Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам: 11. Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп. 12. Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вара хӑвна тӑшману хупӑрласа илсессӗн, тӑшману хӗссе-хӗсӗрлесе ҫитерсессӗн, хӑвӑн варӑнтан ҫуралнине — Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ывӑлусемпе хӗрӳсен ӳтне — ҫиме тытӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир ҫак саккунсене итлесе, астуса, пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, саншӑн та Хӑйӗн халалӗпе Хӑйӗн ырӑлӑхне вырӑна килтерсе тӑрӗ, 13. Вӑл сана юратӗ, сана пиллӗх парӗ, сана ӗрчетӗ, Хӑй аҫусене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче санран ҫуралнине те, санӑн ҫӗрӳ кӳнӗ ҫимӗҫе те, санӑн ҫӑкӑрна та, санӑн эрехне те, санӑн йывӑҫ ҫӑвне те, санӑн шултӑра выльӑх-чӗрлӗхӳнтен, сурӑхусен кӗтӗвӗнчен хунаса пыраканнине те пиллӗх парӗ; 14. эсӗ пур халӑхран та пиллӗхлӗрех пулӑн; санӑн хӑвӑн та, сан выльӑху-чӗрлӗхӳн те йӑхсӑрри-хӗсӗрри пулмӗ; 15. Ҫӳлхуҫа [Турру] санран мӗнпур халсӑрлӑха сирсе ярӗ, сана [эсӗ ху курнӑ,] ху пӗлекен хаяр Египет чирӗсемпе чирлеттермӗ, вӗсене сана кураймасӑр тӑракансем ҫине ярӗ; 16. эсӗ вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аллуна паракан мӗнпур халӑха пӗтерсе тӑкӑн: санӑн куҫу вӗсене хӗрхенсе ан тӑтӑр; вӗсен туррисене ан пуҫҫап, ку вӑл саншӑн серепе пулӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль ывӑлӗсен [вуникӗ ячӗ] шучӗпе, вӗсен ячӗсене [тата вӗсем хӑҫан ҫуралнине] кура ҫав чулсем [унӑн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче] вуниккӗ пулмалла; пичет ҫине ҫырнӑ пек, кашнийӗ ҫине вуникӗ йӑхран пӗрер ят касса ҫырмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн ывӑлусенчен малтан ҫуралнине Мана пар; 30. хӑвӑн вӑкӑру, сурӑху [тата ашаку] тӗлӗшӗнчен те ҫавнах ту: ҫичӗ кунччен вӗсем амӑшӗпе ҫӳреччӗр, саккӑрмӗш кунне вӗсене Мана пар.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑвӑн ҫуртунта ҫуралнине те, кӗмӗл парса туяннисене те ӳтне каснӑ пултӑр: Манӑн халалӑм сирӗн ӳтӗр ҫинче ӗмӗрлӗх халал пулӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн ӑрӑвӑрта пур арҫын ачӑр та ҫуралсан сакӑр кунран ӳт кастарнӑ пултӑр: хӑвӑр килӗрте ҫуралнине те, пӗр-пӗр ют халӑх ҫыннинчен кӗмӗл парса туяннӑ тӑван мар ачана та ӳт касӑр.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗвӗ хайлама пӗлекен те шӑхӑрсах юрӑ кӗвӗлеме пултарать ӗнтӗ, анчах тарӑн шухӑша путаракан ҫав кӗвӗсем чунра мӗнле туйӑмсем хуҫаланнӑ чухне, талӑкӑн хӑш тапхӑрӗнче ытларах ҫуралнине пӗлес килет.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫак туртӑм хӑш вӑхӑтра ҫуралнине ас тӑватӑр-и?
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Шӑпах ҫакӑ пӗр-пӗриншӗн ҫуралнине туйса илме май панӑ ҫамрӑксене.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсене ача ҫуралнине ӗнентерекен хута савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.19 февраля в радостной обстановке им вручили свидетельство о рождении ребенка.
Вӑрнар районӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11612.html
«Пире валли ӑна Хӗл Мучи илсе килчӗ», - шӳтлет Альтюк аппа Владимир раштав уйӑхӗн 31-мӗш каҫхине ҫуралнине аса илсе.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771