Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яштака сăмах пирĕн базăра пур.
яштака (тĕпĕ: яштака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яштака каччӑ та ташшине вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яштака каччӑ нумайччен маттур та илемлӗ ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яштака каччӑ ташлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ну! — уҫӑ та янравлӑ сассипе кӑшкӑрчӗ яштака каччӑ, вӑрӑм ҫӳҫне силлентерсе, — хаваслӑрах кала хут-купӑса!

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Лукарьен чӗрине каччӑн капӑр тумӗ мар, унӑн яштака пӗвӗ, панулми пек ҫаврака та илемлӗ сӑн-сӑпачӗ, ӑш кӑмӑллӑ та ҫивӗч куҫӗсем тыткӑна илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье хӗр ӗмӗрӗнче курнӑ каччӑсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тишкернӗ хушӑра, ун куҫӗ умне таҫтан пӗр яштака каччӑ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш Яшминче хӗрӗх ҫул ытла лавккаҫ пулнӑ хыткан Лариван Левентейӗпе пичке пек шыҫмак арӑмне, вӗсен инженерта ӗҫлекен ҫӳллӗ те яштака, кӑтра ҫӳҫлӗ ывӑлне тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем инҫе ҫула ӑсатса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иккӗшӗ те ҫӳллӗ те яштака кӗлеткеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тетӗшӗнчен чылай ҫӳллӗрех, яштака кӗлеткеллӗ, тӑн-тӑн ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Теприне, хитре те яштака йӗкӗте, пуринчен те чеереххине, хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрне ют ҫынна пӑрахса панӑ аҫтахана чиксе пӑрахмалла малтан.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тукай мӑнукӗ чикан хӗрӗ еверлӗрех, хура, яштака.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн Нухайра хӗрсем хура ҫӳҫлӗ, хура куҫ харшиллӗ, яштака.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак вӑл, ман тимӗрҫӗ, — терӗ турхан унпа пӗрле тухнӑ яштака та хитре мӑрсана Северьян ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗ — яштака та тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм — чупса тухса ыталарӗ ӑна, вӑл килессине пӗлсе пуҫтарӑннӑ тӑванӗсем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь пырса ҫитнӗ мӑрсасене хирӗҫ чаплӑ тумланнӑ икӗ ҫын — ҫӳллӗ те яштака вайпутпа лутра та тачка, кукӑртарах ураллӑ тутар княҫӗ тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сан ҫулу каллех Мускавалла выртать, Мухаммед Касымов Едигер, —терӗ государь хӑйӗн умне пырса тӑнӑ яштака тутар ҫине шӑтарасла пӑхса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Регентша пӳлӗмӗнчен ватӑла пуҫланӑ яштака улан тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ вӑл, ҫаралса юлнӑ яштака хурӑн.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Сан пекех яштака вал, сан пекех илемлӗ, кӑтра пуҫлӑ…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Каччӑпа хӗр пӗр ҫӳлӗ те яштака хурӑн айӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех