Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятласа (тĕпĕ: ятла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каласа парӑп та-ха, анчах сире те, мана та ятласа пӑрахасран хӑрап, — кула-кулах тавӑрчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, тепри пулсан, ял Советне илсе килнишӗн ятласа пӗтермелле, ку вара пуҫне тайсах тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Амӑшӗ ятласа тӑксан та чӗмсӗр ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятласа ан юлӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ятласа ярасса кӗтеҫҫӗ-и?»

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашра хӑй Сююнбикене ятласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑмсем Шӗшлӗ ҫине тарӑхса, ӑна ятласа пирӗнпе пӗрле килелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хирӗҫ хӑйне ҫутӑлтарса янӑшӑн хуҫа арӑмӗ ятласа тӑкрӗ тет пӗррехинче.

А когда получал сдачи, мамаша яростно бросалась на его защиту:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине ҫӑварлӑх панӑ ута халиччен ҫаплипех ҫӳретнӗ тесе ӑшӗнче хӑйне ятласа лашин ҫӑварлӑхне кӑларса ҫаклатрӗ Янтул.

Он же еще с утра взнуздал лошадь и так до вечера и продержал в удилах!

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Пулма-ас! — тет вӑл хӑй ӑшӗнче хӑрах куҫлӑ Шахруна ятласа.

Молча, про себя, почем зря наругивает Шахруна: «Не-ет, не бывать по-твоему.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук темшӗн Хӗлипе мар, аппӑшне ятласа тӑкать.

Ивук неожиданно зло накинулся на сестру, а не на Хелипа:

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чи малтанах ун ашшӗне ятласа тӑкас килчӗ.

Он чуть было не накричал на отца.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав вӑхӑтра Анчӑк ҫури ҫенӗкрен пуҫне кӑларать те амӑшне ятласа тӑкать.

И тут из сеней высунул заспанную голову Акмурза.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер ҫеҫ, ятласа тӑкас вырӑнне, халичченхинчен ҫемҫереххӗн калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑнта хӑй куҫӗ умӗнче ҫывӑрса выртнине курсан, Сахрун пичче те ывӑлне хаяррӑн ятласа тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах, телее, ҫӑка патӗнче вӑл витресемпе ытти савӑт-сапасӑр пуҫне урӑх нимӗн те курмасть, унта никам та ҫывӑрса выртмасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, тӳррипе каласан, Левентее те ытла кӑмалласах каймасть, тепӗр чухне вӑл та ыттисем пек ятласа илме юратать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятласа ан юл пире.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл таркӑнсене тем те каласа ятласа тӑкрӗ те картишне хӑваласа кӑларса пилӗк таран салтӑнтарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та мӗншӗн ятласа тӑкмарӗ-ха ӑна Петров тӗрӗс мар диагнозшӑн?

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Куҫ тӗлне пулнӑ пӗрремӗш тарҫах вӑл тем те пӗр каласа ятласа тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех