Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яшка сăмах пирĕн базăра пур.
яшка (тĕпĕ: яшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ яшка ҫи ӗнтӗ, унсӑрӑн сивӗнсе каять тата.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ну, вӑт, кинемей, халӗ майӗпе тӑрса лар-ха, сана вӗри апат ҫитерем, — терӗ Лена, пуканӗ ҫине тирӗкпе вӗри яшка пырса лартса.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вучӗ ҫунса пӗтнӗ ҫӗре яшка та пиҫсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ те ав кӑмака хутса кӑларнӑ, вучахра яшка пӑсланса ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Старикку халлӗхе санӑн ҫирӗп-ха, эсӗ лучшӗ эпир килнӗ ҫӗре тутлӑрах яшка пӗҫерсе хатӗрле, юрӗ-и?

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр хушӑ нихӑшӗ те ним чӗнмесӗр яшка сыпма пикенчӗҫ, анчах Матвей Захарч кун пек нумаях лараймарӗ, вӑл кашӑкне аяккалла хучӗ те ывӑлӗ ҫине тӳррӗн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӑра яшка тутӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Шӑнкӑртам — аякри тутар ялӗ-ха вӑл, анчах яшка витӗр ял епле курӑнтӑр?

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Маюк инке мухта-мухта апатланчӗ, яшка ҫинчи хӑрӑм пӗрчисем те, салма ӑшӗнчи ҫӑнӑх муклашкисем те ӑна вырӑнлӑ туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Пӳртре яшка лӑкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Никама та ашсӑр яшка ҫитерместчӗ, пылсӑр чей ӗҫтерместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Государство ӗҫсӗр ҫынсене талӑкра пурӗ те пӗр чашӑк шӗвӗ яшка тата мамалыга татӑкӗ парса кӑна пулӑшать.

Помощь, оказываемая государством безработному, состояла из миски баланды и ломтика мамалыги, выдаваемых один раз в день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Халӑхпа ҫывӑхрах пулас» тесе паҫӑр сӗтел хушшинче ик-виҫӗ кашӑк яшка сыпни халӗ ӑна ҫине-ҫинех какӑрттарса хуплантарчӗ, вӑйран ячӗ, кӗҫ-вӗҫ ӑнран кайса ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе ӳкес патнех ҫитерчӗ.

Эти две-три ложки похлебки, которые он, порываясь «сблизиться с народом», проглотил за столом, теперь отрыгались ему сторицей, доводя до дурноты, до обморока.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Манӑн ачасем кунта яшка пирки сӑмахларӗҫ.

— Мои ребята толковали тут про суп.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Утса пынӑ ҫӗртех Урсэкие йӗрке тума тӑрӑшрӗ: мӗнле те пулин чашӑка сӗтел варринерех вырнаҫтарса лартрӗ, хӑй умӗнчи яшка ҫине тимлесех пӑхакан пӗр-пӗр вӗренекене пуҫӗнчен пӳрнипе шаклатса илчӗ, хирлӗ вӑхӑтра хӑшӗн те пулин сӑмси умне хӑйӗн хытӑ чӑмӑрне илсе пычӗ, вара каллех поста таврӑнчӗ.

На ходу он следил за порядком: отодвигал какую-нибудь миску, давал щелчка ученику, который подозрительно усердно глядел на стоявший перед ним суп, грозно, если находил нужным, подносил к чьему-нибудь носу , костлявый кулак, потом молнией снова возвращался на свой пост.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ку яшка мар, сыснасем валли хатӗрленӗ мӑшкӑлтӑк шыв кӑна!

— Это хлёбово свиное, а не суп!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Манран йӗрӗнместӗн-и эсӗ? — хӑйӗн хура сухалне айккинелле пӑрса яшка ҫиме пуҫларӗ Хородничану.

— Ты не брезглив? — и, отведя вбок свою черную бороду, принялся за суп.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашнин умнех шӑвӑҫ чашӑксемпе яшка пырса лартнӑ.

Перед каждым красовалась серая жестяная мисочка с похлебкой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Арӑмсемсӗр ниҫта та каяймастпӑр эпир, Хӗветӗр, пирӗн вӗсене йӑтсах ҫӳрес пулать, вӗсем пире яшка вӑхӑтра пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Хӑйсем килте яшка ҫисе ларнӑ чухне тырӑ ҫинче ҫӳрекен хурӗсемпе сыснисене уй хуралҫи Пӑраски Илли колхоз витине хӑваласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех