Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑтмаха (тĕпĕ: ҫӑтмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хама халь, пирӗн ял хирте ларать те, ҫӑтмаха лекнӗ пекех туятӑп.

Наша деревня расположена в чистом поле, поэтому я сейчас чувствую себя словно в раю.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Капла эс, Ванюкӑм, ҫӑтмаха та ҫывӑрса тӑрсах юлатӑн.

Эдак, Ванечка, можно все Царство Небесное проспать.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Унтӑр кӗтесӗ, вӑрман, Атӑл шывӗ, ҫаран, ҫеремре – ҫырла, тутлӑ шӑршӑллӑ чей курӑкӗ ӳсет, сад-пахчара улма-ҫырла – ҫӑтмаха лекнӗнех туйӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Кунти ҫут ҫанталӑк, вӑрманпа, шывпа пуянскер, ҫӑтмаха аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех