Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхи ӗнтрӗкре унӑн куҫӗсем пысӑкраххӑн тата пушшех те ҫепӗҫреххӗн курӑнчӗҫ, вӑл тӑрсан-тӑрсан темшӗн ман ҫине пӑхса кулса илчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Табак хӑрушла хӑватлӑ; сиксе вӗрекен, тилӗрекен хумсем ҫу сапсан лӑпланнӑ пекех, — табак та туйӑмсен вӗчӗрхенӗвне ҫемҫетсе вӗсене темиҫе сий аяларах антарать; туйӑмсем тикӗсреххӗн, ҫепӗҫреххӗн янӑрама тытӑнаҫҫӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Куҫкӗски умӗнче темӗн тӗрлӗ кулӑ та туса пӑхрӗ, аллисене ҫепӗҫреххӗн тытма, куҫран ачашшӑн пӑхма вӗренчӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Поручике тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пар та хӑвна ҫепӗҫреххӗн тыткала, вӑл вӗреннӗ ҫын, йӗркеллӗскер.Только расскажи поручику все по-хорошему и не груби, он из благородных, академию кончал.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫепӗҫреххӗн юрамасть-им… — терӗ Йован, мӗн те пулин шутласа кӑларасшӑн вӑхӑта юриех тӑсса.Можно бы и повежливей… — заговорил Йован, только чтобы выиграть время.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл мана тата ҫепӗҫреххӗн чуптӑвать.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1