Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫураҫма (тĕпĕ: ҫураҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хуть те мӗнле патшапа та, хуть те Иван Грознӑйпа та ҫураҫма пултаратӑп: ме, патша пулса лар, кӑмӑлу пулсан; анчах та эсӗ мана хуҫасене тыткаламалли май пар, — акӑ мӗн!

Я с каким хошь царём помирюсь, хошь с Иван Грозным: на, сиди, царствуй, коли любо, только — дай ты мне управу на хозяина, — во-от!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, унӑн хӑшпӗр енчен ҫитменлӗхсем те пурччӗ: тӗслӗхрен, вӑл кӗпӗрнери пуян хӗрсене пурне те ҫураҫма хӑтланса пӑхнӑ, вара хӑйне хӗрне те паман, хӗрӗсем патне хӑтана ҫӳреме чарнӑ хыҫҫӑн та, хӑйӗн хуйхи ҫинчен тусӗсемпе хӑй паллакан ҫынсене чӗререн каласа панӑ, хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗсем патне йӳҫӗ персиксем тата хӑйӗн садӗнче ҫитӗнтернӗ ытти тӗрлӗ чӗрӗ ҫимӗҫсем тӑтӑшах парне вырӑнне ярса тӑнӑ; хӑй яланах пӗр анекдот каласа пама юратнӑ, анчах таврара Полутыкина савса хисеплӗ ҫын вырӑнне хунӑ пулин те, унӑн анекдочӗ никама та култарман; вӑл Аким Нахимовӑн сочиненийӗсене тата Пинна повӗҫе мухтанӑ; тытӑнчӑклӑ калаҫнӑ, йыттине Астроном тесе чӗннӗ; однако тесе калас вырӑнне одначе тенӗ; хӑйӗн килӗнче французсен евӗрлӗ кухня тунӑ.

Водились за ним, правда, некоторые слабости: он, например, сватался за всех богатых невест в губернии и, получив отказ от руки и от дому, с сокрушенным сердцем доверял свое горе всем друзьям и знакомым, а родителям невест продолжал посылать в подарок кислые персики и другие сырые произведения своего сада; любил повторять один я тот же анекдот, который, несмотря на уважение г-на Полутыкина к его достоинствам, решительно никогда никого не смешил; хвалил сочинения Акима Нахимова и повесть Пинну; заикался; называл свою собаку Астрономом; вместо однако говорил одначе и завел у себя в доме французскую кухню.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Чухӑн Чжан хӗрне ман валли ҫураҫма тытӑннине астӑватӑп.

Помню, как-то раз сосватали за меня дочь бедняка Чжана.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кукаҫи аннене хӑй кӑмӑлланӑ ҫынна качча парасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл аттене, аннене ҫураҫма пырсан, килӗнчен хӑваласах кӑларса янӑ.

Дед хотел отдать дочь по своему выбору и прогнал моего отца, когда тот пришёл свататься.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ларса пыраканӗсем, шур упалла шап-шуррӑн курӑнаканскерӗсем (тепӗр тесен, тем темелле ӗнтӗ вӗсене?\!), ахӑр, хӗр ҫураҫма инҫене-инҫене пуҫтарӑнса тухнӑ евчӗсем-тӗр.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗкӗчӗсем ҫураҫма килеҫҫӗ…

Приехали женихи свататься…

Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Мӗн хӑтланатӑр эсир, чӑнах та, — кулатӑр-и? — терӗ матрос хӗр ҫураҫма пӳлекенсене, хӗремесленнипе йӗрес патнех ҫитсе.

— Та вы что, на самом деле, смеетесь? — простонал матрос, чуть не плача от раздражения, что ему мешают змовляться,

ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Царев ҫак кунсенче хӑй те ҫураҫма тытӑннӑ пирки ухмаха тухнӑ пек ҫӳрет, анчах тусне пулӑшас шутпа, чаплӑ туйра лайӑхрах ҫӳресрен юлас мар тесе часах килӗшрӗ.

Хотя матрос Царев в это время сам сватался и ходил совершенно очумелый, но, чтобы оказать другу одолжение, а также и для того, чтобы не пропустить случая погулять на хорошей свадьбе, быстро согласился.

XIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

— Хӑратӑп; пирвайхи хут курсанах, вӑл хӗре ҫураҫма пырсанах — хӑраса ӳкрӗм.

— Боюсь; с первого раза, когда он посватал дочь, — испугалась.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Бухар патши вара Китай патши хӗрне хӑй валли ҫураҫма хӑтана янӑ.

Тогда бухарский царь послал сватать за себя дочь у китайского императора.

Бухар ҫыннисем пурҫӑн тума вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӗр ҫураҫма.

Невесту сватать.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑвансене, ҫывӑх юлташсене ҫырупа е сӑмах вӗҫҫӗн хӗр ҫураҫма каясси ҫинчен пӗлтерме юрать (хӑҫан ҫураҫассине, хӗр адресне сулахай кӗтесе, каччӑне — сылтӑм енне ҫырмалла).

О помолвке можно письменно известить родственников и ближайших друзей; при желании можно в нижнем углу карточки сообщить дату помолвки и адреса помолвленных; если помолвленные живут в разных местах, то адрес невесты печатается в левом углу, жениха — в правом.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

 — Хӗрӗхшер кун иртсен, сан патна хӗр ҫураҫма йыхравҫӑсем — хӗрлӗ каччӑсем килӗҫ, вӗсене чыспа йышӑн та хисеппе ӑсат.

— Стало быть, через сорок дней приедут к тебе сваты — красны молодцы — Селиме сватать, ты их встреть и проводи честь по чести.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Дуняшка Озеровӑна ҫураҫма шутлатӑн-и?

 — Дуняшку Озерову думаешь сосватать?

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кайран ҫеҫ ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне хӑйсемпе илсе хӗр ҫураҫма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Аслӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те хӗр ҫураҫма кайсан ашшӗ-амӑшӗсем туйӗ миҫе киле, ҫӗнӗ хӑна ӗҫки миҫе киле кӗмелли пирки калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Хӗр ҫураҫма ямастӑп сана, — ҫиленсе кайрӗ ашшӗ.

— Не женихом посылаю, — рассердился отец.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Таҫта каллех хӗр ҫураҫма каймастӑн пулӗ-ҫке?

Уж не сызнова ли свататься идешь?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Шутлам ҫеҫ эпӗ вӗсемпе ҫураҫма — кунта чи лайӑх пурӑнаканни пулатӑп.

— Да только пожелай я пойти с ними на мировую — лучше бы всех здесь зажил!

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӗр ҫураҫма вӑхӑт мар та, ун пирки калаҫма пулать.

— Свататься не время, а гутарить об этом можно.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех