Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хӗрарӑма пурнӑҫра вӑйсӑр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗншӗн-ха хӑватлӑ ҫынсемех ҫиле хирӗҫ утнӑ чух усал-тӗсел кӑтартакан йӳҫӗ панулмие татса илмесӗр чӑтаймаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мухтава тухсан, тикӗс утаймарӗ, час тайӑлчӗ, пуҫне усрӗ вӑйлӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗнле ҫынччӗ, аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухса, сарлакан пусса утма пуҫланӑ ҫамрӑк ҫынччӗ Рамазан.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Рамазанӑн сарлака ҫурӑмне пӑхса, ун ҫинчен шухӑшлать Вера.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Арӑмне те куркаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Лайӑх пӗлет вӑл Рамазана.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Рамазан малта утать, унӑн хӳттипе пӗр утӑм юлмасӑр пырать Вера.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кунта, ҫара ҫӗрте, яланах ҫил вӗрсе тӑракан ту сӗвекӗнче, юр тарӑн мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑл пысӑкрах чул катрамӗсене те витсе каяйман.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Инҫе-ха буровоя ҫитме, ҫур ҫухрӑма яхӑн хӑпармалла ту ҫине.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӑмаран тунӑ пысӑк лаҫра яланах ӑшӑ та ҫутӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вунӑ класс пӗтернӗскере, вӑрҫӑ кунӗсенче тинӗс карапӗ ҫинче ишнӗскере, йывӑр пулмарӗ котельнӑйра ӗҫлеме хӑнӑхасси.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пысӑк тимӗр кӑмакасенче нефть кӗрлесе ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Нефть килекен пӑрӑхсене те, шыв пӑрӑхӗсене те кӑтартса тухрӗ, манометрсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӑрӑшсах вӗрентме пуҫларӗ вӑл Рамазана.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вунулттӑрах качча тухнӑскер, халӗ те хӗр чухнехи пекех илемлӗ-ха Вера.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Упӑшки вӑрҫӑра вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аппӑшне упӑшки вӑрҫӑ чарӑнсанах хӑйсен хулине илсе кайнӑ, ку пилӗк ҫулхи ывӑлӗпе яланлӑхах кунта пурӑнма юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫулах аслӑ аппӑшӗпе Мускав таврашӗнчен килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Газим пиччӗшӗ каласа панӑ тӑрӑх, пӑртак пӗлет-ха вӑл Вера Сергеевна ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех