса, тӗк хӑпартлантарса илчӗ, унтан, шуйхӑнса, хатӑррӑн пӑрр! ҫӗкленчӗ те, таврана ӑш вӗҫтерсе, ҫитмӗл те ҫичӗ пӗчӗк кӗмӗл кашӑкпа ялти тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ чанне чанкӑлтаттарнӑ пек чӗриклете-чӗриклете, чивлете-чивлете, самантрах йӑп пулса ҫухалчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ираида Васильевна кинемее тӗплӗн итлерӗ, пӗчӗк кашӑкпа ҫӑварне уҫса пӑхрӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кашӑкпа ӑссан тӑсӑлса тухать…
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Шӑвӑҫ чашӑка кашӑкпа ҫапса янратни вара ҫак ирхине сигнал панӑ пекех илтӗнсе кайрӗ.И этот звон ложки по жестяной миске в то утро прозвучал как сигнал.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӗренекенсен, ҫӑкӑр татӑкне чӑмламалла, чашӑкри нимӗҫ пӑрҫине кашӑкпа шыраса тытмаллаччӗ е тӑрӑ шӳрпенех васкаса хӗррипе ӗҫмелле те ӗҫе каймалла.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Типӗ кашӑкпа тута ҫурӑлать» тенӗ.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Сӗтелӗн пӗр кӗтессине кашӑкпа ҫӑкӑр чӗлӗ хучӗ:
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ана пӗр кашӑкпа ҫӑтса ярас пек ӑмсанса: — Сав мана! — терӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Часах вӑл ҫара сӗтел ҫине ҫур четвӗрт сӑмакун пырса лартрӗ, ҫӑкӑр татӑкӗсем, сухан пуҫӗ, катӑлнӑ йывӑҫ кашӑкпа тӑвар килсе хучӗ.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Кашӑкпа мар пуль, ҫӑпалапа илет пуль вӑл кӑпӑка? — ҫав-ҫавах шахвӑртса калаҫрӗ Серебряный князь.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ваҫли кум юлхавланмасан, пӗтеретпӗр, — хутшӑнать Петӗр кашӑкпа хуранне пӑтратса.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.