Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑтмаха (тĕпĕ: ҫӑтмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виноград явӑнчӑкӗнчен тунӑ «алӑксем» витӗр пахчана, тӗрӗссипе, ҫӑтмаха лекетӗн.

Сквозь «двери», сделанные из виноградника, попадаешь в огород, а по сути, в рай.

Хапхисем чӗнтӗрлӗ, пахчисем чечеклӗ... // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=889&text=news-publikacii

Лав, ку ҫӑтмаха Кӗҫение урӑх ӗмӗрне те кӑтартмасла сӗвеккелле чӑмса, шуххӑн, ӳсӗмлӗн кӗрсе кайрӗ укӑлча хапхинчен.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нью-Йоркра, Чикагора, Буффалора, Детройтра, Мильвокра тата Денвертра тухса тӑракан полякла, ҫаплах акӑлчанла та, хаҫатсем — полякла калаҫнине илтме пулакан пур ҫӗрте те — ҫирӗп сывлӑхлӑ, пуян та телейлӗ пулас тесен, тутлӑ ҫиес те нумай пурӑнас тесен, вилсен те ҫӳлти патшалӑха лекес текен поляксемпе Америкӑри хуласемпе ялсенчи ҫынсене ҫӗр ҫинчи ҫӑтмаха — Боровинӑна кайӑр, тесе пӗлтернӗ.

Незадолго перед тем польские и даже английские газеты, выходившие в Нью-Йорке, Чикаго, Буффало, Детройте, Мильвоки и Денвере словом везде, где можно услышать польскую речь, возвещали urbi et orbi вообще, а польским колонистам в частности, что если кто желает быть здоровым, богатым и счастливым, хорошо есть и долго жить, а после смерти наверное попасть в царствие небесное, то пусть едет в земной рай, то есть в Боровину.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Пилӗк-ултӑ ачаллӑ пуличченех ҫӑтмаха каяс ҫук эпӗ.

В рай я собираюсь не раньше, чем обзаведусь полдюжиной сыновей.

2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Ҫылӑхсӑр ҫын чунӗ ҫӑтмаха кайиччен, батюшка, хӗрӗх кунта хӗрӗх тӗрлӗ терт курать, хӑй кил-ҫуртӗнчех те пулма пултарать…

— Прежде чем душа праведника в рай идет — она еще сорок мытарств проходит, мой батюшка, сорок дней, и может еще в своем доме быть…

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн пек шухӑшланӑ чухне унӑн кӑкринче юнӗ вӗриленсе вӗресе хӑпарать, вӑл ӑратлӑ урхамах евӗрлех сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хурса, шавлӑн хашкаса сывлать, вара, темле курман-пӗлмен инкек пуласса кӗттерекен шиклӗ, тӗттӗм туйӑмпа анӑрашса кайса, «ҫӑтмаха», Лодка патне, хӑйӗн чӗрине ҫывӑх тусӗ патне, хӑйӗн кӳренӗвӗсене сирмелли ҫӗрелле ҫул тытать.

При этой мысли кровь в груди у него горячо вскипала, он шумно отдувался, расширяя ноздри, как породистый конь, и, охваченный тревожным тёмным предчувствием неведомой беды, шёл в «раишко» к Лодке, другу своего сердца и складочному месту огорчений своих.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫынсем ҫакна пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: Фелицата патӗнче виҫӗ хӗр пурӑнаҫҫӗ — Паша, Розочка тата Лодка, хулари ырӑ ҫынсенчен кунти «ҫӑтмаха» пуринчен ытларах исправник помощникӗ Немцев килсе ҫӳрет, мӗншӗн тесен унӑн арӑмӗ сывӑ мар, куланай инспекторӗ Жуков, хӑй урҫа ҫын пулнӑ пирки тата Ряхин тухтӑр — кӑмӑлӗ савӑк пулнине кура, килсе ҫӳреҫҫӗ.

Знали, что у Фелицаты живут три девицы: Паша, Розочка и Лодка, что из хороших людей города наиболее часто посещают «раишко» помощник исправника Немцев, потому что у него хворая жена, податной инспектор Жуков, как человек вдовый, и доктор Ряхин — по весёлости характера.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Эсӗ мӗн, ҫӑтмаха терӗн-им?! — кулать боецсенчен тахӑшӗ.

— А ты думал, в рай?! — смеется кто-то из бойцов.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑй вӑл ҫӑтмаха лекес тесе ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма тӑрӑшать.

Она старается не грешить, чтобы попасть в рай.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫӑтмаха лекесчӗ!

Попасть бы в рай!

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Ҫӑтмаха ҫылӑхсӑр чунсем ҫеҫ лекеҫҫӗ…

— В рай попадают только кто не грешил…

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Ҫӑтмаха пӗр лексен унталла та, кунталла та ҫул ҫук вара.

Если попадёшь в рай, то обратной дороги уже не будет.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Эпир ҫӑтмаха айккинчен пӑхса тӑма ҫула тухман-иҫ.

Мы вышли в путь не затем, чтобы смотреть на рай издалека.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Ҫӑтмаха лекесси пулӗ-и, пулмӗ-и, анчах унта пӗрре кайсан урӑх таврӑнаймӑн вара.

— Никому не ведомо, доведётся попасть в рай или нет, но тот, кто однажды отправится туда, обратно уже не вернётся.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

— Асанне, хӑҫан ҫӑтмаха ҫитсе килӗпӗр? — персе яратӑп кӑнтӑрлахи сасӑпа.

— Бабушка, когда мы с тобой сходим в рай? — срывается у меня с губ в обеденное время.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

 — Ҫапӑҫма вара леш тӗнчере юрамасть ун, ҫапӑҫакансене ҫӑтмаха кӗртмеҫҫӗ, тӗрӗс-и?

— А драться ему на том свете нельзя, драчливых в рай не пущают, верно?

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сенкер тӳпе, ешӗл те кӑвакрах вӑрмансем, ҫынсем, чӳлмек тиенӗ лавсемпе армансем, — пурте пуҫхӗрлӗ тирӗнчӗҫ, пурте вӗсем, илемлӗ те кӑн-кӑвак ҫӑтмаха путмасӑр, пуҫхӗрлӗ тӑраҫҫӗ, утса ҫӳреҫҫӗ.

Небо, зеленые и синие леса люди, возы с горшками, мельницы — все опрокинулось, стояло и ходило вверх ногами, не падая в голубую прекрасную бездну.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сачӗ унӑн пит пысӑк, ем-ешӗл ларать, унта вӑл лайӑх йышши улмуҫҫисемпе тӗрлӗрен чечек лартса тултарнӑ, хӑй ҫуртӗнчен пайтахранпа тухса курман ват ҫынна ҫӑтмаха пырса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

Этот сад, очень большой, весь в свежей зелени, огражденный крепким забором и засаженный прекрасными фруктовыми деревьями и цветами, показался раем больному старику, давно не выходившему из дома.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бяла Черкваран чи малтан килсе «мул шыраса» ӑнтарнисем ытти чухӑн кӳршӗсене те ҫак Силистра айлӑмӗнчи ҫӑтмаха килмешкӗн хӗтӗртсе янӑ.

Удача первых «искателей сокровищ» из Бяла-Черквы привлекла и других в эту обетованную землю — на силистрийскую низменность.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ӗҫ, ҫӑтмаха кайтӑр та, виле пирки пулса тӑчӗ.

Всё это дело вышло из-за, царствие ему небесное, мертвого трупа.

Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех