Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпҫӑнса (тĕпĕ: ҫыпҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вутпуҫҫи евӗр йӑсӑрланчӑк Мерченсем валли хӗр ӳстерменччӗ, а унпах — тикӗт лакӑмӗпех ҫыпҫӑнса кайрӑн пулсан, хӑвӑн ирӗкӳ.

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Купе кӗтессине ҫыпҫӑнса ларнӑ Тамара, утиялне хӑй ҫине туртса пуҫтарса илнӗскер, куҫне чарса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чуна хытарсах каламаллине васкамасӑр, ҫынна кӳрентермелле мар калама пӗлетчӗ Пӑлаки аппа: «Аҫупа аннӳ вакунта темле «манса» хӑварнӑ ҫав сана, — текелетчӗ, Ваҫук ҫӳҫ ҫумне лекнӗ ҫухӑр евӗрлех ҫыпҫӑнса ларсан.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Атте, атте, — тет те вӑл, ашшӗ ҫумне ҫыпҫӑнса ларса, пӗр йӗрсе ярать хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юхин, рейдӑран анатарах ҫыран хӗррине ҫыпҫӑнса, кимӗ ҫинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахаль чухне те хӗсӗк куҫӗсем халь шыҫмакланнипе йӑлтах ҫыпҫӑнса ларнӑн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑмтуна ҫыпҫӑнса хӑшкӑлтарать.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ытла та йывӑр пулнӑ пулмалла чечеке ҫут тӗнче курмашкӑн, ҫӗре ҫӳлелле тӗкнипе пуҫӗ те кӑшт пӗкӗрӗлнӗ, ҫулҫи ҫинче хӗвелпе кушӑхнӑ тӑпра катӑкӗ ҫыпҫӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урисем урай хӑмисен ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ тейӗн, итлемеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хыпар мӗн чухлӗ япӑх, мӗн чухлӗ ӗненмелле мар, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах, кӗвӗҫӳпе тата ӑмсанупа ӑшӑтса тӑнӑскер вӑл пӳртсем, урамсем тӑрӑх юхать, юр кумкки пек пули-пулми, тӗрӗс мар сӑмахсемпе ҫыпҫӑнса ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗр кӑвапи хӑй пӗрлештерчӗ тейӗн, ӗмӗр уйӑрӑлми ҫыпҫӑнса ларчӗҫ икӗ кӗлетке.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавна пула ҫыпҫӑнса тӑнӑ та ӗнтӗ хӗрпе каччӑ хурӑн ҫумне.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем тӑсӑлса пӑр ҫумне ҫыпҫӑнса, йӑпшӑнса упаленсе пыраҫҫӗ.

Медведи медленно ползут, вытянувшись и плотно прижавшись ко льду.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӑрсем ирӗлсе те пӗтеймеҫҫӗ, каллех пӗрле ҫыпҫӑнса шӑнса ларса, пысӑк пӑр хирӗсем пулаҫҫӗ, океан вара каллех пӑр пушхире пулса тӑрать.

Не успеют льды растаять, как снова смерзаются в огромные ледяные поля, и океан опять превращается в ледяную пустыню.

Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсир вара, эсир вӗсем ҫумне сӗлӗх пек ҫыпҫӑнса ларнӑ пулӑттӑр, вӗсен ӳчӗ ҫинче ӑшӑнӑттӑр, вӗсен пуҫ миммине ӗмӗттӗр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑшт лӑпланнӑ пек пулсанах ҫӗнӗрен вӗрӗлтерет ҫав ыратӑва е алла-аллӑн пыракан пӗр-пӗр мӑшӑр кантӑкран вӗлтлетни, е каҫхипе ҫывӑх кӗтесре икӗ мӗлке ҫыпҫӑнса тӑни, е тата ҫӗр варринче кӳршӗ алӑкне такам хӑйи-хӑйми силлени.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӗп вал ҫумне лайӑх ҫыпҫӑнса тӑмасть пулмалла, те болчӗ пушанса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Ав, ҫав мӑшӑр еплерех ташлать пек, Данил Макарович? — пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтӑ ҫыпҫӑнса, пӑркаланарах ташлакан хӗрпе каччӑ ҫине кӑтартрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Епле ҫыпҫӑнса ларнӑ-ха тата…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех