Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑтса (тĕпĕ: ҫӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑпар чӑх ҫавӑнтах ӑна сӑхса ҫӑтса ячӗ те ытти чӑхсемпе пӗрле автан хатӗрленӗ апата пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ак вӑл ҫӗр ҫинчен тулӑ пӗрчи сӑхса илчӗ, анчах ҫӑтса ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

У-ух, кӗҫ-вӗҫ ҫӑтса ярас пек вӗт, тупата.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗлхине те ҫӑтса янӑ тейӗн, пӗр сӑмах та чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ пӗри хур тукмакки кӑшланӑ чухне чӗлхине ҫӑтса янӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Каҫ еннелле хытӑ ӗшеннӗскерсем, выҫнӑскерсем, часрах общежитине ҫитсе, ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиме ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, хӑйсем Рафаэльпе Рубенс мӗнле чаплӑ пурӑнни, мӗнле тутлӑ апат-ҫимӗҫ ҫини, хаклӑ эрехсем ӗҫни ҫинчен сурчӑк ҫӑтса калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чӗлхеме ҫӑтса ятӑм пулас, ҫӑвар та уҫаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ана пӗр кашӑкпа ҫӑтса ярас пек ӑмсанса: — Сав мана! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таса, уҫӑ сывлӑша ӳпке тулли ҫӑтса, Макҫӑм еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫулӑн икӗ айккипе ешӗрсе тухнӑ «турамӑш» курӑкӗнчен сарӑлнӑ пылак шӑрша ҫӑтса тӑранмалла мар.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пахчари уҫӑ сывлӑш ӑна чиркӳ хыҫҫӑн ҫӑтса тӑранмалла мар пылаккӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑк сассине илтсен, тӑруках унталла ҫаврӑнчӗ, лавккара пӗрре пӑхсах шывсӑр-мӗнсӗр ҫӑтса ямалли пуп матушки тӑнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртре чӗлхене ҫӑтса ямалла ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫӳлӗк хӗрринчи тулли четвӗрт кӗленчи ҫине сурчӑкне ҫӑтса пӑхса илчӗ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иӳҫӗ тӗтӗм ҫӑтса, чыхӑна-чыхӑна каяҫҫӗ, лавкка алӑкӗ ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье хӑй ӗмӗрӗнче упӑшкипе чӗрре кӗрсе ятлаҫса курманскер, ӑна пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, пыр тӗпне капланса хӑпарнӑ темле хытӑ япалана ҫӑтса ячӗ те ҫав самантрах мӑшт пулса тӑчӗ, унтан, шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эп ӑна унччен хамах ҫӑтса яратӑп.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Каллех ҫӑтса ятӑн чӗлхӳне, каччӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем вӑл сывлӑш ҫавӑрса яраймасӑр ҫак самантрах вилсе каять пуль тенӗччӗ, ҫук, пӗтӗм кӑкӑрӗпе ҫӗкленсе сывлӑша ҫӑтса илчӗ вӑл, вара хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывласа пуҫне пӗксе пӗр чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех