Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫепӗҫреххӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи ӗнтрӗкре унӑн куҫӗсем пысӑкраххӑн тата пушшех те ҫепӗҫреххӗн курӑнчӗҫ, вӑл тӑрсан-тӑрсан темшӗн ман ҫине пӑхса кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Табак хӑрушла хӑватлӑ; сиксе вӗрекен, тилӗрекен хумсем ҫу сапсан лӑпланнӑ пекех, — табак та туйӑмсен вӗчӗрхенӗвне ҫемҫетсе вӗсене темиҫе сий аяларах антарать; туйӑмсем тикӗсреххӗн, ҫепӗҫреххӗн янӑрама тытӑнаҫҫӗ.

Табак страшно могуч; как масло, вылитое в скачущий разрыв волн, смиряет их бешенство, так и табак: смягчая раздражение чувств, он сводит их несколькими тонами ниже; они звучат плавнее и музыкальнее.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Куҫкӗски умӗнче темӗн тӗрлӗ кулӑ та туса пӑхрӗ, аллисене ҫепӗҫреххӗн тытма, куҫран ачашшӑн пӑхма вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Поручике тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пар та хӑвна ҫепӗҫреххӗн тыткала, вӑл вӗреннӗ ҫын, йӗркеллӗскер.

Только расскажи поручику все по-хорошему и не груби, он из благородных, академию кончал.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫепӗҫреххӗн юрамасть-им… — терӗ Йован, мӗн те пулин шутласа кӑларасшӑн вӑхӑта юриех тӑсса.

Можно бы и повежливей… — заговорил Йован, только чтобы выиграть время.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл мана тата ҫепӗҫреххӗн чуптӑвать.

Она еще нежнее целует меня.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех