Шырав
Шырав ĕçĕ:
Глеб Глебыч, мӗн ҫуралнӑранпах пит-куҫне ҫуманскер, ҫӳҫ-пуҫне тураманскер, кӑкӑрӗпе тата хырӑмӗпе сӗтел ҫинче выртать, ҫиллене-ҫиллене илет те чирлисене ҫырать.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
— Ҫуралнӑранпах суйман, кунта суятӑп пулать… — куҫне лӗп-лӗп хупкаласа мӑкӑртатать Денис.— Отродясь не врал, а тут вру… — бормочет Денис, мигая глазами.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Мӗн ҫуралнӑранпах — чура вӑл, пӗтӗм ӗмӗрне те чура пулса ирттерет, пӗр ҫав анчах!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫуралнӑранпах кахал пулнӑскер, вӑл ӗлӗкренпе лакейра пулнипе татах кахалланса пынӑ.Ленивый от природы, он был ленив еще и по своему лакейскому воспитанию.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫуралнӑранпах пултаруллӑ пулнӑ ача виҫӗ ҫул хуршшинче латынь грамматикипе синтаксисне вӗренсе пӗтернӗ те Корнелий Непота ӑнкарма пуҫланӑ, анчах ашшӗ ҫапла шутланӑ: мӗн пӗлнипе те ҫитӗ, кӑна пӗлнипе те ывӑлӑм ӗлӗкхи ҫынсенчен маларах тӑрать, тата, тен, ытлашши вӗренни присутствири ӗҫре сиен кӳме пултарӗ, тенӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Медицина комиссийӗ мана суд ӗҫӗ пекех туйӑнатчӗ, ҫитменнине тата ҫав судра манӑн кирек хӑҫан та айӑпли вырӑнӗнче пулмалла пулса тухатчӗ, мӗн ҫуралнӑранпах сарлака хулпуҫҫиллӗ те тӑваткӑл янахлӑ марччӗ эпӗ, ал шӑнӑрӗ те тӑватӑ пӑт ҫӗклейместчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн ҫуралнӑранпах эпӗ темрен шикленетӗп, темӗне сисетӗп…
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн мӗн ҫуралнӑранпах ҫынна хирӗҫ пырас йӑлам пур, пӗтӗм кун-ҫулӑмра манӑн чӗре е ӑс-тӑн хушнипе вырӑнсӑр хирӗҫ пыни палӑрать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл суккӑр, ҫуралнӑранпах суккӑр иккен вӑл.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кулнӑ чухне унӑн питӗнче темле ача кӑмӑлӗ пур, ӳчӗ унӑн хӗрарӑмӑнни пек, темле ҫемҫе, ачаш ӳт; мӗн ҫуралнӑранпах кӑтра сарӑ ҫӳҫӗ шупкарах кӑна тӑнлӑ ҫамкине илемлӗн кӑтартса тӑрать…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫуралнӑранпах уй-хирте тӗрмешсе пурӑнакан ҫыншӑн вара таван уй-хир уйрӑмах хаклӑ.Для человека, который с момента рождения трудится в поле, свои края особенно дороги.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Арҫын мӗн ҫуралнӑранпах утайманни, инвалид кӳмипе ҫӳрени те пӗлтерӗшлӗ пулман.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
24. Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25. Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26. пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мана ҫуралнӑранпах Сана шанса панӑ; эпӗ аннем варӗнче пулнӑ чухнех Эсӗ — манӑн Туррӑм.11. На Тебя оставлен я от утробы; от чрева матери моей Ты - Бог мой.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вара Далидӑна хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса парса каланӑ: ман пуҫӑма ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ тӗкӗнсе курман, эпӗ мӗн аннерен ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ; ҫӳҫӗме кассан, ман вӑйӑм сӳнет; ун чухне эпӗ вӑйран каятӑп та ытти ҫынсем пекех пулатӑп, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав арӑма Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ, каланӑ ӑна: акӑ эсӗ хӗсӗр, ача ҫуратмастӑн; анчах эсӗ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн; 4. эппин, асӑрхан — эрех те, ҫиккер те ан ӗҫ, таса мар апат ан ҫи; 5. акӑ йывӑр ҫын пулӑн та ывӑл ҫуратса парӑн, ун пуҫне ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ача мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ назорейӗ пулӗ, вӑл Израиль халӑхне филистимсен аллинчен ҫӑлма пикенӗ, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 19. сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.