Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑралса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, чӗтренсе те йӑшӑлтатса, ташланӑ пек, ункӑ тӑрӑх вӑраххӑн ҫаврӑнса юрлать, унӑн пурнӑҫ сӗткенӗ ҫӑралса та хаярланса пырать.

Он пел, вздрагивая и шевелясь, совершая медленные круговые движения, будто приплясывая, и все гуще и крепче делался его живительный настой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Прокурор сӑмахӗсем сывлӑшра куҫа курӑнман тӗтре пек сарӑлчӗҫ, вӑл тӗтре судьясем тавра ӳссе, ҫӑралса пычӗ, вӗсене пур япала ҫине те пӗрешкел, ӑшшӑн та, сиввӗн те мар пӑхакан турӗ, ӗшентерекен пӗлӗтпе хупӑрласа илчӗ.

Слова прокурора разливали в воздухе незаметный глазу туман, он все рос и сгущался вокруг судей, плотнее окутывая их облаком равнодушия и утомленного ожидания.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Кашни сасӑ вӗҫсе мар, ункӑн-ункӑн сарӑлса тӑрать; аяккарах шурӑ тӗслӗрех тӗтре ҫӑралса пырать, сывлӑшра вара резедасемпе шурӑ акаци чечекӗн шӑрши сарӑлать.

Каждый звук не летел, а разливался кругом; в отдалении чуть сгущался беловатый пар, в воздухе пахло резедой и цветами белых акаций.

XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Уйӑхсӑр каҫ акӑш-макӑш тӗттӗм; тӳпере хура пӗлӗтсем ҫӑралса тӑраҫҫӗ.

Безлунная ночь была беспросветно тёмной; чёрные тучи густо обложили небо.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак темӗн пысӑкӑш йывӑҫӑн тураттисем ҫинче вырӑн мӗн кирлӗ таранах пур: ҫулҫисем пуринчен ытла турат вӗҫӗсенче ҫӑралса тӑраҫҫӗ, туни патнерех чылаях сарлака уҫӑ вырӑнсем юлнӑ, вӗсен витӗр пур енчен те ҫил кӗрет.

На ветвях этого гигантского дерева было сколько угодно места: листва, особенно густая по краям кроны, оставляла ближе к стволу широкие просветы, открытые всем ветрам.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сывлӑш ҫӑралса тӑрать.

Воздух густой.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Пыл шыв мар ҫав ӗнтӗ — шарлаттарса юхмӗ, мӑраннӑн, ҫӑралса, тӑсӑлса юхать пуль.

Мёд, конечно, не вода — журчать не станет, будет течь неторопливо, густо растекаясь во все стороны.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Хӑй кӑвакарса, ҫӑралса ҫывхаракан пӗлӗтсем ҫине сехӗрленсе пӑха-пӑха илет.

Он то и дело с тревогой поглядывает на тёмные тучи, которые быстро собираются над нашими головами.

Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.

Хӗвел пайӑркисен йӗплӗ шӑрчӗсем, ҫӑралнӑҫем ҫӑралса пырса, ӗнтӗ хӑйсен тараватлӑ ӑшшипе тирме те тытӑнчӗҫ.

Ости солнечных лучей стали ворсистей и уже покалывали теплом.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирхи сивӗпе ӗнтӗркесе хутланнӑ ҫӗр ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ, урамри пылчӑк ҫӑралса хытнӑ.

Зябко съежившаяся от утренника земля подернулась ледком, грязцо закрутело.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон тӗлӗнче хура пӗлӗтсем капланаҫҫӗ, ҫӑралнӑҫем ҫӑралса хуралаҫҫӗ.

Висели над Доном тучи, сгущались, чернели.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗтреллӗ нӳрӗ сывлӑшпа сывлакан улӑх-ҫаран Хӗвеланӑҫӗнче, тӗпсӗр кӑвак тӳпе аркинче, ҫӑралса капланнӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсен хӑмӑр кӑвак ярӑмӗ.

Туманная луговая сырость, на западе у подножья неба — всхожая густолиловая опара туч.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳллӗ тӳпере ҫӑлтӑрсем янкӑртараххӑн йӑлтӑртатса ҫунма пуҫланӑ, вӑрманти сӗмлӗх пушшех ҫӑралса килнӗ, ҫӗр варринчи тӗтре те ӗнтӗ хӑйӗн кӑвак курпунӗпе шурлӑх ҫийӗн мӑкӑрӑлса тухма ӗлкӗрнӗ.

В зените пламенней горели звезды, плотнела темь, и уже горбатился над болотом полуночный туман.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗр ҫине ӳкнӗ каҫхи сӗмлӗхре сӑмахпа каласа пама ҫук салху та тӗссӗр сӑрсем татах та ытларах ҫӑралса тӗттӗмленчӗҫ.

Подчеркивала, сгущала кинутые на землю линялые, непередаваемо-грустные краски вечера.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫ сӗмлӗхӗ ҫӑралса килет.

Сгущались сумерки.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫутӑлас умӗнхи тӗттӗм ҫӑралса килчӗ.

Густела предрассветная тьма.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сивӗ ӗнтӗрӗк ҫӑралса пыни уҫӑ ҫӗрте уйрӑмах палӑрать.

На открытом месте стало особенно заметно, как сгущается над землей морозная мгла.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӑралса ларнӑ сасӑсен ула-чӑла шавӗ ҫӗҫӗсем чӑклатнипе, бильярд шарӗсем ҫапӑнса шаклатнипе те кухня алӑкӗ хупӑна-хупӑна хаплатнипе хутӑшса пӗрлешнӗ.

Густой и пестрый шум голосов сливался со стуком ножей, щелканьем бильярдных шаров и хлопаньем кухонной двери.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Хӑвала, хӑвала, мучи! — хистет Давыдов, хура пӗлӗтсем вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӑралса та капланса килни ҫине пӑхкаласа.

— Торопи, торопи, дед! — просил Давыдов, поглядывая на густую гряду кучевых облаков.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрле пулнӑ ҫӗре ҫӑралса ларнӑ пылчӑк ӑшӗнчен урисене лӑчӑр-лачӑр турткаласа кӑларса, Андрей хуллен кӑна утса пырать, хӑйӗн шухӑшӗсене шухӑшлать.

С чавканьем вытаскивал ноги Андрей из закрутевшей к ночи грязи, шел тихо, думал о своем.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех