Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑрине те Эльгеев пӗр Хӗветӗре кӑна шаннӑ: Хӗветӗрсӗр пуҫне никам та ҫӑра уҫҫине тытса курман (ҫапла шухӑшланӑ ҫӑмарта хуҫи, анчах складра ӗҫлекенсем ҫав ҫӑрана мӗнле уҫмаллине тахҫанах пурте пӗлнӗ: хуҫа ирӗкӗ, кӳрентерес мар — пӗлмен пек пулнӑ вара пурте).
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫӑмӑл пулмарӗ ҫӑрана уҫасси, анчах, пӑтапа хайӑркаласан-хайӑркаласан, ҫӑра парӑнчӗ-парӑнчех.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑнах та, сарай алӑкне ҫӑрапа питӗрнӗ, пысӑк ҫӑра ҫакӑнса тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Чӑнах та, ҫӑра турӑм, анчах эпӗ ҫӑрине ҫеҫ мар, уҫҫине те тума пӗлетӗп вӗт-ха! — Горовиц юлташӗсем ҫине хӑйне ӑнланма ӳкӗтленӗ пек пӑхса илчӗ.Правда, я сделал замок, но я ведь умею делать и ключи! — Горовиц обвел товарищей умоляющим взглядом.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑвӑртрах ачасене систертӗм, вӗсен пӳлӗмне ҫӑрапа питӗртӗм, ҫӑра уҫҫине пытартӑм, унтан ҫенӗк алӑкне уҫрӑм.Я быстро предупредила ребят, заперла их в комнате, ключ спрятала и открыла дверь в сени.
Пароль «Якорь» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Астӑватӑп-ха, ку ҫу тӑршшинче хам вуласа тухнӑ ҫӗр ытла романтан пӗринче ҫав тери вӗри чӗреллӗ, ҫӑра куҫхаршиллӗ герой пурччӗ, сӑн-питӗмпе манӑн ҫав тери ун евӗрлӗ пулас килсе кайрӗ (мораль тӗлӗшӗнчен эпӗ хама шӑпах ҫав ҫын пек тесе шутларӑм), ҫавӑнпа хамӑн куҫхаршине тӗкӗр умӗнче пӑхнӑ чух ӑна ҫӑрарах ӳстерес шутпа кӑштах кӗскетме шут тытрӑм, анчах касма пуҫласан, пӗр вырӑнта ытларах кӗскелсе юлчӗ, — тикӗслемелле пулчӗ, вара ҫак ӗҫ, инкеке, эпӗ тӗкӗр витӗр хам куҫхаршисӗр тӑрса юлнине, ҫакна пула питӗ илемсӗрленнине курнипе пӗтрӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Женька алӑка ҫӑрапа питӗрчӗ те ҫӑра уҫҫине крыльца айне хучӗ.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ҫӑра уҫҫисем ман патӑмра хваттерте, анчах эпӗ сире памастӑп вӗсене, ҫӑрасене ҫӗмӗрнӗшӗн вара сирӗн питӗ хытӑ ответ тытмалла пулать!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Патша Ливан ҫурчӗн кӑнтӑр енчи кӗҫӗн алӑкӗсем витӗр тухнӑ чух сарӑ сӑран тумлӑ, лутрарах пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ӑмӑртарах тӗттӗм-хӗрлӗ питлӗ, хура ҫӑра сухаллӑ, вӑкӑр мӑйлӑ та лапсӑркка хура куҫ харши айӗпе сиввӗн пӑхакан темле ҫын картласа хунӑ унӑн ҫулне.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫӳҫӗсем Маринӑн ҫӑра, лаша ҫилхи пекех курӑнаҫҫӗ, анчах пӗчӗкҫеҫ хӑлхисем патӗнче ачалла вылянчӑклӑн тата ҫемҫен вӗлтӗртетсе, кӑтраланса тӑраҫҫӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сарӑрах куҫӗсем ҫийӗн ҫӑра куҫхаршисем сарӑлса выртаҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӑра ылттӑн ялкӑшу юхать Соломон куҫӗсенчен, хӗре шанках тыткӑнласа лартаҫҫӗ вӗсем, пуҫне те ҫавӑраҫҫӗ, ӑшӑ чӗтӗрев пулса, ун ӳчӗ тӑрӑх та чупкалаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Йывӑр, ҫӑра тӗттӗм хӗрлӗ ҫӳҫӗ хӑйӗн, — унта вӑл кӗрен мӑкӑньӑн икӗ чечекне тирсе лартнӑ, — хулпуҫҫийӗсене шутсӑр нумай пиҫӗ кӑтрасемпе хупласа хунӑ та, хӗвел сӑннисем тӑрӑнса тулнипе ылтӑн пурпур евӗр ҫулӑмланаканскерсем, ҫурӑмӗ тӑрӑх чупа-чупа саланнӑ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вара, хӗрарӑмӑн ҫуталса тӑракан ҫӑра ӳчӗ ҫинчен, нӑк ӳчӗ ҫинчен шухӑшласа, — «Мов» хӑйӗн хускалса кайнӑ вӗри туйӑмне тытса чараймасть, вӑл хӑйпе хӑй калаҫса илет, унӑн сӑмахӗсенчен вӗри те ҫуллӑ тар шӑрши кӗрет, вӑл сӑмахсем, вараланчӑк йывӑр алӑ туянтарнӑ ҫупкӑ пек, кӗске те вӑйлӑ…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
… Халӑх, темле ҫӑра шыв юхӑмӗ пек, икӗ рет ларса тухнӑ яр ҫутӑ ҫуртсем хушшипе юхать, ҫуртсем ӑна хӑйсен выҫӑ ҫӑварне ҫӑтса яраҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тамӑкне хурапа хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ папье-машерен тунӑ, ун ӑшне вут-ҫулӑм тивмен япалапа темле ҫӑвӑн ҫӑра та йӗрӗнчӗк шӑрши тулнӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хулан вараланчӑк ҫӑра сывлӑшӗпе сывланӑ пирки, вӗсен пичӗсем шурса, сарӑхса кайнӑ, юнӗ пӑсӑлнӑ, нервисем, тутӑх металл усаллӑн кӑшкӑрашнипе, ҫын аллинчи ҫиҫӗм салхуллӑн ҫухӑрнипе чӗтренсе, суранланса пӗтнӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Унӑн питне ҫӑра пылчӑк витнӗ, мана чӗрӗ ҫын куҫӗ мар — шурӑ шӑл шӑмми анчах курӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
… Океанпа ҫӗре ҫӑра тӗтӗмпе хутшӑннӑ тӗтре хупӑрласа тӑрать, хулан тӗксӗм ҫурчӗсем ҫине тата пӑрахутсем тӑракан вырӑнти пӑтранчӑк шыв ҫине ӳркевлӗн вӗтӗ ҫумӑр ҫӑвать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӗсем, пӗчӗк ачасем пекех, хӗрсе те тӗлли-паллисӗр тавлашма тытӑнчӗҫ; тулта ҫуллахи ӑшӑ каҫ пуҫланчӗ ӗнтӗ каҫхи шуҫӑм ҫути ӳкнӗ тӳпере ҫӑра кӑвак пӗлӗт хускалмасӑр тӑни курӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.