Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпҫӑнчӗ (тĕпĕ: ҫыпҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса суран кӑна пулсан, вӑл медсанбатра кӑштах выртмалӑх кӑначчӗ, пӗрре те хӑрушӑ япала марччӗ, анчах унта гангрена текен япала пырса ҫыпҫӑнчӗ те, ӗҫ йӑлтах урӑх майлӑ ҫаврӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫур сехете те пулин кӗрсе тух, кӑмӑла ан хӑвар, — Ҫимун ҫумне сӑрлан пек ҫыпҫӑнчӗ Куҫук арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улшуҫ ахальтен мар сӑпса пек ҫыпҫӑнчӗ, хакне те вӑтӑр пилӗк тенке ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ой-ой! — Валя ҫумнерех ҫыпҫӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Инесса диван ҫинчен тӑрса Таранова ҫупӑрларӗ, ун ҫумне ачашланса ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗ хирӗҫлемерӗ, каччӑ ҫумне тата таччӑнрах ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискере вара усал чир ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Амӑшӗ ҫула хатӗрленнине асӑрхасан, ултӑ ҫулхи Улькка ун ҫумне пырса ҫыпҫӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юлашкинчен стройкӑна килсе ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Таҫтан ун ҫумне пӗр ҫамрӑк йытӑ ҫыпҫӑнчӗ: ирхине унпа ӗҫе каятчӗ те каялла килсе пирӗн умра ҫывӑратчӗ, ачасемпе вылятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Таня, ним каламасӑр, ун мӑйӗнчен уртӑнчӗ, ҫулҫӑ пек ун ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӑнах та, салтак нумай вӑхӑт шӑмарса ҫӳрерӗ, ӳсӗрпе хуралҫа та пыра-пыра ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫапла ҫыпҫӑнчӗ мана ҫемьере кахал ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ачашланса ҫумарах ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каялла таврӑнсан Муралей хапхи патӗнче вӗсен ҫумне кӑшт хӗрӗнкӗрех дьяк ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирее тӗп туни ҫитмест, халь Кучак ҫумне куршанак пек ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн малтанхи килне кайрӗ-ши, тен, тата урӑх ҫӗре пырса ҫыпҫӑнчӗ пуль, кирек мӗнле пулсан та шел мар, мӗншӗн тесен утара килнӗренпе вӑл пӗр шӑши те тытмарӗ, тутлӑ апат — аш-пӑш, сӗт-ҫу ҫисе, кӑмака ҫинче ыйха тӑсса кӑна пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

«Шӑнкӑрчна мана сут», — тесе вӑл темиҫе хут та ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Манӑн ывӑҫ тупанне чӑрӑш йӗпписемпе хӑйӑр ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ремис тӑрса алӑка яри уҫса ячӗ, кашкӑр ун ҫумне йӑвашшӑн ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех