Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитичченех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвӑр пӗлменнине редакцие ҫитичченех ҫырмалла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑмпа арҫын ҫав мӗлке уй варринчи йывӑҫ пулнине ун патне ҫитичченех туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мӗн лайӑххипе мӗн япӑххине эс тӑруках уйӑрса илме пӗлместӗн ҫав, ахальтен мар ҫак тарана ҫитичченех таҫта Ҫӗпӗрте ҫӗрсе пурӑнатӑн, — тиркешрӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ытарайми ырӑ ҫын — Тимофей-хусах, вӑл ҫак тарана ҫитичченех Укаслушӑн чи шанчӑклӑ нукер та, вӗрентекенӗ те, сыхлавҫӑ та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксене мӗн Хурачул хыҫне ҫитичченех пирӗннисем хӑратса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Амӑшӗ пекех хӑй вилӗмӗ ҫитичченех вилесшӗн ӗнтӗ ку!..

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелсем, ҫурт-йӗр хыҫне пытанса, тӑшман енне ухӑран переҫҫӗ, анчах вӗсен ҫӗмренӗсем никамах та сиен тӑваймаҫҫӗ пулас, салтаксем тӗлне ҫитичченех ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унти халӑха ҫӗклӗпӗр те, пысӑк ҫар пухса, сана пулӑшма тухӑпӑр, вара санпа пӗрле телейлисен ҫӗршывне ҫитичченех пырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Техосмотр вӑхӑтӗнче пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех вӑл техника юсавлӑхӗ мӗнле пулнипе интересленсех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Лав тупаймасан, тен, яла ҫитичченех ҫӗклесе кайма тивет.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ун хыҫҫӑнхи иккӗмӗш мотоциклӗ вӗсен тӗлне ҫитичченех хытӑ тормоз парса чарӑнчӗ те, хыҫалта ларса пыракан автоматчиксем машина урлӑ малалла сирпӗнсе кайрӗҫ, мотоциклӗ те пӗкӗ туса ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсем ку вырӑна ҫитичченех йӗрлемеҫҫӗ пулӗ тесе, Кирук пӗр пысӑк хыр вулли ҫумне пырса сӗвӗнчӗ те, мӗнле те пулин сас-хура илтӗнессе кӗтсе, тимлӗн итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хырпа чӑрӑш вӑрманӗ малалла Ухтана ҫитичченех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Лида нимӗн те чӗнмерӗ, пуҫне аяккалла пӑрчӗ те проходнойне ҫитичченех тем шута кайса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Опытлӑ рабочисем юлманпа пӗрех, ҫамрӑксем вара ӗҫпе паллашса ҫитичченех цехран тухса шӑвӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Питӗнчи, сӑмсари юнне юрпа шӑлса тасатрӗ, унтан, хӗрача уринчи йӗлтӗрне салтса илсе, ӑна киле ҫитичченех аллинчен ҫавӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫур тӑвайккине чиперех ҫитрӗ пулас вӑл, унтан вара чикӗленсе кайса лапама ҫитичченех йӗлтӗрӗ-мӗнӗпе кустарса янӑ тулли михӗ пек йӑваланса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Телее, 98 ҫула ҫитичченех пурӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Анчах юратӑвӗ пиҫсе ҫитичченех, пӗр-пӗрне юратни ҫинчен уҫса каличченех вӗсене арестлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

— Мир пултӑр сире, ачамсем! — терӗ те Ултук аппа вӗсене пусӑ патне ҫитичченех куҫӗпе пӑхса тӑрса ӑсатрӗ.

— Мир вашему сердцу, дети мои! — ответила Евдокия н долгим взглядом проводила их до колодца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех