Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яштака сăмах пирĕн базăра пур.
яштака (тĕпĕ: яштака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, яштака, хура кӑтра ҫӳҫлӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗвӗ яштака.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӗвӗр тӑрӑллӑ, яштака хӑяхсем туллиех вара.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, яштака пӳллӗскер, пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ те яштака, хитре.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Яштака, тӳп-тӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, яштака, сарӑ ҫӳҫлӗ Наташа хитре сассипе юрӑ шӑрантарать: Свет твоего окна Для меня погас Стало вдруг темно.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Яштака, сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр тахҫанах кӑмӑлне каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Кӗлеткӳ сан ҫӳллӗ хыр пек яштака, сӑну илемлӗ — ташшу та ҫапла илемлӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Хура чӗкеҫ пек хура пулнӑшӑн, хӑва пек яштака пулнӑшӑн, кӗмӗл шӑнкӑрав пек сассушӑн, шыв юххи пек уттушӑн юрататӑп, — терӗ вара каччи.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Яштака кӗлеткине хӑва пек авкаласа, пӗр картлашка ҫинчен теприн ҫине лӑнк-лӑнк пусса, васкамасӑр анать, ҫиле хирӗҫ питне пӗркелентерсе, куҫне хӗссе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй ҫӳллӗ, яштака пӳ-силлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑмла шалчи пекех ҫӳллӗ, яштака.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ яштака кӗлеткеллӗ арҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑнӗпе кӗлеткинчен аптрасах каймасть вӑл: яштака пӳ-силлӗ, хуп-хура куҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шурӑ пурҫӑн кӗпе яш хурӑн пек яштака ҫамрӑк ӳт-пӗвӗн илемлӗхне пытармасть, унӑн мӗнпур илӗртӳлӗхне, ҫепӗҫлӗхне кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта пӗлӗтелле кармашакан яштака ӑвӑссемпе шурӑ хурӑнсем, симӗс тумлӑ хырсемпе чӑрӑшсем, кӗреш юмансем, сап-сарӑ мӑйӑрӗсене кӗҫ-вӗҫ ҫӗре сапас пек ларакан шӗшкӗ тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Герасим Федотович ҫунман сигарета ӗме-ӗме Тураевсен тӗлне ҫывхарнӑ чух вӗсен юман юпаллӑ чӗнтӗрлӗ хапхинчен ҫирӗм пиллӗкрен иртнӗ яштака йӗкӗт ҫивӗччӗн вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех