Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫип сăмах пирĕн базăра пур.
ҫип (тĕпĕ: ҫип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем ҫип сӗвемӗ ҫине пӗчӗкҫӗ туйӑр кӗпҫесем тирсе тухнӑ та хӳре текен яркӑч тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Халӑх тумӗпе пӗрле ал ӗҫ ӳнерӗ аталанса пынӑ ⎼ чӑваш пир тӗртнӗ, ҫип пӗветнӗ, тӗре-эреш тӗрленӗ, капӑрлӑх ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Саманта Смитпа Кати Лычёва хисеплесе ҫип тӗсне ят панӑ — Samantha-Katya pink.

В честь Саманты Смит и Кати Лычёвой названа разновидность пряжи — Samantha-Katya pink.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Елюте, йӗппе ҫип тупса пар-ха…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кукамай йӗкипе ҫип арлама чарӑнса кӗнчелине айккине хучӗ те кӑмака тӗпелне иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Кукамай Марфа Трубина сӑнланӑ геройсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашса пынӑ май тек-текех: — Эй, тур-тур, хоспоти помилуй! Ай-ай-ай, нивушлӗ ҫакӑн пек пулать-ши пурнӑҫра? — тесе тӗлӗнсе, пуҫне сула-сулах ҫип арлать.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Кӗнчелери пысӑк тӗркерен туртӑннӑ, ҫителӗклӗ тӑсӑлнӑ ҫӑма пӗтӗрсе ҫип тӑвас тесе йӗкине сылтӑм алӑри пӳрнисемпе пӗлтӗр-р-р! ҫавӑрса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Кукамай вара хӑйӗн кӗнчелеҫҫине илетчӗ те ӑшӑ кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине ларса таптарнӑ сурӑх ҫӑмӗнчен ҫип арлама тытӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫулӑм хӗррисем шупка, варринче, ҫип йӗри-тавра, хӗрлӗ тӗс куҫа йӑмӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Каччӑ, хӗр хирӗҫлеменнине кура, аллине ирӗке ячӗ: икӗ ҫип пӳске пек хӑпарса тӑракан кӑкӑрӗнчен, пилӗкрен аяларахри вырӑнтан ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Участок пуслӑхӗсем ӑна шур катанпир ҫинчи ҫип тӗвви пек ытлашши япала пулнӑн туяҫҫӗ, тӗрлӗ канашлура ун пирки тиркешсе калаҫаҫҫӗ, тӑрӑхласа илме те хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тинех ӑна пухса ҫыхасшӑнччӗ, ҫип татӑлчӗ те шӑрҫасем чӑлпар саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫип вырӑнне вӗсен — шӑнӑр, йӗп вырӑнне — пулӑ шӑммисем.

Вместо ниток служат жилы, вместо иголок — рыбьи кости.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсенчен иккӗшне ҫип тухса тӑракан вырӑнсене лартас пулать.

Две из них надо поставить в тех местах, где из шарика выходит бечевка.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак хӑвар тунӑ хатӗре пӗтӗрмен ҫип вӗҫне ҫыхӑр.

Подвесьте сделанный вами прибор на некрученой нитке.

Компаса кашни харпӑр хӑй тӗллӗн мӗнле тума пултарать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна ҫапла тунӑ пулнӑ: пластинкӑна магнитланӑ та ӑна варринчен ҫип вӗҫне ҫыхнӑ.

Он состоял из намагниченной пластинки, которая подвешивалась на нитке.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫип курӑк.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫип ҫапнӑ пек туп-тӳрӗ утать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурнӑҫа вара ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ илсе пыма ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ӑстасем пӳрт пураланӑ чухне, — терӗ Софронов, дояркӑсем ҫине тинкерсе пӑхса, — пӗренене ҫип ҫапса чутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех