Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитсессӗнех хайхискер лаҫ алӑкне яриех уҫса ячӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла шухӑшларӗ те карчӑк хыҫалти алӑкӗ патне пырса, ӑна хуллен кӗлерен вӗҫертсе, яриех уҫрӗ, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗтмен ҫӗртенех яриех алӑк уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӗтӗк камсул тӑхӑннӑ шакла пуҫлӑ арҫын чупса кӗчӗ, хӑй вӑл йӗп-йӗпе, ӑна тин ҫеҫ шывран туртса кӑларнӑ тейӗн.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ак, алӑка яриех уҫса ячӗҫ те эпир хытса кайрӑмӑр.
Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсен хапхи яриех уҫӑ.
Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ну юрӗ, курӑпӑр! — терӗ те Тимӗркке алӑка яриех уҫса шалт! тутарса хупрӗ.
Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Урама час-часах тухкалама пуҫласан, юлташӑмсем мана та, ушкӑн вӑййисене ертсе, хӑйсенчен «хӑйпӑтса», катертсе хӑвармастчӗҫ-ха, анчах хӑйсем, мана е куршанак, е «пиҫсе ҫитмен ҫӗр ҫырли» вырӑнне ҫеҫ картса, ҫав-ҫавах хапӑлпах йышӑнмастчӗҫ, маншӑн хӑйсен чун-чӗре калинккисене яриех уҫса яма васкамастчӗҫ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Урамра вӗсем, кӑмӑлтан яриех уҫӑлса, вӑйӑри ача-пӑча ҫуйӑхнине, ӗрлевне, тахӑш кукӑртан шӑплӑха «ҫивӗч кусарпа ҫурмаран ҫуракан» сысна ҫихӗрнине хупла-хупла, пӗр ҫаврӑм юрӑпа кӑкӑр та ҫавӑрттарса илчӗҫ:
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ытларах пӗр тӗлте хӗвӗннӗ ушкӑн кӗрнексӗр вӗрлешет, «пасар та туй-ҫуй» тӑвать: киккирикӗсене самаях хӗртӗнтернӗ те чунӗсене яриех уҫса янӑ курӑнать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Юрӗ, юрӗ, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ҫемҫелнӗ чунне яриех уҫать карчӑк.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Анчӑк ҫав-ҫавах малтанхи татӑҫусӑр кӑмӑлне яриех уҫмасть-ха: манӑн кашни сӑмаха, кашни хусканӑва тӗрӗслӗх али витӗр алласа ӑшне хывать пулас.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Тинех яриех ыйхӑран уҫӑлса кайрӗ те, чӑн тӗнчене таврӑнса, ӑшчикки йӗкленнине, пуҫӗ хӗссех ыратнине ӑша ҫӑткаласа ҫӗленсе ларнӑ куҫне чарӑлтарса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр чӗлхе тупса пӗр-пӗрин чун калинккисене яриех уҫса ярсан, пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхех пӗр сӳнми юратӑва тӗвӗлӗнме сӑмах татсан, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ыталаса илсе чуп тума та хатӗрччӗ вӗсем, пуласлӑхӑн асамлӑ тӗнчинелле ҫутӑлса, ҫунатланса, ҫумма-ҫумӑн, алла-аллӑн тытӑнса «асамат кӗперӗ айӗпе утаканскерсем»…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унӑн тӗп тӗллевне чыспа пурӑнакана, калӑпӑр, шкултах пӑхмасӑр калама вӗрентнӗ ҫак сӑмахсем те яриех уҫса кӑтартаҫҫӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Класс алӑкӗ яриех уҫӑччӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тинех Ула Тимӗр, паҫӑрхи пекех кӑмӑлӗпе ҫич тӳпенелле ҫунат сарса, илпеклӗ савӑнӑҫпа тулса, чунне яриех уҫса ячӗ: «Эхе-хе-хе-хе-хе-е-е-ей!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аптранӑ енне Марук тӑрса чӳрече умне пычӗ те ӑна яриех уҫса ячӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
…Тӗрмен яриех уҫса пӑрахнӑ хапхинче хупнӑ ҫынсен пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнчӗ.…В широко распахнутых воротах тюрьмы показалась первая группа заключенных.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Агентсенчен пӗри алӑк патнелле ыткӑнчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйран тӗртсе яриех уҫса пӑрахрӗ те тулалла тухса куҫран ҫухалчӗ.Один агент кинулся к двери, смаху открыл ее настежь и исчез.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Васкасах тумлантӑм, тарӑхнипе хапхана яриех уҫса, сурӑхсене ир-ирех путекки-качкипех вӑрмана кӑларса ятӑм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.