Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ят сăмах пирĕн базăра пур.
ят (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рахмет вырӑс хӗрне, урӑхла каласан, Тверьти обер-гофмаршалӑн тата фельдмаршалӑн племяницине вӑйпа качча илнӗ, амӑшне хӗрхеннипе вӗсен пӗчӗк ачине Латыфа ҫӗнӗ ят панӑ — Михаил ят хунӑ.

Маленький сын этого Рахмета от жены русской, племянницы тверского дворского, то есть обер-гофмаршала и фельдмаршала, насильно взятой Рахметом, был пощажен для матери и перекрещен из Латыфа в Михаила.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ман ят чылайӑшсемшӗн паллӑ ят.

— А есть люди, которые хорошо меня знают.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Пӗри ача шыва кӗртмелли савӑта вӗри шыв тултарать, тепри, шывне тӗрӗслесе пӑхмасӑрах: «Хоспоти-исусе, ят хунӑ ятпа турӑ чури шыва кӗрет» — тесе илет те, мана вӗри шыва шампӑрт! чӑмтарать, пуҫӑм курӑнмиех путарать…

Один налил в купелю вару, а другой не попробовал и — «Господи-сусе, крещается раб божий» — да как ширнет меня в кипяток, с головой затопил…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— «Хӗрлӗ казак» тесе ят парассине хирӗҫлетӗп; ку вӑл вилӗ ят.

— Я против того, тобы называть «Красный казак»; это мертвое имя.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла, ҫапла, — текелерӗ Обломов, — эпӗ те ир пуласса кӗтетӗп, мана та ҫӗрле кичем, эпӗ те ыран, ӗҫпе мар, сирӗн ята тепӗр хут асӑнассишӗн тата сирӗн ят мӗнле янӑранине илтессишӗн, сирӗн ҫинчен мӗнле те пулин вак-тӗвек пирки ҫынсем урлӑ пӗлессишӗн, вӗсем сана курнӑшӑн ӑмсанма сирӗн пата яратӑп…

— Да, да, — повторял он, — я тоже жду утра, и мне скучна ночь, и я завтра пошлю к вам не за делом, а чтоб только произнести лишний раз и услыхать, как раздастся ваше имя, узнать от людей какую-нибудь подробность о вас, позавидовать, что они уж вас видели…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушамачӗ унӑн — Тимошкин, анчах та вӑл хӑйне темшӗн Гаер Кулий ят панӑ, — вӑл ку ятпа мӗн тӑвасшӑн пулнине паян кунччен те пӗлейместӗп.

Фамилия его была Тимошкин, но он почему—то называл себя Гаер Кулий, – до сих пор не знаю, что он хотел этим сказать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑшӗсен — тӗрмере миҫе камера, ҫавӑн чухлӗ ят; кусем — службистсем, «ни пулӑ мар, ни аш мар» — кунта вӑл апат хушса парать, лере — хӑлха чикки тыттарать; вӑл та, ку та — ӑнсӑртран пулнӑ фактсем, анчах ҫапах та нумайлӑха асра юлаҫҫӗ те, ҫав надзиратель ҫинчен пӗр майлӑ шухӑшлаттараҫҫӗ тата пӗр майлӑ ят партараҫҫӗ.

У одних столько же прозвищ, сколько камер в тюрьме; это заурядный тип, «ни рыба ни мясо» – здесь он дал добавку к обеду, там дал пощечину; и то и другое – факты случайные, тем не менее они надолго остаются в памяти камеры и создают одностороннее представление и одностороннюю кличку.

Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ку ят пур ҫын алӑкӗ те уҫӑлса каймалла ятах мар ӗнтӗ.

Не такое это имя, чтобы перед ним все двери распахивались настежь!

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ку акӑ Кури варӗ, ҫакӑ Мур ҫырми, ав лере Вӗт хӑва, Хӑвалӑх ҫырми, Виҫ юпа», – тесе паллаштаратчӗ пире тӗрлӗ вырӑнсен ячӗсемпе, вӗсене мӗншӗн ҫапла ят панине итлеме юрататтӑм эпӗ.

"Это овраг Гурия, эта речка Мор, вон там Мелкая ива, Ивовая речка, Три столба", - знакомил нас с названиями разных мест, я любил слушать о происхождении этих названий.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

5. Ҫамки ҫине ят, вӑрттӑн ят, ҫырса хунӑ: «Аслӑ Вавилон — ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, йӗрӗнчӗксен амӑшӗ» тенӗ.

5. и на челе ее написано имя: тайна, Вавилон великий, мать блудницам и мерзостям земным.

Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӑл ангелсенчен чаплӑрах, Вӑл илнӗ ят та ангелсен ятӗнчен мухтавлӑрах.

4. будучи столько превосходнее Ангелов, сколько славнейшее пред ними наследовал имя.

Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эпӗ сана Крит утравӗ ҫинче акӑ мӗн тума хӑвартӑм: санӑн туса пӗтермен ӗҫсене вӗҫлемелле, кашни хулана, эпӗ хушнӑ пек, пресвитер лартмалла: 6. пресвитер таса пурӑнакан, пӗрре авланнӑ ҫын пулмалла, унӑн ачисем ӗненекенсем, аскӑн ят е чарусӑр ят илтмен ҫынсем пулччӑр.

5. Для того я оставил тебя в Крите, чтобы ты довершил недоконченное и поставил по всем городам пресвитеров, как я тебе приказывал: 6. если кто непорочен, муж одной жены, детей имеет верных, не укоряемых в распутстве или непокорности.

Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук, тенӗ.

12. ибо нет другого имени под небом, данного человекам, которым надлежало бы нам спастись.

Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14. акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15. Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16. Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.

13. Когда же настал день, призвал учеников Своих и избрал из них двенадцать, которых и наименовал Апостолами: 14. Симона, которого и назвал Петром, и Андрея, брата его, Иакова и Иоанна, Филиппа и Варфоломея, 15. Матфея и Фому, Иакова Алфеева и Симона, прозываемого Зилотом, 16. Иуду Иаковлева и Иуду Искариота, который потом сделался предателем.

Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ; 17. Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать; 18. Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита 19. тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.

16. поставил Симона, нарекши ему имя Петр, 17. Иакова Зеведеева и Иоанна, брата Иакова, нарекши им имена Воанергес, то есть «сыны громовы», 18. Андрея, Филиппа, Варфоломея, Матфея, Фому, Иакова Алфеева, Фаддея, Симона Кананита 19. и Иуду Искариотского, который и предал Его.

Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Юлашкинчен ман патӑма Даниил кӗчӗ, — ӑна манӑн туррӑм ячӗпе Валтасар тесе ят хунӑччӗ, — унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; эпӗ ӑна тӗлӗкӗме каласа патӑм.

5. Наконец вошел ко мне Даниил, которому имя было Валтасар, по имени бога моего, и в котором дух святого Бога; ему рассказал я сон.

Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ун чухне Иерусалима Ҫӳлхуҫанӑн патша пуканӗ тесе ят парӗҫ; халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа ячӗпе Иерусалима пуҫтарӑнӗҫ те текех хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнма пӑрахӗҫ.

17. В то время назовут Иерусалим престолом Господа; и все народы ради имени Господа соберутся в Иерусалим и не будут более поступать по упорству злого сердца своего.

Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Сирӗн ятӑр Манӑн суйласа илнийӗсемшӗн ылхан пулса юлӗ; Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗлерет сана, Хӑйӗн чурисене вара урӑх ят хурӗ.

15. И оставите имя ваше избранным Моим для проклятия; и убьет тебя Господь Бог, а рабов Своих назовет иным именем,

Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ун чухне савӑнса ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗсенчен шыв ӑсатӑр, 4. ҫавӑ кун калатӑр вара: Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр; Унӑн ӗҫӗсене халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр; Унӑн ячӗ аслӑ ят пулнине астутарсах тӑрӑр; 5. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр: Вӑл виҫесӗр аслӑ ӗҫ тунӑ, — ҫакна пӗтӗм ҫӗр пӗлсе тӑтӑр.

3. И в радости будете почерпать воду из источников спасения, 4. и скажете в тот день: славьте Господа, призывайте имя Его; возвещайте в народах дела Его; напоминайте, что велико имя Его; 5. пойте Господу, ибо Он соделал великое, - да знают это по всей земле.

Ис 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Израиль Турри тесе ят панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе 21. эсӗ, пӑхӑр пухнӑ пек, ылтӑн пухнӑ, тӑхлан пуҫтарнӑ пек, кӗмӗл пуҫтарнӑ.

20. Во имя Господа Бога, наименованного Богом Израиля, 21. ты собрал золото, как медь, и умножил серебро, как свинец.

Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех