Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулсеренех, июлӗн варри тӗлнелле пуҫласа, лосоҫсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпех ҫырма-ҫатрасене тӑрӑнма тытӑнаҫҫӗ.Каждый год, начиная с середины июля, лососи валом идут в пресную воду.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ир-кӳлӗм, кӗтӗве клевер ҫине хуса тухнӑ чух (шӑнтсан, колхоз ҫулсеренех ӗнесене кунта хуса тухать ҫитерме, мӗн юр ӳкичченех вӗсене ҫавӑн валли ятарласа тунӑ ҫурма ӑшӑ хуралтӑсенче пурӑнтарать) — уяртаслаччӗ, вичкӗн ҫил кастара-кастара вӗретчӗ, пӗлӗтсене, ӗнер анчах йӗс ывӑс пек курӑнакан хӗвеле паян та часрах курӑнтарма, хӑяматалла татти-сипписӗр хӑвалатчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫулсеренех, ҫурхи шыв-шур тапрансан, ҫырма шывӗ Заречьери килхушшисене юхса кӗрсе тулать, урамсене илсе лартать — ун пек чухне вара слобода ҫыннисем маччана улӑхаҫҫӗ те мачча чӳречисенчен тата ҫуртсем тӑрринчи вӑлтасемпе пулӑ тытса лараҫҫӗ, тӑпсисенчен кӑларса илнӗ хапха алӑкӗсене пӗр ҫӗре ҫыхса сулӑсем тӑваҫҫӗ, ҫав сулӑсемпе урамсем тӑрӑх, юханшыв тӑрӑх ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӑрмантан шыв юхтарса килнӗ вутӑлӑх пӗренесене тытаҫҫӗ, ҫак тупӑша пӗр-пӗринчен вӑрлаҫҫӗ, ҫӗрлесенче тата, слободана хулапа ҫыхӑнтарса тӑракан кӗперӗн карлӑкӗсене вата-вата йӑтса каяҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак вӑхӑтранпа эпир халь ҫулсеренех февралӗн 23-мӗшӗнче Совет Ҫарӗн кунне уявлатпӑр.С тех пор каждый год мы празднуем 23 февраля день рождения нашей Советской Армии.
Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эпӗ ҫав «хӑйӗнни» ӗнтӗ нумаях марри, ҫулсеренех сахалланса пыни ҫинчен каларӑм.Я сказал, что этого «своего» осталось не так-то много и с каждым годом становится все меньше.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫулсеренех тӗрлӗ ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ, йывӑҫ-тӗмрен хӑшне-пӗрне вара Кӑркӑстанран илсе килнисем.Ежегодно выращивают всякие плоды, а некоторые из деревьев и кустарников — из Киргизстана.
Хамӑра Кӑркӑстанри пекех лайӑх туятпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2021.04.16
Палӑртса хӑвармалла, диплом ӗҫӗсене чӑвашла хӳтӗлес йӑла ЧПУ профильлӗ пайӗсенче, чӑваш тата вырӑс филологи, журналистика факультечӗсенче ҫулсеренех пурнӑҫланса пырать.
ЧПУ истори факультетӗнче пӗрремӗш хут диплом ӗҫне чӑвашла хӳтӗленӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Алексей вӑйлатса пыракан ӗҫ шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ сӑртсем тӑрӑх анлӑрах та анлӑрах сарӑлнӑ; халӗ ӗнтӗ ҫав сӑртсем хӑйсен ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ, унта слюда кӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатни те пӗтсех пынӑ, кварцӑн куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатакан хӗлхемӗсем сӳннӗ, хӑйӑр ытларах та ытларах таптаннӑ, ҫуркунне ун ҫинче ҫулсеренех тӗрлӗ ҫумкурӑксем ем-ешӗл сарӑлса ӳснӗ, сукмаксем ҫинче шӑнӑр курӑкӗ хӑйӗн ҫулҫине ҫӗр ҫумнелле уснӑ; хупах мӑн хӑлхисене сарса янӑ; садри йывӑҫсем фабрика тавра чечек сапаланӑ; кӗрхи ҫулҫӑсем, ҫӗрсе, самӑрланакан хӑйӑра ҫемҫетнӗ, фабрика хытӑрах та хытӑрах шавланӑ, ытларах пӑшӑрхантарнӑ, чӑрмав кӳнӗ; унта ҫӗршер йӗке сӗрленӗ, станоксем пӑшӑлтатнӑ; яра кунӗпе машинӑсем антӑхса каяс пек хашканӑ, фабрика ҫинче татти-сыпписӗр ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑнӑ, — ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи ху пулнине туйса тӑма тӗлӗнсе каймаллах, мӑнкӑмӑлланмаллах аван пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тата ҫак ҫын, ҫулсеренех хуҫалӑха шалтан шала кӗрсе пырса, хӑйне Артамоновсен пурнӑҫӗнче питех те кирлӗ ҫын вырӑнне шутлани Петра пушшех те килӗшмен.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав вӑхӑтрах вара аслӑ шыв тӑрӑхӗнчи уй-хирсем шӑрӑхпа ҫунса кӗлленеҫҫӗ, ҫынсем ҫулсеренех выҫӑпа асапланса вилеҫҫӗ.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Василий Настасьйӑна нумай ҫул хушши пӗлнӗ, вӑл ӑна ҫулсеренех ытларах та ытларах килӗшсе пынӑ.Много лет знал Василий Настасью, и с каждым годом она нравилась ему все больше.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кун хыҫҫӑн Леноре фрау Клюбер господинӑн (ку ята каласан вӑл кӑштах ассӑн сывласа илчӗ, тутисене ҫыртрӗ те каланӑ ҫӗртех пӳлӗнчӗ), Джемма упӑшки пулма хатӗрленнӗ Клюбер г-нӑн тупӑшӗ халех ӗнтӗ сакӑр пин гульдена ҫитни, вӑл тупӑш ҫулсеренех ӳссе пырасси ҫинчен асӑрхаттарчӗ, — унӑн, Санин г-нӑн, тупӑшӗ мӗнле-ши? тесе ыйтрӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫав уйсенче ӗнтӗ икӗ ял ҫулсеренех хӑйсен йӑранӗсем пирки тухакан тавлашӑва юнлӑ ҫапӑҫусемпе татать.Там на полях в кровавом побоище разрешали свою ежегодную тяжбу о межах два села.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Австралин тӳрем ҫӗрӗсенче эму ҫулсеренех сайралса пырать.Эму с каждым годом все реже встречается в австралийских равнинах.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кашни ҫулах эпӗ темиҫе эрнелӗхе яла таврӑнаттӑм, ҫулсеренех атте салхулланнӑҫемӗн салхулланса пынине кураттӑм, вӑл хӑй тӗллӗн шухӑшласа ҫӳрекен, именекен ҫын пулса кайнӑччӗ.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Люси ҫулсеренех ҫӑвӑрлать.
Люси // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 51,53,55 с.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, шурлӑх ятне кӑнтӑра вӗҫсе каякан тӑрнасене хисеплесе панӑ, вӗсем ҫулсеренех кунта канма анса лараҫҫӗ имӗш.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Ӗлӗкрех ашшӗ ҫулсеренех укҫа тупма тухса кайнӑ: е ылтӑн шыранӑ ҫӗре сезонлӑ ӗҫе тара кӗрӗшнӗ, е инҫетри Ҫӗпӗр шывӗ ҫине сулӑ юхтарма кайнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халь хӑйне никам та чарманнине тата кансӗрлеменнине курса, вӑл хӑяр ҫинчен те, ҫӗрулми лартасси ҫинчен те, ӗлӗк-авал мӗнле ӑс-тӑнлӑ ҫынсем пулни ҫинчен те, тата пурӑна-киле ҫулсеренех ӑслӑ япаласем шухӑшласа кӑларма пуҫлани ҫинчен те каларӗ.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек сехетсенче тӗп-тӗрӗс кӑтартакан тӗкӗр унӑн мӑнаҫлӑхпа тулнӑ сӑн-питне, куҫа шартарса ямаллах йӑлкӑшса тӑракан сӑн-питне, ачаш та ҫепӗҫ хулпуҫҫийӗсене, хӑйӗн ҫырӑ пуҫӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗксӗм хум хӳтлӗхӗнчи мраморлӑ мӑйне пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе кӑтартнипе кӗвӗҫтерет, кун пек чухне вӑл хӑйӗн эрешӗсене, урӑххисемпе улӑштарас тесе, пӗр хӗрхенмесӗрех, йӗрӗнчӗклӗн аяккалла ывӑтать, иртӗхет вӑл вӗҫӗмсӗр — тӗлӗнмелле илемлӗ юханшыв ҫулсеренех хӑйӗн тавралӑхне улӑштарать, хӑйне валли ҫӗнӗ ҫул суйласа илет те вара, хӑйне каллех нумай-нумай тӗрлӗ ҫӗнӗ илемсемпе ҫупӑрлать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.