Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпҫӑнчӗ (тĕпĕ: ҫыпҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Терезия кӑкӑрӗпе хӑй амӑшӗн ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнчӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ, типтерлӗ ҫивӗтлесе ҫыхнӑ пуҫне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Терезия прильнула грудью к спине матери, положила на ее плечи русоволосую, в тугих косах голову:

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Мӗн? — ҫыпҫӑнчӗ Петька.

Чего? — приставал Петька.

37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Атя, кайса чӑмар, шӑрӑх вӗт-ха! — ҫыпҫӑнчӗ ун ҫумне Петька.

Пойдем окунемся — жарко же! — приставал Петька.

35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

«Чунӑм» тенисӗр пуҫне нимӗн те калаймарӗ хӗр, пӗр саманта куҫҫульпе тӑварланнӑ тутипе каччӑ тути ҫумне вашт ҫыпҫӑнчӗ те, пуҫне пӗксе, ушкӑн хушшинчен тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий хӗре сасартӑках хӑй ҫумнелле тайӑлтарчӗ те мухмӑрпа-сухмӑрпа кушӑрханӑ тутипе унӑн кӑвар пек пӗҫерекен тутине лап ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Атте! — пушшех таччӑн ҫыпҫӑнчӗ ун ҫумне Ильсеяр, Мэрдан, хӗрне ҫирӗп ыталаса илсе, ӑна нумайччен питҫӑмартисенчен, сапаланчӑк ҫуҫӗнчен чуптурӗ.

— Папа! — все прижималась к нему Ильсеяр, Мэрдан крепко держал ее в своих объятиях и целовал в щеки, в распустившиеся волосы.

XVII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Унтан, аяларахри турат ҫине анса, кӑкӑрӗпе йывӑҫ вулли ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

Потом спустилась на ветку ниже и прислонилась грудью к стволу.

XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Люся пӗр сӑмахсӑрах ашшӗ ҫумне ҫыпҫӑнчӗ, вӑл та ӑна васкаса ыталарӗ, электричество ламписем ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса кайнӑ чухнехи пек, куҫӗсене хӗсрӗ.

Люся без слов прильнула к отцу, и он обнял ее наспех, зажмурился, будто от ярко вспыхнувшего света электрических ламп.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫыпҫӑнчӗ те хӑпӑнмасть, пӗлетӗн вӗт, сухӑр пекех вӑл!

Пристал и пристал, ты же знаешь этот пластырь!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Апла сан калавунти евӗрлех пултӑр-ха, — терӗ те Христина, каччӑ умне тӑрса, ӑна мӑйӗнчен ыталарӗ, сывлӑм сыпсан та ӑшшине, техӗмне ҫухатманла нӳрӗ тутипе Андрей тутине чунлӑнтасан ҫыпҫӑнчӗ, чылаиччен-чылайччен вара, йӗкӗтӗн те тути вӗҫне килнӗ таса сипетне тӑнласа, ҫапла халлӗн тӑчӗ.

— Так пусть же будет так, как в твоем рассказе,-сказала Христина и, встав перед женихом, обняла его за шею, прижала к губам Андрея влажные, не терявшие тепла и аромата губы, когда он выпил росу, и долго-долго стояла, прислушиваясь к чистоте, с которой пришли к губам жениха.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юлашкинчен Софья Ҫемене мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те, салтакӑн хӑма пек хытӑ пичӗ ҫумне хӑйӗн ҫепӗҫ тутисемпе ҫыпҫӑнчӗ.

Наконец, она обхватила его за шею и прижалась губами к солдатской щеке, жесткой, как доска.

XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Умара ӗнтӗ Ковшов ҫумне ҫыпҫӑнчӗ, хӑйӗн йӑлтӑркка пӗчӗк куҫӗсемпе ун ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Умара насел уже на Ковшова, ловя его взгляд маленькими блестящими глазками.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ишунь станцинче пирӗн ҫумма нимӗҫ жандармӗ ҫыпҫӑнчӗ.

На станции Ишунь к нам придрался немецкий жандарм и задержал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнчӗ: «Мӗншӗн ӗҫ биржи паллине форма тарӑх туман? Мӗншӗн паспорт варринче, юлашки страници ҫинче мар?» — теме пуҫларӗ.

К одному придрался, почему отметка биржи труда не по форме — в середине, а не на последней странице.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Михеев батарея ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

Михеев присоединился к батарее.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Нимех те мар, кунта пӗр пӗчӗк кашкӑр пирӗн ҫумма ҫыпҫӑнчӗ, эп ӑна кӑшт хӑратам-ха.

— Ничего, тут маленький волчишка за нами увязался, я его сейчас припугну немножко.

Морзе азбуки // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Дик алӑк уратипе алӑк хушшинчи ҫурӑк ҫумне тутипе ҫыпҫӑнчӗ те шӑппӑн чӗнме шутларӗ: «Геркулес!»

Дик приложил губы к щели над порогом и рискнул чуть слышно позвать: «Геркулес!»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чи-чи ӑсли те чи-чи чиперри! — каллех хӗр ҫумне сӑвӑс пек ҫыпҫӑнчӗ йӗкӗт.

Самая-самая умная и самая-самая красивая! — опять как клещ прилип парень к девушке .

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ йӗкӗт тути хӗр тути ҫумне ҫӑт ҫыпҫӑнчӗ.

И парень впился в губы девушки своими губами.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хуралҫӑ кантӑк ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

Сторож прильнул к окну.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех