Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шухӑша кайса пурӑнатчӗ; Ярмаркӑри пушӑ урамсем тӑрӑх утса пырать те сасартӑк Обводнӑй каналӑн пӑр кӗперӗ ҫинче чарӑнса тӑрса, нумайччен карлӑк ҫумӗнче шывалла, пӗлӗтелле, инҫетелле, Ока леш еннелле пӑхса тӑратчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халӗ ӗнтӗ, Атӑл леш еннелле инҫетелле пӑхнӑ чух, унта пушӑ вырӑн ҫуккине пӗлсе тӑраттӑм, ӗлӗк Атӑл леш еннелле пӑхаттӑм та темле ӑраснах кичем пулса каятчӗ: хура саплӑксем пек курӑнакан вӗтлӗх ӑшӗнче ҫарансем лаптакӑн выртаҫҫӗ, ҫарансем пуҫӗнче шӑллӑ хура вӑрман стена, ҫарансем тӗлӗнче сивӗ те тӗксӗм кӑвак пӗлӗт.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурте таҫта инҫетелле шӑвать, ҫӗрӗн кӑвак хӗррисем латне кайса ҫитмешкӗн астарать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Инҫетелле ян кайнӑ сасӑ илтӗннӗ пек: — Тӑраҫҫӗ, — терӗ амӑшӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл аллипе инҫетелле тӑсса кӑтартрӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑш чухне тӳпе тӑрӑх пӗчӗк шурӑ пӗлӗт татӑкӗ шӑва-шӑва иртет; каҫпа ҫав пӗлӗт хӗрелет те инҫетелле, хӗвеланӑҫнелле ҫывӑрма каять.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫапах та, ун телейне, ҫак самант нумая пымарӗ, Сергей, шухӑшласа-туса тӑмасӑр, тарӑхнипе шари ҫухӑрса, макӑрса ячӗ те, сехри хӑпнипе ним пӗлмесӗр, подвал патӗнчен ҫула-мӗне пӑхмасӑр инҫетелле чупса кайрӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хӑшпӗр чухне йывӑҫсем хушшинчен тинӗс курӑнса каять; тинӗс инҫетелле тӑсӑлса, ҫав вӑхӑтрах ҫӳлӗ те катмар стена евӗрлӗ хӑпарнӑн туйӑнать, унӑн сӑнӗ те ешӗл кӗмӗлӗн йӑлтӑртатакан ҫулҫӑсем хушшинче тата йӗпхӗм кӑвакрах курӑнать.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ял варринчи площадьре Культура ҫурчӗ ларать, Колхоз дворецӑн чӳречисем те Тисса ҫине тата инҫетелле, Венгрин аслӑ тӳремлӗхне тинкереҫҫӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каҫалапа вӗсем саланма пуҫларӗҫ: пӗрисем шупкаланчӗҫ, вӑрӑмланчӗҫ, инҫетелле шуса, куҫран ҫухалчӗҫ; теприсем пуҫ тӗлӗнчи тӳпере витӗр курӑнакан шурӑ пулӑ хуппи евӗр пулса тӑчӗҫ; пӗр пысӑк хура пӗлӗчӗ кӑна хӗвелтухӑҫ енче чарӑнса тӑчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чочой хӑй нумаях пулмасть тинӗс хӗрринче ҫакнашкал инҫетелле пӑхса тӑнине, Мускав ҫинчен шухӑшланине аса илчӗ, ун чухне Кэмби ӑна хыҫалтан йӑпшӑнса пырса ӗнсерен ярса тытнӑччӗ, картах туртса ҫӗрӗ ӳкернӗччӗ.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн ури сассисем инҫетелле кайса илтӗнми пулсан, Чочой амӑшӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:Чочой прислушался к его удаляющимся шагам и сказал вполголоса:
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тиунов туйине сулса ячӗ, пӗлӗт ҫинелле, инҫетелле хӑйӗн ури айнелле пӑхса илчӗ.Тиунов взмахнул палочкой, поглядел в небо, в даль и себе под ноги.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Юханшыв, хулана икке уйӑрса, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле юхса каять, вара Ляховски текен йӳҫӗхсе пӑнтӑхнӑ шурлӑха ҫитсе кӗрсе ҫухалать; шурлӑхӗ тӗттӗм чӑрӑшлӑхпа шӑртланнӑ, вӗтлӗх ҫӑра вӑрман, лерелле сарӑлсах пырса, сӑрӑрах-кӑвак инҫетелле тӑсӑлса каять.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Владимир Ильич шухӑшлӑн инҫетелле пӑхать.
Мускав, Мускав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Костя, нимӗн курмасӑр, таҫта инҫетелле тинкерчӗ те: — Юрӗ, — терӗ, сӑмах чаракне лартнӑн, — ку философилле ыйтӑва халӗ иксӗмӗр пурпӗрех татса параймӑпӑр…
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Сывататпӑр… — тет, хӑй куҫҫульне шӑлса илет, ҫӳҫне силлесе илет те чарах уҫӑлнӑ куҫӗсемпе, суранлӑ ҫынсенчен ҫӳлерех таҫта инҫетелле, кичеммӗн пӑхать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑрмансем тӗлӗнмелле мирлӗ ешереҫҫӗ; шоссе, кӑнтӑрла тӗлӗнче тинӗс ҫине ӳкнӗ хӗвел ҫулӗ пек йӑлтӑртатса, инҫетелле каять.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑрмансемпе сӑртсем полк умӗнчен чӗрӗ пек сирӗлеҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталса выртакан ҫул хӑех инҫетелле тӑсӑлса вӑрӑмланать.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чкалов уҫҫӑн курӑнакан инҫетелле тинкерсе пӑхнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.