Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетелле (тĕпĕ: инҫет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ ӑна тин кӑна асӑрханӑ пулас та, кӑн-н пӑхса, пуҫне каллех Писӗп еннелле пӑрса инҫетелле тинкерме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Фронт таҫта инҫетелле куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашкинчен вӑл, ухмаха ересрен хӑранипе тата шанма пӑрахнипе юлашки вӑйне пухрӗ те инҫетелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тинӗс хӗрри темӗнле тӗлӗнмелле кукӑрланса таҫта инҫетелле каять.

Причудливыми изгибами уходят берега в даль.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Инҫетелле пӑхсан, нимӗн те курӑнмасть.

Вдали ничего не было видно.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чугун ҫул икӗ енӗпе уй-хирсем инҫетелле тӑрса юлаҫҫӗ.

По обе стороны полотна вдаль убегали поля.

Уй-хир варрипе // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫиле вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ, пӑра тинӗс варрине инҫетелле илсе кайнӑ.

Ветер усиливался все больше и больше, и все дальше уносило льдину в открытое море…

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Магеллан палуба ҫинче кунӗ-кунӗпе тӑрса инҫетелле тинкерсе пӑхнӑ.

Целыми днями стоял Магеллан на палубе и пристально вглядывался вдаль.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Константин Георгиевич аякран хӑю пек, тайгапа тинӗсе пӗр-пӗринчен касса уйӑракан лезви пек курӑнакан асфальтлӑ ансӑр ҫул тӑрӑх вӑраххӑн инҫетелле утать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр хушӑ Завьялов инҫетелле тӑсӑлса каякан ҫӗнӗ ҫуртсен речӗ ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӳречерен тунсӑхлӑн инҫетелле тинкерекен кинемей, йывӑр шухӑша путнӑ ватӑ та.

Куҫарса пулӑш

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

Ҫӑлтӑрсем те, уйӑх та кас-кас инҫетелле шуса кайнӑ пек курӑнаҫҫӗ, пур ҫӗрте те пушӑ туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тӑрать вӑл пӗчченех ҫул хӗрринче, ҫут тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах манса кайнӑ пек, инҫетелле пӑхать…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кӗҫех ҫил лӑпланчӗ, аслати те таҫта инҫетелле кайса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Марш кӗвви ҫеҫ, чун-хавала мӑнаҫлантаракан ҫунат парса, аслӑ юханшыв ҫийӗн ирӗккӗн, таҫталла, аякка-аякка, палламан инҫетелле йыхӑравлӑн юхса саланать, тӳпенелле ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӑмпаҫӑ инҫетелле тимлесерех пӑхрӗ, ӑна тӗсесерех сӑнарӗ: тӑхлан тӗслӗрех пӗлӗте аялтан, ҫӗр ҫинчен, тӗксӗлми, вут куҫӗ пек мӗкӗлтетекен, чӗлтӗртетекен сарӑ-хӗрлӗ-симӗс ҫутӑ ҫапнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Инҫетелле пӑхса утакан ҫын хӑй те сисмерӗ — пӗр пысӑк муклашкаран такӑнчӗ те ҫул ҫинелле тӑрӑнса кайрӗ, ҫилӗллӗн ятлаҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла, аллинче пӑшал пур, хӑй шӑп пулса, таҫта инҫетелле тинкерсе пӑхса выртать.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Аслӑ князь куҫӗсемпе таҫта инҫетелле тинкерсе пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ, унтан, ытахальтен тенӗ пек, Хусан мӑрсисем пирки ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл шыв ҫинче, инҫех те мар, сылтӑм енче, ӑна хум майӗпен-майӗпен инҫетелле куҫарать.

Она была на воде, невдалеке, с правой стороны, и ее медленно относило волной.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех