Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫеремлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫеремлӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сурпан пек ансӑр анана икӗ енчен те ӗмӗрхи ҫеремлӗ мишесем хӗссе выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял хӗрринчи ҫеремлӗ те ҫӗмӗртпе ҫӑкаллӑ вырӑнсенче, Иван мучи колхоз валли ӗрчетнӗ улма-ҫырла пахчинче, ҫывӑхри ката-вӑрманта ҫӳреҫҫӗ пӗр-пӗрне ӑнлансах ҫитеймен икӗ чун.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кунта ҫеремлӗ вырӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫак тӗлте тӑвӑпӑр пӑру витине, — терӗ Якур, кивӗ вите ҫумӗнчи ҫеремлӗ вырӑна тӗллесе.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫеремлӗ сукмак тӑрӑх утма лайӑх.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑшт кайсанах вӑл сӑрт айнелле чалӑшшӑн ҫеремлӗ шырлан аннине курчӗ те: «Ара, эпӗ ҫак шырлан тӑрӑх хӑпарма пултаратӑп-ҫке, шырланӗ шывсӑр, пит тикӗс, чӑнкӑ та мар. Аяла анса ҫитес те лашана кантарас, вара ҫак шырланпа хӑпарса каяс», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Верук сасартӑк ҫухалнӑ хыҫҫӑн Вавил Казахстана, ҫеремлӗ ҫӗрсем ҫине, тухса кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Таҫта ҫавӑрса ҫитерет-ха ӑна пурнӑҫ урапи: те чикӗ леш енне, те хӑй ҫарран чупса ҫӳренӗ ҫеремлӗ урама? —

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗне, ниҫта кайса кӗреймесӗр, малалла ӑнтӑлчӗ, малти урисем шырланӑн ҫеремлӗ хӗрринех ҫакланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырма ял патӗнче тарӑн мар, такана пек авӑнчӑкскер, тип-тикӗс ҫеремлӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрман хӗррине лапчӑннӑ пӗчӗкҫӗ ялта пурӑнакансем каҫ пулнӑ-пулманах ҫывӑрма выртнӑ тейӗн — ешӗл ҫеремлӗ сарлака урамра никам та курӑнмасть, нимле сас-чӗвӗ те илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Микиш пулӑшнипех анса, эпӗ ҫӗмӗрт кӗтти ҫумне, ҫеремлӗ ҫӗр ҫине кайса выртрӑм, кӑштахран хам тӗллӗнех ура ҫине тӑранҫи турӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫӗрулми анин (ку тӗле ун иккӗмӗш ҫӑкӑрне кӑларса-пуҫтарса илнӗччӗ ӗнтӗ) сылтӑм енче, варринче, ҫеремлӗ вырӑнта кашласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Компаньонсем, ӗнтӗ ӑссӑн «симӗс ҫӗлен ҫине утланнӑскерсем», ӗхлете-ӗхлете, васкасах унӑн сӗвек, ҫеремлӗ аяккипе хыҫа-хыҫӑн анса, чӑлт-чӑлт, чӗлтӗр-чӗлтӗр юхакан, чӑх та сиксе каҫмалла ансӑр, симӗс штыкланса ашкӑракан хӑях хупланӑ юханшыв хӗрринчи ем-ешӗл хӑваллӑ вырӑна ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самаях пысӑк ҫеремлӗ лаптӑка йӗри-тавра сеткӑллӑ тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тырӑ пуссинчи ҫеремлӗ ҫулпа халӑх утать.

По дороге среди хлебного загона идут люди.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳҫе текен уйсенче, Шурка ҫырми леш енче, Санькасси — Тутарла Кӑнаш ҫулӗ (ҫеремлӗ сарлака ҫулччӗ, халӗ сухаласа тӑкнӑ) хӗррипе улӑп юмансемпе хурамасем ӳсни лайӑх ҫирӗплетет.

На полях, называемых Сюзе, за оврагом Шуркка, вдоль дороги Санькасы — Татарские Кунаши (был широкой дорога с порослями травы, теперь она вспахана) хорошо подтверждается расположением дубов и вязов.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Таптаса лапчӑннӑ ҫеремлӗ лапамра вӗсем Лося курчӗҫ; вӑл ханкӑра кӗмелли тӗлте выртать, — пичӗпе мӑк тӑплӑмӗнче, юн кӳлленчӗкӗнче.

На истоптанной площадке они увидели Лося, — он лежал у входа в пещерку, лицом в мох, в луже крови.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Трактор лаша вырӑнӗнче иккен, ӗҫ вӑкӑрӗсем вырӑнне ӗҫлеҫҫӗ, хытта юлнӑ ҫеремлӗ ҫӗрсене те ҫӑмӑлах уҫма пултараҫҫӗ.

Тракторы заменяли лошадей, волов, могли легко поднимать твердые залеги.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех