Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗрӗк (тĕпĕ: ҫӗрӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шуйттан ҫӑпатин ҫӗрӗк кантрийӗ!

Гнилая веревка чертова лаптя.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр хӗрринче кӑна ҫӗрӗк вут пуҫҫисем хушшинче хутран-ситрен кӑвак ҫутӑ йӑлкӑшкаласа илет.

Только с одного краю в костерке дотлевали гнилые комли.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫав ҫӗрӗк кӑмпана-и?

— Этого старого гриба?

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗрӗк япала темерӗн…

Гнилье одно, чего уж там…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑлах Эрнюк ашшӗн, ҫӗртен иртнӗ Сатайӑн, хӑлхи те илтмест, куҫӗ те курмасть, хӑй те ҫӗрӗк тунката пек кӑна ӗнтӗ, тӗкӗннипех саланса каймалла, ҫапах вӑл та Ухтиван еннелле ҫаврӑннӑ.

Даже глухой и слепой, как пень, отец Эрнюка, древний старец Садай, которому перевалило за сто, невидяще уставился на Ухтивана.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулла — ҫырла шӑрши, кӗркунне ҫӗрӗк кӑмпапа чӗрӗ ҫулҫӑ шӑрши кӗрет.

Летом - запах ягод, осенью - запах гнилых грибов и листьев.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тӑватӑ юпа та икӗ ҫӗрӗк купа…

— Четыре столба да два гнилых стога.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем мӗн чухлӗ килмерӗҫ, пур ҫӗрте те тусанлӑ ырхан уйсем, ҫӗрӗк улӑм витнӗ ялсем, хӗрлӗ тӑмлӑ ҫырансем.

На пути им встречались бедные поля, полусгнившие, крытые соломой избы, овраги с красной глиной.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах тем хӑямачӗ пулнӑ-ҫке, пӑркӑчӗ сасартӑк ҫулне улӑштарнӑ та хапхаран кӗрес вырӑнне чӳрече кантӑкне пырса ҫапӑннӑ, ҫӗрӗк пӗренине сирпӗтсе ярса сӗтел хушшине хаплатса кӗрсе ларнӑ.

Но не совладал со скоростью; ледянка, круто изменив курс, врезалась в единственное оконце избенки, выбив его вместе с подгнившим подоконником, и влетела прямо с седоком… на стол.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эс Левентей пек хытса тӑман, пирӗн ҫынсене ҫӗрӗк тӑпри турттарма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ урӑх ҫӗре ҫакӑн пек ҫӗрӗк тӑпра шырама каясшӑнччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Зейнаб тӳрех ҫӗрӗк тӑпри ҫинчен сӑмах хускатрӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, мӗн тӗрлӗ тулӑ ӳстерме пулать вӑл ҫӗрӗк тӑпри ҫинче!

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑнтӑр кӳлли вырӑнӗнче унта лаппипех ҫӗрӗк тӑпри выртать, нумай пулмасть эпир аҫупа ҫитсе куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хыпӑнса ӳкнӗ Сехре ҫавӑнтах тепӗр ещӗкне уҫнӑ — унтан та ҫӗрӗк шӑршӑ ҫеҫ кӗнӗ, виҫҫӗмӗш ещӗкӗ те, тӑваттӑмӑшӗ те, пиллӗкмӗшӗ те йӑлтах пӑсӑлнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта кок-сагыз вӑрлӑхне кружокра вӗреннӗ пек лакӑмсем туса ал вӗҫҫӗн акаҫҫӗ, кашни лакӑма ик-виҫ грамм суперфосфат хурса, ҫиелтен ҫемҫе ҫӗрӗк тӑприпе витсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чурук-су айлӑмӗ ҫӗрӗк шыв айлӑмӗ мар, вӗҫӗмсӗр юхса выртакан ылтӑн айлӑмӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӑлт ҫӗрсе кайнӑ… — Ятламас хуҫана ҫӗрӗк йывӑҫ сыпӑкӗсене иле-иле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тума кирлӗ сана ҫав ҫӗрӗк хула?

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗпер варринче пирӗн урапа кустӑрми ҫӗрӗк хӑма ҫине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех