Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурри (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пединститутра лекцисем шӑпах каҫпа пулса иртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен студентсен ҫурри яхӑн пайӗ кӑнтӑрла учрежденисенче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Хурана ҫурри таран шыв тултарчӗ, ҫӗрулми ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ун ӑшӗнчен ҫурри анчах юлнӑ духипе хӑш-пӗр кантӑкӗсем ваннӑ сулӑ тухса ӳксен пурте ахӑлтатса кулса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Кӑнтӑрлахи вӑйлӑ ҫутӑ пӳлӗме кӗресрен чӳречесене ҫурри таран картланӑ.

Яркий дневной свет был наполовину затемнен прикрытыми ставнями.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Комсомола илме палӑртнӑ ҫынсен списокӗ ҫурри те тулма ӗлкӗреймерӗ — планра ҫук «вак-тӗвек» ӗҫ сиксе тухнине пула шкул пурнӑҫӗ сасартӑк айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Список, но которому ячейка должна была пополняться новыми членами, не был исчерпан даже наполовину, когда жизнь школы всколыхнулась не предусмотренной по плану «мелочью».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Камит ҫывӑхӗнче Нае Галацяну: «Ҫурри ҫын — ҫурри пулӑ!» тесе кӑшкӑрни ҫаплах-ха чарӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑрать.

Из цирка не переставая доносились выкрики Нае Галацяну: «Получедовек-полурыба!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пин мар, ҫӗр мар, кӗрсе курма пурӗ те пилӗк лей кӑна кирлӗ! — пир ҫине сӑрласа хунӑ тӗлӗнмелле чӗрчун еннелле вӗтӗ шӑнкӑравсен ҫыххипе кӑтартса илӗртме пикенет вӑл аялта тӑракан ҫынсене: — Тинӗсре тытнӑ чӗрчун утать, ҫӳрет, чупать, ишет: ҫурри этем, ҫурри пулӑ!

— Не тысяча, не сто — только пять лей за вход! — соблазнял он стоящих внизу и связкой бубенцов указывал на чудовище, намалеванное на полотне: — Живое, натуральное дитя морей! Получеловек-полурыба!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эрнен пӗрремӗш ҫурри тӗрлӗ пулӑмпа, пӗчӗк ӑнланманлӑхпа пуян пулӗ.

Первая половина недели будет наполнена различными событиями и небольшими недоразумениями.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав хушӑрах «Ҫутталла» колхоз пӗлтӗр тыр-пулӑ та, выльӑх апачӗ те пирӗн ҫурри чухлӗ ҫеҫ хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӑх ҫурри ытла саланса пӗтсен, вестибюльте сасартӑк полк оркестрӗ вальс кӗвви каласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ку ӗҫре ҫурри ытла мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑ вӑйпитти хӗрарӑмсем ӗҫлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кӗҫех сентябрь ҫурри ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Октябрь уйӑхӗн ҫурри кӑна-ха, сивӗсем те пуҫӑнман, ку ӗнтӗ хӗллехи пальто та тӑхӑнса янӑ, пуҫне ӑшӑ ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Кунта тамбӑна ҫирӗплетме лартса хӑварнӑ ватӑ йӑмрасем кашлатчӗҫ, ҫурри ҫӗрсе кайнӑ арман пӳрчӗ пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Халь ҫурри ҫеҫ тӑрса юлнӑ!

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ мӗн, мана шӑнтса вӗлересшӗн-и? — ҫурри ҫурмалла шӳтлесе каларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куккук ир авӑтмарӗ те кӑҫӑл, — ҫурри ҫурмалла килӗшрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа арӑмӗ ҫурри таран уҫӑлнӑ кӑкӑрне кӑтартса месерле выртни аптратрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ виҫӗмкун каҫах сире ӑнлантарнӑччӗ, юлташсем, чиркӗве хупас пулсан, кунта прихутри ҫынсем ҫурри ытла килӗшни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, Михаил Степанович каларӗ-ҫке, ҫитӗннӗ ҫынсен ҫурри ытла хирӗҫле сасӑламалла, вара чиркӗве тин хупма пулать терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех