Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятлаҫрӗ (тĕпĕ: ятлаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗчӗк ача терӗн пуль, — ятлаҫрӗ вӑл.

— Маленького нашла… — ворчал он.

Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.

— Тек ан ухмахлан! — шӑтӑк тӗлӗнче ятлаҫрӗ Бурлак.

— Хватит дурака валять! — проворчал над люком Бурлак.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Эх, мӗнлерех ятлаҫрӗ вара вӑл?

Как он, бедолага, ругался!

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Парӑнсам, парӑнсам, парӑнсам ӗнтӗ, мур тӗплесшӗ?» — урисене шӑнӑр туртма пуҫланине туйса, йӑлӑнчӗ те, ятлаҫрӗ те вӑл.

«Покорись, покорись, ну, покорись же, проклятый!» — умолял и ругался он, чувствуя, что ноги начинает сводить судорога.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Прохор вӗсен хӳрисене типтерлӗн ҫыхса хучӗ, тӑтӑшах урапа ҫинчен сиксе анса, ҫул айккипе утрӗ, урисене пылчӑк ӑшӗнчен аран турткаласа кӑларнӑ май, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ятлаҫрӗ:

Прохор по-хозяйски подвязал им хвосты, часто слезал с повозки, шел сбоку, с трудом вытаскивая из грязи ноги, бормотал:

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан Аникушка хашкаса чупса ҫитрӗ, аякранах кӑшкӑрса ятлаҫрӗ:

Потом, запыхавшись, прибегал Аникушка, орал еще издали:

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах казак, урапа ҫине пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗкленсе тӑрса, кӑваккӑн йӑлтӑртатакан хӗҫӗпе татах та вӑрахчен хӑлаҫланчӗ, дружинниксене урапа ҫывӑхне ямарӗ, куҫӗсене урса кайнӑ пек мӗкӗлтеттерсе, усал сӑмахсемпе хӑйӑлтатса ятлаҫрӗ: «Ппӑ-ӑ-ӑрӑннн!.. Касса ваклатӑп!»

Но казак, поднявшись на бричке во весь рост, еще долго размахивал сине поблескивавшим клинком, не подпускал к бричке дружинников, хрипло матерился, бешено ворочал по сторонам глазами: «О-той-ди-и-и!.. Зарублю!»

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унран сылтӑмарахра Степан Астахов куҫҫуль пӑчӑртанса тухиччен ахӑлтатса йӑваланчӗ, сулахайра Антипка Брех киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫрӗ.

Справа от него до слез закатывался Степан Астахов, а слева сердито матил Антипка Брех.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лихачев пӗрмаях ятлаҫрӗ, ыратнипе йынӑшрӗ.

Лихачев все время ругался, стонал от боли.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗтесре ларакан Подтелков, кӗсйисене пушатнӑ май, укҫа тӗркине ҫурса вакларӗ, тем-тем усал сӑмахсем каласа ятлаҫрӗ.

В углу Подтелков, опорожнив карманы, нарвал груду денег, пришептывая, матерно ругаясь.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Болдырев, хӑйсене ҫавнашкал сиввӗн йышӑннипе урса кайнӑскер, ҫӗлӗкне ҫӗре пӑрахса, аслисенчен хӑшӗ те пулин килсе ан тухтӑр тесе унӑн-кунӑн пӑхкаласа, хӑрӑлтатса ятлаҫрӗ:

Болдырев, доведенный до отчаяния холодным приемом, бил на площади шапку оземь, — озираясь, как бы не подошел кто из старших, кричал хрипато:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич пӗр чӗптӗм сухал кӑкласа кӑларчӗ те, сутӑн илсе ҫухатнӑ япаласен, кӗсрен тата ҫунапа хӑмӑт таврашӗсен хакне шутласа пӑхса, урса кайнӑ пек тарӑхса ятлаҫрӗ, юлашкинчен шыв куҫӗ патнех уксахласа пычӗ.

Пантелей Прокофьевич выдернул из бороды щепоть волос и, перечислив в уме пропавшие покупки, стоимость кобылы, саней и хомутов, яростно выругался, еще ближе подошел к полынье.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чылайччен вӑл юр ҫинче тӑват уран мекеҫленсе тӑчӗ, ура ҫине тӑраймасӑр тулашса ятлаҫрӗ.

Долго стоял раком, ругался, не в состоянии подняться на ноги.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мур илменскерсем! — ятлаҫрӗ Ильинична, ҫурҫӗр тӗлӗнче тин хӑнасене ӑсатнӑ май.

— Лихоманка вас забери! — ругалась Ильинична, уже в полночь выпроваживая гостей.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах нӑрӑ пек хура ҫӳҫлӗ ҫын ӑна ҫӑвар уҫма та памасть; ҫав тери тӑвӑлса ҫитнипе-тӑр, вӑл итлемерӗ те ӑна, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ҫаплах ҫилӗллӗн хӑтӑрса ятлаҫрӗ:

Но человек с жуково-черной головой не давал ему рта раскрыть; находясь, видимо, в степени крайнего раздражения, он выкрикивал, не желая слушать собеседника и избегая его взгляда:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ятлаҫрӗ, — тет Яша, йӑл кулса.

— Ругался, — с улыбкой отвечал Яша.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл пӗрмаях вырӑсла тата тутарла ятлаҫрӗ:

Он все бранился по-русски и по-татарски.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пӗр курка кофӗ сӗнекен ҫук! — ҫилленсе ятлаҫрӗ старик.

Чашку кофе некому подать! — ворчал старик сердито и властно.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мур илесшӗ сивви! — мӑкӑртатса ятлаҫрӗ Боримечка.

— Будь оно неладно! — горестно пробормотал Боримечка.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӑрттан мучи, ҫилленсе, лач! сурса хучӗ, аллипе утта хыпашласа, нумайччен тем мӑкӑртатрӗ, ятлаҫрӗ.

Щукарь ожесточенно сплюнул и, шаря в сене руками, долго что-то бормотал и чертыхался.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех