Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитиех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе кун хушшинче манӑн альбом ҫинче ҫичӗ портрет пулса тӑчӗ: Дуся вуннӑра, вунпӗрте, вуниккӗре… ҫапла, вунултӑ ҫулти Дуся патне ҫитиех йӗркипе.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

«Вӑл, ҫап-ҫамрӑк хӗрача, тен, ачалӑхран вӗҫне ҫитиех тасалса та ҫитейменскер», тесе калама сан ҫинчен халь ниепле те май ҫукчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, ҫап-ҫамрӑк хӗрача, тен, ачалӑхран вӗҫне ҫитиех тасалса та ҫитейменскер, хӑйне ҫавӑн пек шанчӑклӑн тытни, ҫынна пӗр иккӗленмесӗр, витӗрех ӗненни мана пуҫа ҫавӑрса ярас пекех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Юман вулли, аҫа ҫапнипе, ҫӳлтен пуҫласа тӗпне ҫитиех ҫурӑлнӑ, унӑн хуйӑрӗ хӑпӑнса, вакланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Манӑн кунта анмалла пулать, — терӗ вӑрӑм ҫивӗтли, — унӑн, — юлташӗ ҫине кӑтартрӗ вӑл, — Шупашкара ҫитиех.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӑл вӗсене хӑвӑрт страницӑсем тӑрӑх йӗркелесе майлаштарчӗ те малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиех вуласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анатра, шыв айӗнчен пекех, тулли уйӑх ҫӗкленетчӗ, ун патӗнчен пуҫласа, Атӑл тӑршшӗпе, пирӗн пата ҫитиех, хӗрлӗ вут юпи тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

…Симфони юлашки пайӗсене Аня вӗҫне ҫитиех темӗнле хӑй те ӑнланмасӑр, йӑвашланса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кайран вӗсене Мосальский килне ҫитиех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Телее ҫухатас марришӗн тата ӑна ҫӗнӗрен тупассишӗн эсӗ вӗҫне ҫитиех кӗрешмен.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех кунта эпӗ хамӑн юратӑва тата, ҫавна май, ҫынсен юратӑвне те мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиех кӑтартма тӑрӑшнӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эп хамӑн документсене ӑнсӑртран манса хӑварни вӑл ниме те пӗлтермест, хамӑрӑн ҫӗршывра эпӗ пӗр хут таткисӗр те таҫта ҫитиех кайма пултаратӑп!

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Аркаш хӑй те тӑван ялне икӗ ҫул каялла ҫеҫ таврӑннӑ, Владивостока ҫитиех тӗнче касса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шурӑ пир ҫенӗк картлашки патне ҫитиех тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Укаслупа Алюнов отрячӗ ҫак ялта ҫирӗме ҫитиех ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑк йывӑҫсене ҫил ҫӗре ҫитиех аврӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай мучие хусах калани питӗ килӗшрӗ, вӑл ӑна ним чӗнмесӗр ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ватӑ ҫынна ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, Валтиел чиркӗвӗ ҫак хӗрарӑм куҫҫулӗпе никӗсрен пуҫласа вӗҫне ҫитиех ҫӑвӑнчӗ иккен…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене ҫапкаланса ҫӳрекен йытта сутнӑ пек таҫти-таҫти ҫӗре ҫитиех сута-сута яраҫҫӗ, хӗрӗсене тем тӗрлӗ мӑшкӑл кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех