Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемйипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра Анна Никитична ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юмансарти кинемей 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37607.html

1988 ҫулта ҫемйипе Парижа пурӑнма куҫнӑ.

В 1988 году переехала с семьёй в Париж.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Ҫемйипе пуҫтарӑнса вӗсен сулхӑнӗнче канӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапла ҫемйипе пуҫтарӑнаттӑмӑр та, пурнӑҫ йывӑртараххине те, тӗнчере вӑрҫӑ пынине те манса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпир сире Ситекпуҫӗнчи Ерастовсен туслӑ та нумай ачаллӑ ҫемйипе паллаштарасшӑн.

Мы хотим познакомить вас с дружной и многодетной семьёй Ерастовых.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3641505

Ҫавӑнпа та хӗр ҫак ӗҫе хӑй аллине илме шут тытнӑ, ҫемйипе пиччӗшӗ пулӑшнипе купсан ҫуртне колхозран 250 000 тенкӗ тӳлесе туяннӑ.

Поэтому девушка решила всё взять в свои руки и с помощью семьи и брата выкупила особняк купчихи за 250 000 рублей у колхоза.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Паян хаҫат тусӗсене Мурашкинсен ҫемйипе паллаштарас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Кукаҫипе кукамай Мишша тете ҫемйипе кӳршӗллӗ пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Эрне каялла кӑна-ха облаҫа ҫемйипе (тахҫанах арӑмсӑр тӑрса юлнӑскер, амӑшӗпе Крахвинепе пурӑнатчӗ) яланлӑха сывпуллашса тухса кайрӗ — арестлӗҫ е персе те пӑрахӗҫ тесе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи хурлӑхлӑ самант ҫитрӗ — салтак тӑван килӗпе, ҫемйипе, ашшӗ-амӑшӗпе, арӑмӗпе, ачисемпе сывпуллашать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫемйипе тата миҫе кӑна ӑмӑртура палӑрман-ши/ Лариса Владимировна мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗсемпе вӗсем малтанхи вӑхӑтсенче кашни тупӑшӑва тенӗ пек хутшӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Халӗ ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.

Теперь проживает с семьей сына.

Трактористка 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36171.html

Юбиляр Иван ывӑлӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Паян вара, авланни ҫур ҫул ҫитнӗ ятпа, вӑхӑта хӑй ҫемйипе пӗрле ирттерес, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шупашкарта пурӑнакан, Афанасьевсен ҫемйипе кӳршӗллӗ тата тӑванлӑ 86 ҫулхи Я. А. Андреев аса илнӗ тӑрӑх, пулас ученӑй ашшӗ Онисим Андреевич тӗлӗнмелле ӑслӑ, ачисене вӗрентме тӑрӑшнӑ чӑваш пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Аркадий Айдакӑн ҫемйипе канашланӑ хыҫҫӑн.

После совещания с семьей Аркадия Айдака.

Комбайн «Айдак» мар, «Аван» ятлӑ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35793.html

Хӗрӗ Вика Комсомольскине ӗҫе ҫӳрет, Лева ывӑлӗ те ҫемйипе килсех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Паянхи кун ветеран Анатолий ывӑлӗн ҫемйипе килӗштерсе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Вӑл ҫак ӗҫсенчен пушанма ӗлкӗрет кӑна — карчӑк ывӑлӗ хӑй ҫемйипе килсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Васильев инженер хӑйӗн ҫемйипе хуларан инҫетри яла пурӑнма куҫнӑ!» тесе радиопа телевизор та час-часах шавларӗҫ, хаҫатсенче те ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех