Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсеренех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулсеренех Кӗтне Пасарӗн ял уявне ирттеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Анчах… сасартӑк аса илех кайрӗ: ӗлӗксенче ӑна ҫулсеренех преми параканччӗ, кӑҫал вара памарӗҫ — ветсанитара пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Туркменсем ҫулсеренех государствӑна темиҫе миллион пуҫ хаклӑ каракуль сурӑхӗ параҫҫӗ.

Миллионы ценнейших каракулевых овец дают туркмены ежегодно государству.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пушкӑртстанра ҫулсеренех кӗркунне тата ҫуркунне Наци костюмӗн кунӗ иртет.

В Башкортостане ежегодно осенью и весной проводится День национального костюма.

Наци костюмӗ – халӑх пуянлӑхӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -h-3425348

Хуласенче те, ялсенче те пулса иртекен ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать.

С каждым годом растет число дорожно - транспортных происшествий, происходящих как в городах, так и в сельской местности.

Михайловкӑри вӑтам шкулта ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3423127

Ку мероприятине ҫулсеренех Валентина Терешковӑн тӑван тӑрӑхӗнче – Ярославльте ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Комисси членӗсем ӑсталӑх шайӗ ҫулсеренех ӳссе пынине, вӗреннӗ йӗркесен шучӗ нумайланнине палӑртнӑ.

Члены комиссии отмечают, что с каждым годом уровень мастерства повышается, а количество выученных строк увеличивается.

Пушкӑрт шкул ачи "Урал батыр" эпоса тӗппипех вӗреннӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3394783

Сывлӑш ҫар вӑйӗсен кунне ветерансем ҫулсеренех анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ // Сергей Батюков. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%87%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫулсеренех строительствӑра тӑрӑшакансем наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн, тӗрлӗ объектсем хута яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Вӗсен ӗҫӗсем ҫулсеренех округра малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Ял ҫыннисем масар ҫинчи вилтӑприсене тасатма ҫулсеренех хутшӑннипе пӗрлех унта пыракан ҫула юсама, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрма, кӗнӗ ҫӗре брусчатка сарма, пӳрте тимӗр кӑмака лартма та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗпе те усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫулсеренех кунта ял урамӗсене хытӑ чул сарса тикӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Вӗсем ҫав тери килӗштерсе, «пӗр ҫӑвартан» пурӑннине те, арӑмӗсем ҫулсеренех ача (хӑш чух пӗрер те мар, йӗкӗреш!) ҫуратнӑ май кумаллӑ пулнине те пурте пӗлетчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Ҫапла, ҫамрӑксемпе ҫулсеренех субботниксем йӗркелетпӗр, тавралӑхри ҫӳп-ҫапа пуҫтаратпӑр, палӑксем таврашне тирпей-илем кӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ҫулсеренех тӗрлӗ чечек шӑтать, тата ҫав пӗлтӗрхи-виҫӗмҫулхи чечексемех: чапӑр курӑкӗ, сар чечек…

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӗ чиркӳсем ҫук пулин те, пухӑсем пурпӗрех ҫулсеренех тата кашни ҫулах пӗр вӑхӑтра пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫамрӑксем ҫулсеренех пухха каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах пӗчӗк Сурӑмпуҫ ялӗ ҫулсеренех ку таврари хӑйӗнчен улт-ҫич хут пысӑк ялсенчен те ытларах хӗр парать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫулсеренех майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисене халалласа лартнӑ палӑксем ҫывӑхӗнче чечексем ҫеҫкене лараҫҫӗ, вӗсем ҫывӑх ҫынсен сӑнӗсене куҫ умне кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Ял ҫыннисем ҫулсеренех пуҫарулӑх бюджечӗпе усӑ курса вырӑнти ҫивӗч ыйтусене татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех