Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫеҫкене (тĕпĕ: ҫеҫке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫкене ларнӑ ҫӗмӗрт хӑйӗн ырӑ шӑршине таврана сарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Хӑш-пӗр кактуссем ҫеҫкене ларсанах хӑраҫҫӗ, пулӑсем те пур ун йышшисем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл ҫеҫкене ларнӑ хыҫҫӑн вилет тет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче кунта пирвайхи чечексем — ҫеҫпӗлсем, незабудкӑсем ҫеҫкене лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Акӑ кунта, сӑрт хӗрринче, такам «савать-и, савмасть-и» текен чечек ҫеҫкене татса тӑкнӑ: ахӑртнех, «юмӑҫ янӑ» пулас: татса пӗтернӗ сар чашки ҫине, ав, пӗр мӑшӑр шур ҫеҫке юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫулсеренех майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисене халалласа лартнӑ палӑксем ҫывӑхӗнче чечексем ҫеҫкене лараҫҫӗ, вӗсем ҫывӑх ҫынсен сӑнӗсене куҫ умне кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Сӑрламан йывӑҫ рамка ӑшӗнче — кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларас, сывлӑша пыл шӑрши сарас ҫурхи сад.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чӑннипе вӗт-ха, ӗнер кӑна хамӑр тӑванпа ҫӗмӗрт халь те ҫеҫкене ларман, чечек ҫурман тесе тавлашаттӑм…

Куҫарса пулӑш

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

Чылайччен пӑхса тӑчӗ вӑл ҫав ҫеҫкене.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ун чухне, анкартинчи ҫӗмӗрт тӗмӗсем шап-шурӑ ҫеҫкене ларнӑ ҫурхи хӗрӳллӗ кунхине, Малан кинеми хӑй ҫуралса ӳснӗ Автанкассине ҫула май кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӳллӗ маччаллӑ кӑн-кӑвак таса тӳпенелле шуххӑн ярӑнса хӑпаракан хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисем ҫӗр ҫинелле кӑвар пекех пӗҫертсе сапӑнмаҫҫӗ пулин те, пӗрре ҫеҫкеленсе ешерсе лӑпланнӑ ҫутҫанталӑкӑн ҫуркуннехи пек техӗмлӗ хӗрӳлӗхӗ халь те пӗтменни сисӗнет: типсе хӑмӑрланнӑ ҫӗрулми ҫеҫкиллӗ касӑсем хушшинче иккӗмӗш ҫеҫкене ларнӑ сенкер утмӑлтуратпа шап-шурӑ салтак тӳмисем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав сасӑ еннелле палт ҫаврӑнса куҫа ывӑтрӑм та курах кайрӑм — лутра кӗтӗ тӗлӗнче темле ҫамрӑк, виҫесӗр «ҫеҫкене кайнӑскер», ман кӗпе-йӗм патӗнче кукленсе ларнӑ та аллисене ҫӗрулми суйланӑ пек хускаткалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗр эрне… шутласан пӗр эрне нумай та мар пек туйӑнать, анчах та кӗрхи сивӗ ҫанталӑкра та хушӑран улмуҫҫи хӑйӗн вӑхӑтне улӑштарса ҫеҫкене ларнӑн, Клавӑн хальтерех кӑна-ха ыратупа тулнӑ чӗрине шӗл-кӑварлӑ юрату ҫунтарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хурӑн тӑррисем кӑтраланнӑ, ҫӗмӗрт йывӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларасшӑн, тумне улӑштарма васкаман юман та, савнӑ тусне кӗтекен йӗкӗт пек, хӗвел еннелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрхенӳсӗр вичкӗн ҫил ҫавна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӗр аллинчи ҫеҫкене вӑйпа пырса силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ку пӗлӗтсем ҫеҫкене ларнӑ улмуҫҫисем пекех, хӑй ӑссӗн калаҫрӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ма эс, сад, савӑк сад, ҫеҫкене ир ларан?

Куҫарса пулӑш

Савӑксӑр сад // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кукшапуҫ (одуванчик) ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра, вӗлле хурчӗсем чечек тусанӗ (пыльца) пуҫтарма кайнисем ҫеҫке ҫинчех шӑнса вилни чылай пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Кукуруза тӑватӑ ҫеҫкене ларсан, хӑйсемех вӑлтана аван хыпаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Хурӑн хӑйӗн савӑнӑҫ куҫҫульне тӑкма пӑрахнӑ ӗнтӗ, вӑл сип-симӗс ҫулҫӑ сарнӑ, ҫӗмӗртпе палан та ҫеҫкене ларма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех