Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яшка сăмах пирĕн базăра пур.
яшка (тĕпĕ: яшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем килте яшка ҫисе ларнӑ чухне тырӑ ҫинче ҫӳрекен хурӗсемпе сыснисене уй хуралҫи Пӑраски Илли колхоз витине хӑваласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Суту-илӳ ҫак «таса турӑ ҫуртӗнче» те пӗр-пӗр Кавал, Выл е Энтри пасарӗнчи пекех: ҫӳхе кӗсъеллисем валли — таса мар ӑвӑсран е яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫинҫешке пӗчӗк ҫур-та, хулӑн кӗсъеллисем валли – пуҫ пӳрнерен те хулӑн, вӑрӑм, витӗр курӑнакан ҫурта.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗри яшка хыпӑн — сиввине те вӗрсе сыпӑн, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ну, кӗҫӗр симӗс яшка ҫиетпӗр! — терӗ те хӗр карта ҫумӗнчи ҫамрӑк вӗлтӗрене татса хаҫат ҫине тултарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Карчӑк сӗтел ҫине клеенка сарчӗ те пирӗн ума пӑсланакан яшка, пӗр турилкке аш; пӗр чашӑк пыл, пӗчӗк сӑмавар лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗччен пуҫӑн ача ӳстересси — яшка пӗҫерсе ҫиесси мар.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Арӑмсӑр пурнӑҫ — тӑварсӑр яшка.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эпӗ яшка пӗҫерсе хатӗрленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫул ҫинче самаях выҫнӑ Сахар хыпалансах вӗри яшка сыпма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вӗри яшка, шаркку, ҫӑкӑр, кашӑксем…

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яшка, халӑх, шӗлӗ, — терӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп илтрӗм паҫӑр, пӗри яшка терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗтел хушшинче ларса пӗр чашӑкран яшка сыпнӑ чух мӗн ҫинчен пуплемелле-ши унпа, кама ырламалла-ши, кама хурламалла-ши?

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашӑкне яшка сыпмассерен сӗтел ҫине хурать, кӗтет.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑр ӗнтӗ, Иливан, яшка пиҫнӗ, — терӗ асламӑшӗ калама ҫук йӑваш та ҫемҫе сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яшка вырӑнне пӑтранчӑк шыв ҫиетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михала та час-часах ӳсӗр таврӑнсан вӑрҫа пуҫларӗ: е яшка сивӗнсе кайнӑ, е ун ҫине хӑрӑм кӗрсе ӳкнӗ, урайӗсем те тепӗр чух таса мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Виктор Андреевич пӑтана ҫакса янӑ сахӑр хутаҫҫине илсе салтрӗ, кӑмака ҫинчи чейникрен алюмини кружка ҫине чей ярса, сахӑрне яшка кашӑкӗпех пӑтратрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Пулштух пар та яшка пӗҫерсе пыр, эпӗ сана хурал пӳртне хамах уҫса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех