Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑтса (тĕпĕ: ҫӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла хӗвел ҫути ҫӑтса тултарнӑ ҫӗрӗн-шывӑн, сывлӑшӑн ырӑ ӑшшине те ҫывхарса килекен каҫ йӑлтах каялла ӗмсе илейменччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӑтса лар-ха кунта ун тӗтӗмне…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫитӗ мар-и тусан ҫӑтса?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Ху шухӑшна каламарӑн-ха эсӗ, — терӗ чӑмлакне ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Продавецӗ кунне ҫирӗм ҫынран кая улталасан, ҫӑварне хыпнӑ татӑкне те ҫӑтса яраймасть, ыйхине те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть» иккен, «склад пуҫлӑхӗ, червонцӑ кӑтартмасан, тутӑх пӑта та памасть, ҫынсене пин хут ҫӳреттерсе тӗнкелентерет», «цех начальникӗн хулара миҫе урам, ҫавӑн чухлӗ арӑм, юрласса та хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр юррӑн ик-виҫ сӑмахне ҫеҫ юрлать вӑл: «Гуляй, пока-а гуля-я-ется, встреча-ай, пока-а-а встречается-а-а…»

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗчӗк арҫын ача ҫыранран инҫе ишсе кӗрсе шыв ҫӑтса тултарнӑ та тӑнне ҫухатма пуҫланӑ.

Маленький мальчик уплыл далеко от берега, наглотался воды и начал терять сознание.

Икӗ каччӑ путакан ачана ҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35089.html

Кӑҫал халӗ те ҫав кукӑрлатнӑ «маршрутпах» ҫӳретпӗр-ха, мӗншӗн тесен ҫӗр шыва ҫӑтса ӗлкӗреймест.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Ун вырӑнне ачасем ҫупа тата пылпа сӗрнӗ батона пӗр самантрах ҫӑтса ячӗҫ те пӳлӗмсем тӑрӑх саланчӗҫ.

Зато батон с маслом и медом дети слопали в один миг и разошлись по комнатам.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Мӑн эрешмен ҫӑтса ярасран хӑранипе карта хӗрринерех лекме мекеҫленеҫҫӗ, хӳтӗрех вырӑн шыраса пӗр-пӗрне чышкалаҫҫӗ, ҫыртаҫҫӗ, чӗпӗтеҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Юрлакан кайӑка ҫӑхан ҫӑтса яни ҫинчен ҫырни илемсӗр!»

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хайхи чепчене ӑнсӑртран ҫӑхан ҫӑтса яма пултарать, ҫавӑн ҫинчен те ҫырмалла-тӑр».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хура пӗлӗт хӗвеле ҫӑтса яманччӗ-ха, тавралӑх ҫутӑччӗ, аслати те хуллен-хуллен ҫеҫ кӗмсӗртеткелетчӗ, ҫиҫӗм те ҫипрен ҫинҫеччӗ, ҫавӑнпа пулӗ ӗнтӗ пысӑкрах ачасем малтанласа хӑвӑртах чупмарӗҫ, вӗсене Микихвӗрпе Якур чиперех ӗлкӗрсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Настя ҫавӑнтах коридорта пысӑк шурӑ чечеклӗ кӑвак обойсене курчӗ, чечеккисем хурт-кӑпшанкӑ е ҫерҫи те ҫӑтса яма пултаракан хӑрушӑ чӗрчунсем пекех.

Настя тут же разглядела в коридоре синие обои с большими белыми цветами, похожими на страшилище, которое может съесть насекомое или даже целого воробья.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Вӑл, калама хатӗрленсе, нумайрах сывлӑш ҫӑтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл аш татӑкӗ чӑмланипе малтанах чӗнеймерӗ, ҫыртӑкне ҫӑтса ярсан, васкамасӑр пирус чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Дирижер сылтӑм аллине ҫӗклесен, стена ҫинчи виҫӗ мӗлке те аллисене ҫӗклеҫҫӗ, хӗрарӑмсен хорӗ вара кӑшт кӑна сисӗнмелле сывлӑш ҫӑтса илни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Ҫырма-ҫатра — чӑваш ҫӗршывӗн инкекӗ, унпа ҫине тӑрса кӗрешмесен пирӗн уйсене вӑл вупӑр карчӑкӗ пекех ҫӑтса ярать, халӑха выҫӑ хӑварать», — ҫапла ҫырнӑччӗ пӗр ҫырӑвӗнче Сантӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эпӗ ӑна чӑмламасӑрах ҫӑтса ятӑм та…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп хайхи, вӑл алӑка шалтлаттарса хӑварсанах, сӗтел ҫинчи хур тукмакне ярса тытрӑм та куҫ хупса иличчен ҫӑтса та ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрне, теприне хуҫа авӑрттарать кӑна, ҫӗр ҫӑтса антартӑрах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех