Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурри (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ ҫурри таран антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чкаловск поселокӗ, малтан Василево ятлӑ ял пулнӑскер, ҫурри ту ҫинче, ҫурри лапамра ларать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Эрнен иккӗмӗш ҫурри тата ӑнӗ, ӗҫлӗ тата харпӑр тӗлпулусем «пуян ҫимӗҫсем» парӗҫ.

Вторая половина недели будет пиковой, деловые встречи и личные свидания принесут «богатые плоды».

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мана вӑл ҫурри пушкӑрт йӑхӗнчен, терӗҫ.

Мне сказали, что он наполовину башкирской породы.

Узбекистанри ухӑҫӑ пушкӑрт ӑратӗнчи лашасен ырӑ кӑмӑлне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3387192

Пӗр сӑмахпа каласан, тӑлӑхсенчен ҫурри ытла ҫурт-йӗрлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Утӑ уйӑхӗн ҫурри иртрӗ те ӗнтӗ, кӗҫех ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн ҫулталӑкри чи хӗрӳ вӑхӑт — вырма — пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Эрнен иккӗмӗш ҫурри тата ӑнӑҫлӑрах иртӗ.

Более удачно у вас сложится во второй половине недели.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кирилл фарфор куркана ҫурри таран сӑмакун тултарса Денис енне тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пушар вӑйлансах пычӗ, халь ӗнтӗ Микки пӳртне ҫурри таранах вут-ҫулӑм хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Вӗсем шӗвӗр кутлӑ, ҫинҫе туналлӑ вӑрӑм черкке майлах, шала ҫурри таран ҫумӑр шывӗ тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫурри ытла пушӑ витре, урана перӗнсе, ҫӗрлехи шӑплӑхра хӑрушшӑн чӑнкӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫур тӳпе — хӗвел енчи — ҫутӑ сенкер, тепӗр ҫурри — ешӗл шенкер чулӗ тӗслӗ курӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Акӑ, пӗр чашӑк купӑста илсе кӗнӗ — ҫурри йӳҫсе пӑнтӑхса кайнӑ, помидор илсе кӗнӗ — темиҫӗш каллех кӑвакарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пилӗк сехетре вӑраннӑ Курак Мӗтри ҫӑвӑнса тасалчӗ, тирпейленчӗ, ҫур шит майлӑ ӳснӗ кӑвак сухал тӑррине хачӑ тупса ирткелерӗ, пуҫ тӳпинчи ҫӳхелнӗ, ҫурри шуралнӑ ҫырӑ ҫӳҫне йӗпетсе ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кашни тирӗкренех ҫурри майлӑ юлса пычӗ, компот стаканӗ те пушанмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци килӗшӗвӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Вторая половина недели отлично подходит для совершения крупных покупок или совершения коммерческих сделок.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

2022 ҫулта бюджет тӑкакӗсен ҫурри вӗренӳ тытӑмӗ ҫине кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Мӗншӗн тесен пысӑк залра пухӑннӑ ҫурри ытла ҫамрӑк — пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленекенсен умӗнче АПК ветеранӗсем, ытти яваплӑ должноҫсенчи ҫынсем тухса калаҫни питех те вырӑнлӑ пулнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Кунта ҫакна та палӑртса хӑвармалла, иртнӗ ҫулсенче ачасенчен ҫурри ытларах информатика предметне суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

Хальлӗхе республикипе тӑрӑхсенчен 100 ытла заявка килнӗ, вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗнче водолазсем ӗҫленӗ те.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех