Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шартлама сăмах пирĕн базăра пур.
Шартлама (тĕпĕ: шартлама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑк шартлама сивӗ; пӑр сӑмсаран ҫил шӑхӑрса вӗрет; паспа пӗркеннӗ йывӑҫсем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ; ҫерҫи вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл урамри шартлама сивве те, питрен ҫапса юка вӗҫтернине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Силос ҫине карбамид сапса паратпӑр та, кашни апат единици пуҫнех ҫӗр грам ытла белок пулать, ӗнесем шартлама сивӗре те сӗт чакармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрре, раштаври шартлама сивӗре, Баймашкин кӑнтӑрти района вӗҫсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халиччен пулман шартлама сивӗсем иртсе кайрӗҫ те, ҫанталӑк сасартӑк ӑшӑтса ячӗ; юр хӑвӑрт ирӗлчӗ; ҫуркунне ир пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Фашистсем хӗре ӑнран яриччен хӗненӗ, шартлама сивӗ каҫ юр ҫийӗн ҫара уран, кӗпе вӗҫҫӗн уттарнӑ, кӑкӑрӗсене ҫӗҫӗпе каснӑ… юлашкинчен ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл, шартлама сивве пӑхмасӑр, фуфайкине йӳле янӑ, мулаххайне ӗнси ҫине лартнӑ, хӗрлӗ ҫӳҫне ҫамки ҫинелле сапаласа антарнӑ; тулли пичӗ юн пӗрӗхтерес пек хӗрлӗ, ҫырӑ куҫӗсем хаваслӑ ялкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑйне хӑй вӑл ушкӑнран юлнӑ аманнӑ акӑш чӗппи пек туйрӗ; вӑл, хуҫӑк ҫунатлӑскер, янкӑр уҫӑ тӳпене тек ҫӗкленеес ҫук ӗнтӗ; ӑна кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑманлӑ шартлама сивӗ хӗл кӗтет; мӗнле йӑл илӗ вӑл, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ кайӑк чӗппи?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак вӑрманӑн уссине чугун ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ял ҫыннисем тивӗҫлипех хаклаҫҫӗ, юратса та тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ, тимлесе тунӑ ӗҫ яланах илемлӗ, тӗплӗ, лайӑх пулать, Ку вӑрмана лартиччен, хӗллехи куҫ курми ҫил-тӑманлӑ та шартлама сивӗре, ҫав ҫынсем нихӑҫан ӑшӑ пӳртре канлӗн ларса курайман.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫапла шухӑшласа хӑраса чупкаланипе шартлама сивӗрех чӑм шыва ӳкеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тимофей Михайлович юрлӑ-пӑрлӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫусан та, е шартлама сивӗ, ирхине е кӑнтӑрла, каҫпа е ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче ҫурӑм хыҫне пӑшалне ҫакса, хӑйӗн ула йыттипе палӑртнӑ вырӑна е ман пата чупса ҫитетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шартлама сивве пула пӗр кун республикӑри 7 ял электроэнергисӗр юлнӑччӗ.

Один из дней морозной погоды 7 сельских населенных пунктов республики провели без электричества.

Йӗкӗрварта шыв ҫук: шартлама сивӗре ҫынсем юр ирӗлтереҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33926.html

Шартлама сивӗ ӳт-пӳ витӗр ӑшчике шӑнтма, ал-урисене кӳтерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уяр та шартлама сивӗ каҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ирхине выльӑх-чӗрлӗхне пӑхма тухсан, турӑ шыва кӗрес умӗнхи шартлама сивӗ Сантӑр сӑмсине ҫӑтӑр чӗпӗтсе илчӗ, ҫанҫурӑмне ҫӳҫентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак йӗркене вӑл ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи шартлама сивӗре те, ҫиллӗ-тӑманлӑ, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра та пӑсмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хайхи йӗкӗт хӗллехи шартлама сивӗ каҫ, ӑна илсе кайма тесе, юлташӗпе пӗрле икӗ лаша кӳлнӗ хыҫлӑ ҫунапа Чӑваш Яшмине килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ вара паш та паш сывласа, милӗксене ташлаттарса ҫапӑнатчӗ-ҫапӑнатчӗ те шартлама сивӗ ҫанталӑкрах вак шӑтӑкне кӗрсе ларатчӗ е юр ҫинче выртса йӑваланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр шартлама сивӗ кун вара сӑхманлӑ ҫар ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ҫак хӗл пӗр хушӑ шартлама сивӗ тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех