Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулса (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр кун Степан ӑна утӑ ҫулса пама ыйтрӗ.

Степан надысь просил скосить ему.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тин ҫеҫ ҫулса купаланӑ утӑ капанӗ ҫинче выртнӑ пек, ҫил вара санӑн ҫӳҫне майӗпен вӗлкӗштернӗ пек туйӑнать, тӗрлӗ курӑк шӑрши, пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырлипе пыл шӑрши ҫапать, хӗвел, куҫа епле хупсан та, куҫ хӑрпӑкӗсем хушшинчен кӗрет, — сан умӑнтан шӑрӑх ҫутӑ тӗтре пек шуса иртет, Ҫапла, ҫакӑн пек тахҫан авал пулнӑ…

Казалось, как будто ты лежишь на стоге свежескошенного сена, а ветер потихоньку колышет твои волосы, пахнет разными травами, спелыми ягодами земли и медом, солнце, как ни закрывай глаза, лезет из-за ресниц, — перед тобой скользит как жаркий свет, да, так было когда-то давно…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кун каҫа вӑл чылай выҫӑхнӑ, кунта ӑна тутлӑ апата тӗл пулма тӳр килчӗ: унӑн пуҫӗ халь анчах ҫулса купаланӑ сӗткенлӗ купа ҫине пырса перӗнчӗ.

За день он изрядно проголодался, а тут ему посчастливилось напасть на вкусную пищу — морда его ткнулась в копну свежего, только что скошенного ячменя.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Виҫӗ чӳречи те садалла пӑхаҫҫӗ, вӗсене сип-симӗс ҫулҫӑсем хупӑрласа илнӗ, ҫавӑнпа малти пӳлӗмре тӗттӗм те сулхӑн, темшӗн унта вӑрман шӑрши, ҫулса пӑрахнӑ курӑкпа гвоздика шӑрши ҫапать.

Все три окна выходили в сад, листья там стояли темно-зеленой стеной, отчего в горнице было сумрачно и прохладно, пахло лесом, скошенной травой и гвоздиками.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Курӑксем хушшинче ҫавасем йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫулса пыракан утӑ хура йӗр пек выртса пырать, ҫӗр ҫырли шӑрши перет, утӑ ҫулакан машинӑсем янӑраҫҫӗ — эх, мӗнле юрӑ ку!

В траве блестят косы, темнеют валки, пахнет земляникой, звенят сенокосилки, — это же такая песня!

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вара вӑл лашине ҫулса тӑкнӑ хыҫҫӑн симӗсленме ӗлкӗрнӗ, капансем тулли лартса тухнӑ улӑхалла ҫавӑрса, кунта пылчӑк ҫуккине курса, лашине сиккипе хӑваларӗ.

Тогда он свернул на скошенный и уже снова зеленевший луг, густо усыпанный копнами, — тут не было грязи, — и пустил коня в галоп.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Юханшыв енчен нӳрлӗх ҫапса тӑрать, тусем хушшинчен вӗрекен ҫил ҫулса тӑкнӑ утӑпа чечексен шӑршине илсе килет.

От реки тянуло холодком, из ущелья дул прохладный ветер, принося слабые запахи скошенных трав и цветов.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсене ҫулса пӑрахнӑ утӑ шӑрши пырса ҫапрӗ.

И на них повеяло запахом скошенного луга.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пулемётсенчен ҫулса тӑкаҫҫӗ.

Покосим из пулеметов.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ашшӗ темӗнле тата хаяртарах сӑмах каласшӑнччӗ пулас, анчах сасартӑк пӗр аллипе ҫӑварне хупларӗ те тепринпе лашт! ҫулса, Володьӑран пӑрӑнчӗ.

Отец хотел добавить еще что-то более сердитое, но вдруг схватился рукой за рот и быстро отвернулся от Володи, бессильно отмахиваясь другой рукой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сайра хутра, вӑхӑтран-вӑхӑта, полкра пурне те ҫулса, явса илекен темле ним йӗркисӗр шӑв-шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ кунӗсем пула-пула каятчӗҫ.

Изредка, время от времени, в полку наступали дни какого-то общего, повального, безобразного кутежа.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Нихӑҫан та хӑю ан ҫитернӗ пул кун пек тума! — кӑшкӑрчӗ вӑл, унтер-офицер патне чупса пырса та ӑна хулпуҫҫирен ҫулса тытса.

— Не смей этого делать никогда! — крикнул он, подбежав к унтер-офицеру и схватив его за плечо.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Буфетҫӑ, ҫакна курса, ӑна пакунран ҫулса илет, кӑшт ҫеҫ тӗппипех тӑпӑлтарса пӑрахмасть.

Тогда буфетчик схватил его за погон и почти оторвал.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сӑрт ҫинче ӑна ҫулса пуҫтарнӑ, ҫӗмелсем туса лартнӑ, аялта ҫулаҫҫӗ кӑна-ха…

На холме хлеб уже скошен и убран в копны, а внизу еще только косят…

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать.

А нагретая солнцем степь уже дышала всеми ароматами разнотравья, пресно примешивался к запаху скошенных трав запах теплой дорожной пыли, нечетко синели тонущие в мареве нити дальних горизонтов — и жадными глазами оглядывала Варя незнакомую ей задонскую, но все же бесконечно родную степь.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй Шырланпуҫра пурӑнма тытӑннӑранпа чи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫитсе килнине Давыдов юлашки кунсенче ҫеҫ уҫҫӑн туйса илчӗ: утӑ ҫулса та пӗтермен-ха — ӗҫҫи килсе ҫитет, ыраш куҫ умӗнчех саралса пырать; унпа пӗрлех тенӗ пек урпа пулса ҫитет; ҫум курӑксем те ашкӑнсах ӳсеҫҫӗ; ҫавӑнпа та, уйрӑм хуҫалӑхсен анисемпе танлаштарсан, тем пысӑкӑш курӑнакан колхоз пуссисенчи хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе кукуруз хӑйсене ҫӑм курӑкӗнчен тасатасса кӗтсе лараҫҫӗ; тулӑ вырма та кӗҫех тухас пулать.

Только в последние дни Давыдов ощутимо почувствовал, что настает самая напряженная рабочая пора за все время его пребывания в Гремячем Логу: еще не управились с покосом травы, а уже подходила уборка хлеба, на глазах начинала смуглеть озимая рожь; почти одновременно с ней вызревал ячмень; бурно зарастали сорняки, и молчаливо требовали прополки невиданно огромные, по сравнению с единоличными полосами, колхозные деляны подсолнечника и кукурузы, и уже не за горами был покос пшеницы.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пире валли утӑ ҫулса пама ӳркенменшӗн христус пулӑштӑрах сире».

Спаси Христос, что не поленились, накосили нам сенца».

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Япӑх пулсан та, эпир пулӑшусӑрах, хамӑр вӑйпах ҫулса тирпейлӗпӗр.

На худой конец, мы безо всякой помощи управимся и обойдемся своими силами.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫумӑр кансӗрлемесен, уярта ҫулса пӗтерсен — кӑҫал утӑ тем чуклех пулать! — терӗ Агафон Дубцов, Давыдовӑн пысӑк мар кабинетне кӗрсе, ывӑннипе сак ҫине ват ҫынла кӗхлетсе ларса.

Ежели не напакостят нам дожди и управимся с покосом засухо — не иначе огрузимся сенами! — сказал Агафон Дубцов, войдя в скромный кабинет Давыдова и устало, со стариковским покряхтываньем, садясь на лавку.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Утӑ ҫулса пӗтерсен кирлӗ таранах кӗлтӑвӑр, анчах халӗ вӑхӑт ҫук.

— После покоса молитесь, сколько вам угодно, а сейчас не время.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех