Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпҫӑнса (тĕпĕ: ҫыпҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Епле ҫыпҫӑнса ларнӑ-ха тата…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ Ҫтаппан, «хама пулӑшакан пӗр чун пултӑр хӑть» тесе, иккӗмӗш хут авланать, анчах ку хӗрарӑмпа та «пурнӑҫ ҫыпҫӑнса пӗтмест» унӑн: хӗрарӑмӗн «тавҫӑрулӑхӗ пачах ҫук» иккен, «пӗр ӗҫе те хӑй тӗллӗн пуҫӑнма пӗлмест, кӑшт каласанах кӳренме пӑхать».

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта ҫитнӗ тӗле пуҫ ҫине темле курӑк ҫулҫисем тӑкӑнчӗҫ, пит-куҫа эрешмен карти ҫыпҫӑнса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем халь пӗр-пӗринпе питӗ ҫыпҫӑнса ларчӗҫ, пӗр-пӗрин ӑшшине, пӗр-пӗрин ӳтне ҫаплах туйрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кантӑк ҫине ӳкнӗ-ӳкменех ҫыпҫӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуҫӑк тӗнӗлӗн хӗрнӗ вӗҫӗсене, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыпҫӑнса ларччӑр тесе, сивӗничченех йывӑр мӑлатуксемпе туптама тиврӗ.

По раскаленным концам сломанных осей нужно было бить беспрерывно, чтобы они не остыли прежде, чем приварятся один к другому.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Чӑшшш… Фш…» тӑвать те, пружина ҫыпҫӑнса та ларать.

«Фыпш… Фф…» — и пружина припаяна.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӗкӗтсем ним тума аптранӑ енне вӑтанчӑклӑн пӗр-пӗрин ҫумнерех ҫыпҫӑнса тӑчӗҫ, хирӗҫ калама сӑмах та тупаймарӗҫ.

Смущенные парни теснее прижались друг к другу, не находя сразу, что ответить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Упӑшкисене вӗсем хӑйсем ҫумне кӑкарсах яман пулӗ-ха, ялан пӗрле ҫыпҫӑнса ларнӑ пек ҫӳремеҫҫех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Анатолий мӗн ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Алӑри пӳрнесем те юнпа ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юнпа вараланса пӗтнӗ кӗпе ӳт ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, типсе хытса пырать, хуп пек каптӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗренисем ҫинче пӗр-пӗринпе ҫыпҫӑнса тӑнӑ йӗррисем те ҫаплипех.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирус савӑтӗнче сӳнсе пӗтмен сигарет тӗтӗм кӑларать, ҫӑвара хыпнӑ ҫӗрте тута писевӗ ҫыпҫӑнса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Кӗпер ҫумне ҫыпҫӑнса, паромне кӑкарса лартма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна — Макҫӑмпа Ҫтаппан кӗпер анине пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плащ тӑхӑннӑ улшуҫӗ хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те Ҫтаппан ҫумнерех ҫыпҫӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрманта нумай ҫӳренӗрен пулас, хӑй тарласа кайнӑ, тумтирӗ ҫумне хыт хура вӑррисем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ пулла кайнине курсан, Хветюкпа Микихвер ялан ман ҫума «ҫыпҫӑнса» пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Майка кӗлетке ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кашни ял ачи пекех мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех