Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятлаҫрӗ (тĕпĕ: ятлаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обломов шӑнса хытрӗ, тарӑхрӗ, тепӗр куннех тухса каятӑп, тесе ятлаҫрӗ.

Он иззяб и рассердился, объявив, что съедет на другой же день.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Валя патне пыратчӗ те, Валя ӑна, пӗрре шӳтлесе, шимпанзе йышши упӑтесен хушшинче пӑрахӑҫланӑ юрату ҫинчен каласа пачӗ те вӑл йӗре-йӗре ятлаҫрӗ.

Он приезжал к Вале, плакал и страшно накричал на него, когда Валя в шутку привёл ему подобный пример отвергнутой любви среди обезьян шимпанзе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ун пек тутарма юрать-и?! — тарӑхса ятлаҫрӗ тет настройщик.

— Этого нельзя позволять! — возмущался он.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑрахут ҫинче вӑл вӗҫӗмренех шухӑшласа пычӗ — куҫхаршисене сиккелентерчӗ, пуҫне пӑркаларӗ, — хӑй ӑшӗнче кӑна такампа ятлаҫрӗ пулас.

На пароходе она все думала – поднимала брови, покачивала головой, – должно быть, спорила с кем—то в уме.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурри тӗлӗрнӗ пек аташса выртса, вӑл тӳшек ҫинче хуҫкаланчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса йынӑшрӗ, такама чӗнчӗ, такампа ятлаҫрӗ, темскер ыйтрӗ.

Находясь в бредовой полудреме, он метался на тюфяке, стонал, скрежетал зубами, кого-то звал, с кем-то ругался, чего-то требовал.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӑх умӗнчи хӑвӑр ответлӑха ӑнланатӑр-и эсир? — типнӗ пӳрнисемпе сӗтеле шакка-шакка ятлаҫрӗ Малышиха.

Вы свою ответственность перед народом понимаете? – Малышиха постучала сухими костяшками пальцев по столу.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Лешне, Курск патӗнче хӑйне ҫурӑмӗнчен аяларах тимӗр канахвитпе ӑшалантарнӑ «ирсӗре», ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр вӑрҫрӗ, ятлаҫрӗ.

Материл про себя «того урода», который всыпал ему под Курском горсть железных конфет ниже пояса.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех