Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шартлама сăмах пирĕн базăра пур.
Шартлама (тĕпĕ: шартлама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳсме ҫук шӑрӑх-и урама тухсан е шартлама сивӗ, ислетсех ҫумӑр ҫӑвать-и е пар-пар тусан вӗҫет — пурпӗрех урамра «выляма» тивет Вовӑн, Скорпион мӗн-мӗн хӑтланнине те пӗтӗмпех евит турӗ ача.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Ай-уй, кун пек хӑрушӑ шартлама сивӗре те урама кӑларатӑн-и ҫак шӗшле?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куллен-кун: «Эй, Наҫки, вӑрман касма!.. Эй, Укҫине, Канаша тырӑ леҫме!..» — тенисене илтсе вӑрҫӑччен арҫынсем кӑна тунӑ ӗҫсенче терт курса пурӑнакан хӗрсен аллисем хытнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсен пир ҫинчи ӗҫӗсем ҫине пӑхатӑн та хӗллехи шартлама сивӗрех пӳртре асамат кӗперӗ тӗлкӗшме пуҫланине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Услантӑр мучин пӳртне тӑватӑ енчен те хӗсет, хӗсет шартлама сивӗ шӑплӑх.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Декабрь уйӑхӗнче шартлама сивӗсем те, вӑйлӑ ҫил те пулчӗ, тӑман та тухрӗ, ирӗлтерсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Халӑх паттӑрлӑх кӑтартнӑ пек, ҫав йывӑр ҫул, шартлама сивӗ хӗл ҫитсен те, юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимуна, тайгара пурӑнса ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка юратма хӑнӑхнӑскере, питӗ килӗшрӗ шартлама сивӗ хыҫҫӑн ҫӳлтен юр ҫуса тӑман ахӑрни.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑҫан та пулин ӑна та ҫапла масар ҫине йӑтса килӗҫ, сивӗ шӑтӑка чикӗҫ — ҫулла пулӗ-и вӑл, шартлама сивӗ хӗл кунӗ-и — пӗрре вӑл та ӗмӗр-ӗмӗр таврӑнмасла вилсе выртӗ, пуринчен ытла пытарма тӑванӗсем ҫукки шухӑшлаттарать Укане.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шартлама сивӗ хӗл ӳт-тире тумтир витӗр чӗпӗтекен, ҫырмасене витнӗ пӑра шатӑртаттарса ҫуракан хаяр хӑвачӗпе мӗнпур тавралӑха ыталаса пӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шартлама сивӗре ҫӳхе шинель вӗҫҫӗн юр ҫинче выртса тӑшманпа нумаях ҫапӑҫаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр кунхине Татьяна шкулта хӑйне темшӗн ҫав тери йывӑр туйрӗ, пуҫӗ ыратрӗ, шӑм-шакӗ шартлама сивӗри пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ара, шартлама сивӗ шӑнтнӑ-и вӗсене? — тарӑхрӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимӗрҫ лаҫҫи умӗнче шартлама сивӗпе шӑнса хытнӑ Илихван конюх тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ пулнине уйрӑмах Ваҫиле Суслонгера кайни ӗненмелле кӑтартса парать: кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн мар уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Тата шартлама хӗлле Сурхури каҫхине ӗҫрӗҫ йӳҫек сӗткенне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Час-часах шартлама сивӗсем, ҫил-тӑмансем пулаҫҫӗ; час-часах типӗ, сивӗ ҫилсем вӗреҫҫӗ.

Часто бывает жестокие морозы, снежные метели: часто дуют холодные и сухие ветры.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шартлама сивӗсем тӑраҫҫӗ, хаяр ҫил-тӑмансем, ҫил-тӑвӑлсем алхасаҫҫӗ.

Стоят жестокие морозы, свирепствуют снежные бури, метели.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑнтӑралла кайнӑҫемӗн сивӗ тӑрӑхри хӗллехи шартлама сивӗсем майӗпе ҫемҫелсе пыраҫҫӗ.

Жестокие зимние морозы холодного пояса по направлению к югу постепенно ослабевают.

II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Июнь уйӑхӗ ҫитнӗ, кунта шартлама сивӗсем пула пуҫланӑ, ҫил-тӑмансем тапранса кайнӑ.

Подошел июнь, а здесь ударили морозы, начались снежные метели.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шартлама сивӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех