Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑранпах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуралнӑранпах тӑлӑх эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн ҫуралнӑранпах вӑл мана ӑшӑпа тата тимлӗхпе ҫавӑрса илнӗ, пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ принципсене вӗрентет, малашлӑха хӑюллӑ пӑхма, пулма пултарайманнине ҫӗнтерсе пыма, мана пур ӗҫре те пулӑшса, тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнса пурӑнма вӗрентет.

С самого рождения она окружила меня теплом и заботой, учила важным жизненным принципам, научила смело смотреть в будущее, преодолевать невозможное, поддерживая меня во всем и радуясь моим успехам.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Ку ҫеҫ те мар: вӗсенчен пӗри, Энтрей, лутра (1 метр та 37 сантиметр), виҫ витре кӗрекен кӑрчама пички пек мӑн хырӑмлӑ ҫын; тепри, Унтрей, мӗн ҫуралнӑранпах сухари кӑна ҫисе пурӑннӑ пек ырхан, пӗвӗпе вара — чӑн-чӑн шалча: икӗ метр та икӗ сантиметр ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫуралнӑранпах ялта пурӑнакан ҫын тарӑн ыйхӑра та кил таврашӗнчи ӗҫ ҫинчен шухӑшлать пулмалла, кирлӗ вӑхӑтра самантлӑх та пулин вӑранать, ҫавна асӑрхарӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта эпир тахҫантанпах ҫӳретпӗр, ҫуралнӑранпах ҫакӑнта ҫуралнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

Ачасене ҫуралнӑранпах Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха юратма хӑнӑхтараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Унтан ҫурӑмне Прелл еннелле туса, илемсӗр те курпун «тутӑх тимӗр» хӑйӗн ырхан, мӗн ҫуралнӑранпах хура пек туйӑнакан ывӑҫӗ ҫине юпа пек хытса пӑхса тӑчӗ.

Затем, повернувшись спиной к Преллу, он так и застыл, уткнувшись лицом в свои сухие, словно от роду черные ладони, невзрачный, сгорбленный — «ржавая железяка».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйӗн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ вӑхӑтра — кун пекки ун сайра-хутра кӑна, пӗр-пӗр интереслӗрех ӗҫ туса пӗтернӗ хыҫҫӑн пулать — вӑл паялниксем хӗртмелли пӗчӗкҫӗ кӑмака патне пырса тӑрать те типсе кушӑрханӑ, мӗн ҫуралнӑранпах хура пек туйӑнакан аллисене кӑмака еннелле тӑсать.

В редкие минуты хорошего настроения, обычно после окончания какой-либо интересной работы, он подходил к печурке, где нагревались паяльники, и протягивал к огню сухие, точно от рождения черные ладони.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫуралнӑранпах чӗрепе асапланать тетчӗҫ ӑна…

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кузьма Крючков пек пуҫтах каччӑсем кӑна мар, вырӑс салтакӗсем — хура-шуртан хӑраманскерсем, выҫлӑха мӗн ҫуралнӑранпах тӳсме вӗреннӗскерсем тата хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗшӗн пуҫне хума хатӗрскерсем — ҫавсем пирӗн патшалӑхӑн шанчӑкӗ, унӑн тӗрекӗ, тесе ҫырчӗ полковник, хутран-ситрен Суворова та аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куна татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса ваклакан, хыпӑнчӑк тӗнче ҫыннисем куҫӗсене ҫавӑрттара-ҫавӑрттара тӑраҫҫӗ, хӗр вара малтанхи пекех чӑматансем ҫинче ларать, ӑна курӑнми хӳтлӗх ҫавӑрса ункӑланӑ; ҫак хӳтлӗх харкам тивӗҫлӗх туйӑмӗнчен тухса тӑрать, кунашкал тивӗҫлӗх мӗн ҫуралнӑранпах пирӗнте тата пирӗнпе пӗрлешсех кайнӑ чухне ҫапла пулса иртет, — ҫакӑ ҫын сывлавӗ евӗрлех; ҫын хӑй ӑна асӑрхамасть те.

Люди суетливого, рвущего день на клочки мира стояли, ворочая глазами, она же по-прежнему сидела на чемоданах, окруженная незримой защитой, какую дает чувство собственного достоинства, если оно врожденное и так слилось с нами, что сам человек не замечает его, подобно дыханию.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫуралнӑранпах ҫынсене шанманлӑхпа уйрӑлса тӑраканскер, ӑсӑн ҫурма ӗмӗтлевлӗ, ҫурма ӗҫлӗхлӗ тӑрӑм-ӗренкипе, пысӑках мар, анчах лайӑх исленсе ҫирӗпленнӗ пурнӑҫ опычӗпе, ӑраскалӑм ҫул-йӗрне ҫав тери пӗлес килеслӗхпе эпӗ чей хатӗрлекен пуян фирмӑра ӗҫлеме пуҫларӑм; чей курланкисене типӗтме ҫакас ӗҫрен пуҫларӑм.

С врожденным недоверием к людям, с полумечтательным, полупрактическим складом ума, с небольшим, но хорошо всосанным житейским опытом и большим любопытством к судьбе приступил я к работе в богатой чайной фирме, начав с развески.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

1. Этемӗн тӗп прависемпе ирӗклӗхӗсем мӗн ҫуралнӑранпах кашни ҫын тивӗҫӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене тытса илме ҫук.

1. Основные права и свободы человека неотчуждаемы и принадлежат каждому от рождения.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Мӗн ҫуралнӑранпах хаваслисене пурне те вӗлермелле.

Следует убивать всех, которые веселые от рождения.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Футроз ҫуралнӑранпах кахал, ҫав вӑхӑтрах унӑн пуянлӑхӗ, ӑсӗ тата ҫыхӑнӑвӗсем сывӑ ҫак ҫынна, пачах та сӳрӗк марскере обществӑра питех те сумлӑ вырӑна тӑратма пултарӗччӗҫ.

Футроз родился бездельником, хотя его состояние, ум и связи легко могли дать этому здоровому, далеко не вялому человеку положение выдающееся.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫуралнӑранпах тирпейлӗ пулнӑран йӗркипе каласа паратӑп.

Аккуратный в силу рождения, я расскажу по порядку.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Ҫуралнӑранпах Рене сӑнчӑр чӑнкӑртатӑвне, тӗрме сӑлӑпӗн чӗриклетӗвне илтет; ларакансемпе конвоирсен сивлек-тӗксӗм сӑнӗсене курнӑ та вӑл, курать те.

Рене от рождения слышала звон цепей, скрип тюремных запоров; видела унылые, безнадежные взгляды конвоиров и узников.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Сӑпани, ӗмӗрне мӗн ҫуралнӑранпах пӗртен-пӗр Экеҫре пурӑнса ирттернӗскер, хутла ликбез йӗркипе кӑна вӗреннӗскер, Мӗтри каланинчен нумайӑшне тӗплӗн ӑнкарсах ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсене пула тытса кайрӗҫ те, эпӗ мӗн ҫуралнӑранпах епле пурӑннине тӗрӗслеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑсӗ унӑн ӗне ӑсӗ пулнӑ, карланки, ашшӗнни пекех, ҫирӗп пулнӑ, лешне вара тӑван амӑшӗ те ҫуралнӑранпах урӑ ҫӳренине нихҫан та курман.

Умом был — корова, но питух был здоровый, в отца пошел, а того даже мать родная, с самого часа, как он родился, трезвым ни разу не видела.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех