Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырчӗҫ (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне вӗсем уйрӑласси ҫинчен заявлени ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Пӗрисем ҫӗнӗ ҫулхи стена хаҫачӗ валли статьясем ҫырчӗҫ, теприсем ӳкерчӗксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав концертра утмӑл ҫынлӑ хор вун виҫӗ чӑваш юрри юрласа панӑччӗ, — ун ҫинчен хулара питӗ нумайччен ырӑпа асӑнчӗҫ, дворян хаҫачӗсем те мухтаса ҫырчӗҫ

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун ҫинчен хаҫатсенче мухтаса ҫырчӗҫ, радиопа пӗлтерчӗҫ, уйрӑмах Сахрун мучипе Натюш портречӗсене ырларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унӑн ӗҫӗ ҫинчен хаҫатра мухтаса ҫырчӗҫ, электроаппаратура заводӗнчи ударницӑн — Надя Каласовӑн портречӗ журнал хуплашки ҫинче пичетленчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вара салтаксем патне, иккӗн алӑ пусса, ҫырусем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Штукатур» тата «Лепщик» скульптурӑсем пирки хаҫатсенче те ҫырчӗҫ, премие те тивӗҫ пултӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мероприяти вӗҫӗнче ачасем хӑйсем суйласа илнӗ темӑсемпе заметкӑсем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Кашни япаланах тытса пӑхса тӗрӗслерӗҫ, васкамасӑр опись ҫырчӗҫ, кайран вара алӑкне ял Советӗнчен илсе килнӗ ҫӑрапа питӗрчӗҫ те ҫыхнӑ ҫип ҫине, сӑркӑч шӑратса, пичет лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем тӗрлӗ ҫӗртен пӗчченшерӗн те, ушкӑнпа та илсе пыракан ҫынсемпе калаҫрӗҫ, тӗпчемеллине тӗпчерӗҫ, тем ҫырчӗҫ, ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепрер сехетрен вӗсем хуҫине ҫавӑтса каяллах тухрӗҫ, анкартине темиҫе хут та урлӑ-пирлӗ виҫсе хутларӗҫ, сумкинчи хучӗсене кӑларса ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Вара Тускасси хӗрӗсем ҫинчен хаҫатра мухтаса ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Договора вӗсем килте Липӑпа иккӗш ҫырчӗҫ, часах Кабир ӑна Ятманпа Левентее кӑтартиччен малтан ял советне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ Симун ҫуракинче чи малта пычӗ, ун ҫинчен районри хаҫатра та ҫырчӗҫ, анчах хамӑр колхозра пӗр сӑмах та ҫырман.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун ҫинчен критиксем те, ӑсчахсем те пӗрре мар ҫырчӗҫ, вулакансем те тивӗҫлӗ хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Амӑшне пытарма килейместпӗр тесе ҫырчӗҫ, телеграмма килчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Епле ҫитмен пуль, Тимахвие ҫырчӗҫ хӑйсем, мана ҫырмарӗҫ, — ӳлесе макӑрчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫырчӗҫ хайхискерсем халӑх судне ҫамрӑксен хаҫачӗпе Соловин Валерий Николаевич журналиста хурав тыттарма, айӑплама, хӑйсене хӳтӗлеме ыйтса.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫырчӗҫ суя суя пулнине ӗнентерсе.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫавӑнтах кам партие кӗме кӑмӑл тӑвакансене тата ирӗккӗн фронта каякансене ҫырчӗҫ.

Тут же записывали желающих в партию и добровольцев на фронт.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех